Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » РАЙОНТА: ĕнер, паян, ыран

27 февраля 2013 г.

Сире нумай функциллĕ центр пулăшать

Район администрацийĕнче нумай функциллĕ центр халăха йышăнма пуçларĕ. Асăннă центр патшалăх тата муниципаллă услугăсемпе уйрăм çынсене, юридически сăпатсене «пĕр чÿрече» мелĕпе тивĕçтерет. Кунта килнĕ çынна тивĕçлĕ консультаци параççĕ, документсене йышăнаççĕ. Палăртнă вăхăтра унăн хатĕр документсем илме килмелле. Нумай функциллĕ центр кăткăс, документпа справка пухасси вăрах тăсăлакан ыйтусемпе йышăнать: çĕр арендин килĕшĕвне тăвасси, çĕр лаптăкĕн суту-илÿ килĕшĕвне йĕркелесси, çĕр лаптăкĕн тĕллевне улăштарасси, муниципаллă пурлăх реестрĕнчен çырни. Халĕ вара кунти ĕç-хĕл анлăланса пынă май центр тепĕр тĕрлĕ пулăшу сĕнет: çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатмаллисен шутне кĕртнĕ çамрăк çемьесене çурт-йĕр туянма (тума) социаллă тÿлев валли свидетельство парасси.

Центр ĕçченĕсем район çыннисене кĕтеççĕ, услугăпа тивĕçтересси пирки тĕплĕнрех 62-3-15 номерпе шăнкăравласа пĕлме пулать.

Пултарулăхпа паллаштарчĕç

Районти пултарулăх ушкăнĕсем хушшинчи «Чечеклен, юратнă Муркаш ен» фестиваль-конкурс малалла пырать.

Исетерккĕ ял клубĕнче халăх йышлăн пухăнчĕ. Кунта Чуманкассинчи информаципе культура центрĕн отчетлă ĕçĕ-хĕлĕпе паллашма май килчĕ. Сцена çинче кĕçĕн ăрурисем те, аслă ăрурисем те хăйсен пултарулăхĕпе тыткăнларĕç. Исетерккĕсем вара «Тăна кĕртрĕç арăмсем» спектакль лартрĕç.

Графикпа килĕшÿллĕн Уйкас Янасал тата Турай ял тăрăхĕсенчи пултарулăх ушкăнĕсем те хăйсен ăсталăхĕпе паллаштарчĕç.

Бокс кĕрешĕвĕсене çитсе курăр

Район администрацийĕн пуçлăхĕн кубокне çĕнсе илессишĕн

Республика шайĕнчи бокс ăмăртăвне февралĕн 28-мĕшĕнче «Сывлăх» физкультурăпа спорт комплексĕнче савăнăçлă лару-тăрура 15 сехетре уçасси пирки хаçатăн иртнĕ номерĕнче пĕлтернĕччĕ. Муркашри ринг çинче çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче ăсталăха ÿстерекен çамрăк боксерсене те, ят-сум çĕнсе илме пултарнисене те курма май пулĕ.

Тунти кун çак пысăк ăмăртăва ирттерессипе йĕркелÿ комитечĕ канашларĕ. Муркашсем ăмăрту ирттерме хатĕр.

Р. Илларионова, Н. Николаева хатĕрленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика