Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Специалист сĕнет

27 апреля 2015 г.

                                                     Вăрлăх туянма пĕлетпĕр-и?

"Лайăх тата пахалăхлă вăрлăх – пысăк тухăç," – теççĕ опытлă пахчаçăсем. Вĕсемпе килĕшмесĕр май çук. Россельхознадзорăн республикăри управленийĕн специалисчĕсем вăрлăх контролĕ енĕпе ирттернĕ тĕрĕслевсем çав сăмахсене çирĕплетеççĕ çеç.

                             Кирлĕ документсăр, эппин, пахалăхсăр

   Сăмахран, нумаях пулмасть инспекторсем Шупашкарти суту-илÿ вырăнĕсенче пулнă. Иккĕленÿ çуратакан вăрлăх çине-çинех куç тĕлне пулнă тесен те юрать. Ара сентре çинчи тĕрлĕ вăрлăха Патшалăхăн селекци çитĕнĕвĕсен реестрĕнче темле шырасан та тупайман. Чылай сутуçăн вăл е ку вăрлăх тĕлĕшпе сорт тата шăтаслăх пахалăхне çирĕплетекен документсем ал айĕнче пулман. Сăмах май, асăннă реестра управлени сайтĕнче самантрах тупма май пур.

   Нарăс уйăхĕнче кăна сутлăхри 102 парти вăрлăха (750 кг – ял хуçалăх ÿсен-тăранĕсен, пĕчĕк 23135 хутаç - пахча çимĕç тата чечек культурисен) тĕрĕсленĕ май 87 парти тĕлĕшпе сорт тата шăтаслăх пахалăхне çирĕплетекен документсем çукки тата 15 парти асăннă реестра кĕртменнискерсем пулни çиеле тухнă.

 

                                       Ыттисен йăнăшĕнчен хăçан вĕренме пуçлăпăр-ши?

 

   Кунашкал лару-тăрусене çулсерен сÿтсе явма тивет, анчах тупăшшăн çунакан усламçăсемпе сутуçăсем "тÿрленсех çитеймеççĕ".  

   "2014 çулта вăрлăх контролĕ енĕпе 105 тĕрĕслев ирттертĕмĕр. Пĕтĕмпе юридици вăйĕнчи 75 çынна тата 28 предпринимателе тĕрĕсленĕ. Йĕркене пăснă 124 тĕслĕх тупса палăртнă.

Тĕрĕс мар упрани те куç тĕлне пулчĕ – 5 тĕслĕх. Документсене те тĕрĕс мар çырса пыраççĕ-хатĕрлеççĕ - 7 тĕслĕх. Патшалăхăн селекци çитĕнĕвĕсен реестрне (Госреестр) кĕртмен сортсен вăрлăхне сутни вара час-часах тĕл пулать.

Пĕтĕмпе 146, 72 пин тонна - ял хуçалăх, 25 пин хутаç (пакет) - пахча çимĕç тата чечек культурисен вăрлăхне тĕрĕслерĕмĕр, çавăн пекех тĕм-йывăç – 3050 штук.

Палăртмалла, 298 партирен 115-ĕн сорт тата шăтаслăх пахалăхне çирĕплетекен документсем пулман. Тĕрĕсленĕ йывăç-тĕмсен пĕрин тĕлĕшпе те кирлĕ документсем кăтартайман.

Госреестра кĕртмен сортсен вăрлăхне нумай çĕрте сутнине асăнтăм ĕнтĕ, пĕлтĕр çавнашкал 2376 хутаç тупса палăртрăмăр (112 парти).

Акма мĕнле вăрлăхпа усă курнине те тимлĕхрен вĕçертместпĕр темелле. Пĕтĕмпе 426 парти тĕрĕслерĕмĕр, ку вăл 9929,2 тонна пулать. Хуçалăхсем 54 партин сортне тата шăтаслăхне ятарласа тĕрĕслеттермен. 3 парти (148,40 тонна) ГОСТ требованийĕсене тивĕçтермест. Акса хăварнă 52 партин вара сорт пахалăхĕ паллă пулман.

Тĕштырă тата пахча çимĕç культурисен вăрлăхне мĕнле упранине тĕрĕсленĕ чухне те асăрхаттарусемсĕр май килмерĕ: 78 партирен 5–шĕ тĕлĕшпе упрамалли правилăсене пăхăнманни куç кĕрет. Кунта та каласа хăвармалла, упрама хунă вăрлăха ятарласа тĕпчеттерес тени палăрмасть. Госреестра кĕртменнисем те тĕл пулчĕç.

   Пĕтĕмпе 9 юрлицона, 26 пуçлăха 12 предпринимателе тата 52 çынна административлă майпа явап тыттарма тиврĕ, асăрхаттарусем те пулчĕç.

   Вăрлăх пахалăхĕн докуменчĕсенче çырнă даннăйсем тĕрĕсех пулнине тĕрĕслес тĕллевпе 64 проба илсе лабораторире тĕпчеттертĕмĕр. Каламалла, лабораторирен панă пĕтĕмлетÿсем 371,2 пин тонна вăрлăх тĕлĕшпе тĕпчев протоколĕсенчи унчченхи сведенисене çирĕплетмен," – каласа кăтартать вăрлăх контролĕ енĕпе тимлекен Валентина Никитина патшалăхăн аслă инспекторĕ.

                                            

                       Вăрлăх хутаççинче – сăтăрçă-çум курăк

 

     Специалистсем асăрхаттараççĕ: документсăр вăрлăхран паха çимĕç пуласси иккĕленÿллĕ кăна мар, унпа пĕрле хăрушă чирсем тата сăтăрçăсем пахчана çăмăллăнах лекме пултараççĕ. Вăрлăхра сăтăрçăсем тупни çапла калама хистет. Кăçал та акă Мускавран килнĕ пахча çимĕç вăрлăхĕнче уйрăмах вăйлă сиен кÿрекен çум курăк - уй-хир пурçăнĕ - вăррине асăрханă. Вăл ÿсен-тăран тăрăх явăннă май унăн сĕткенĕпе аталанса пурăнать. Унра наркăмăшлă япала сапонин виçи пысăк, çавăнпа та повиликăпа хутăшла утă выльăхшăн сиенлĕ. Уйрăмах япăх типĕтни вар-хырăма чире ярать.

   Кунашкал "кĕтменлĕхсене" сиресси хамăртан килет. Сăмахран, инспекторсем вăрлăха ятарлă лавккасенче туянма сĕнеççĕ. Çак самантсене аса илтерни те ытлашши пулас çук: вăрлăхăн кашни партийĕ валли сертификат (свидетельство) пулмалла. Сертификат - тавар хăрушсăрлăхĕн тата пахалăхĕн гаранчĕ. Документра культура ятне, унăн сортне, парти номерне тата ытти информацие кăтартмалла. Енчен те сертификат (свидетельствă) çинче çырни хутаç çинчипе пĕр килсен – вăрлăх пахалăхлă. Вăрлăх хутаççисем çинче производитель ятне, адресне тата телефоне, культура, сорт ятне, стандарт паллине (ТУ), парти номерне, йывăрăшне (грамм) е шутне, усă курма юрăхлăх вăхăтне кăтартмалла. Фитосанитари докуменчĕсем пурри те тĕрлĕ иккĕленĕве сирет.

     Надежда Васильева,

управлени ĕçченĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика