18 апреля 2015 г.
Юнкун районта, мĕн пур республикăри пекех, информаци кунĕ иртрĕ. Ку хутĕнче ял çыннисемпе тĕл пулса çак темăсене сÿтсе яврĕç:
- экологи субботникĕсем, Йывăç кунĕн çурхи тапхăрне ирттересси, ялсене, çул хĕррисене, çăвасене тирпей-илем кĕртесси*
- нумай хваттерлĕ çуртсенчи пĕрлехи харпăрлăха тĕпрен юсассин ыйтăвĕсем*
- социаллă пенсие индексацилесси тата федераллă льготниксене 2015 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕнчен уйăхсерен паракан тÿлев çинчен*
- çурхи ака-суха ĕçĕсене ирттересси.
Информации кунне ирттерме района ЧР гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен патшалăх комитечĕн председателĕ Вениамин Петров ертсе пыракан ушкăн килчĕ.
Малтан информаци ушкăнĕ район администрацийĕн пуçлăхĕпе Ростислав Тимофеевпа тĕл пулчĕ. Ростислав Николаевич районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн пĕрремĕш кварталти итогĕсемпе паллаштарчĕ, умра тăракан ыйтусем çинче чарăнса тăчĕ.
Унтан В. Петровпа Р. Тимофеев Хорнуй ял тăрăхне çитрĕç. Вĕсене ялти палăк умĕнче ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Манефа Колесникова тата депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕ Александр Сидюшкин кĕтсе илчĕç. Манефа Колесникова каланă тăрăх ял тăрăхĕн территорийĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă ентешĕсене асăнса лартнă 3 палăк. Вĕсене çак кунсенче юсаса çĕнетеççĕ. Платкасси ялĕнче вара уяв кунĕнче çĕнĕ стелла уçаççĕ.
Ял çыннисемпе тĕл пулу кунти клубра иртрĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев пĕрремĕш кварталта епле ĕçлени çинчен каласа пачĕ. Иртнĕ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан кăçал продукци 34 процент ытларах туса илнĕ.
Районта çурт-йĕр тăвас ĕç те аван пырать. Халĕ Муркашра 5 хутлă икĕ çурт çĕкленет, тепĕр 24 хваттерлĕ çурт никĕсне яраççĕ, Мăн Сĕнтĕрте 4 хваттерлĕ çурт тума тытăнаççĕ.
Районта кăçал ятарлă программăпа килĕшÿллĕн 7 ял урамĕнче вак чул сарса çул тăваççĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ ял урамĕсене тирпейлессипе, çÿп-çапа тиесе тухассипе ял çыннисене пуçаруллă пулма чĕнсе каларĕ. Хăй пурăнакан Шурча ялĕн тĕслĕхĕпе паллаштарчĕ. Кунта çÿп-çапа тиесе тухма килĕрен 300-шер тенкĕ пуçтарнă. Ял çыннисем çÿп-çапа михĕсене тултарса хураççĕ те палăртнă кун транспорт патне илсе тухаççĕ. Çапла вара урамсенче тирпейлĕ.
Çур аки пирки каласан Ростислав Тимофеев районти хуçалăхсемпе фермерсем ăна лайăх хатĕрленсе ирттерессине палăртрĕ.
ЧР гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен патшалăх комитечĕн председателĕ тирпей-илем уйăхлăхĕнче республикăра çуллен нумай ĕç тунине палăртрĕ. Çĕршер тонна çÿп-çап тиесе тухаççĕ, йывăçсем лартса çĕнĕ парксемпе аллейăсем уçаççĕ. Аслă Çĕнтерÿ 70 çул тултарнă май районта та çамрăксене явăçтарса парксемпе аллейĕсем уçма чĕнсе каларĕ.
Ял çыннисем кунти Козьмой урамĕнче çул тума ыйтрĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ кăçал 7 ялта вак чул сарнă çул тăвассине палăртрĕ. Çитес çулсенче Хорнуйсем патне черет çитессине асăнчĕ.
Платкассисем ялти палăка юсама хăйсем те укçа пухнă иккен. Вĕсене куншăн мухтамалла кăна. Кунта çĕнĕ стелла уçассине халĕ ял çыннисем ырласа йышăнасса шанас килет.
Сăмах, паллах, сĕт хакĕ пирки те пулчĕ. Ăна пахалăхне кура тÿлесси çывăх вăхăтра вăя кĕмелле.
Унтан вырăнти вăрçăпа ĕç ветеранĕсене юбилей медалĕсем парса чысларĕç.
Хыççăн В. Петровпа Р. Тимофеев «Путь Ильича» агрофирмăра пулчĕç. Хуçалăхăн ĕç тăвакан директорĕ Александр Богданов çур акине хутшăнакан техникăна тепĕр кунне тĕрĕслев витĕр кăларассине каларĕ. Çурхисене 600 гектар акса хăварма палăртнă. Унсăр пуçне тата 600 гектар кукурузăпа суданка акаççĕ. Хуçалăхри механизаторсен ĕçлес кăмăлĕ пысăк. Вĕсем хушшинче нумай çул ĕçлекенсемпе пĕрлех çамрăксем те чылай.
Унтан информаци ушкăнĕ Каршлăхри ĕçпе вăрçă ветеранĕсен çуртне çитрĕ. Унăн директорĕ Галина Мерлова каланă тăрăх интернатра 22 ветеран пурăнать. Кунта кĕрсенех пĕр çемьери пек лару-тăру пулни курăнать. Пÿлĕмсенче ăшă, тирпейлĕ те таса.
Кунта пурăнакан вăрçăпа ĕç ветеранĕсене те юбилей медалĕсемпе чысларĕç. Чи малтан çак наградăна вăрçă ветеранĕ Леонид Петрович Кондратьев тивĕçрĕ.
Хорнуйĕнче те, Каршлăхра та ветерансем медальсем илнĕ хыççăн савăнни сисĕнчĕ. «Пире манманшăн тав», - терĕç вĕсем.
Информаци ушкăнĕн членĕсем ветерансене хăйсене шеллемесĕр Çĕнтерĕве çывхартнăшăн тав сăмахĕ каларĕç, нумай пурăнма сывлăх сунчĕç.
Эпир те, паянхи мирлĕ пурнăçпа савăнса пурăнакансем, пуç тайса ветерансене тав тăвар. Вĕсемпе калаçма вăхăт, пулăшма майсем тупар. Аслă Çĕнтерÿ уявне тивĕçлипе кĕтсе илер. Çав шутра тавралăха тирпей-илем кĕртнипе те, хамăр кулленхи ĕçре тăрăшса вăй хунипе те.
А. Тихонов.