Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хакассири инкек пуриншĕн те урок пулмалла

18 апреля 2015 г.

 

Хаçат сотрудникĕ ЧР гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен патшалăх комитечĕн председателĕпе Вениамин Петровпа çу кунĕсем çитнĕ май пушартан асăрханасси пирки калаçнă.

 

- Вениамин Иванович, Хакасси Республикинче пулнă пушарсем пирĕн ял çыннисене те тимлĕрех пулма ыйтаççĕ.

- Çапла, кашни çын тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿсем тума тивĕç.

Çак пысăк инкек çын айăпĕпе пулни паллă. Çынсем иртнĕ çулхи типĕ курăка çунтарма пуçланă. Вăйлă çил тухса кайнă. Çапла пĕтĕм республикăна çулăм ярса илнĕ.

26 çын вилнĕ. 400-шĕ сиенленнĕ. 1500 кил, шкулсем, больницăсем, тĕрлĕ техника, выльăх-чĕрлĕх çунса кайнă. 5 пин çын çурт-йĕрсĕр тăрса юлнă.

Питĕ пысăк çухату. Çынсен пурнăçне тавăрма çук вĕт.

Типĕ курăка çунтарнă чухне çав тери тимлĕ пулмалла. Çуртсенчен 50 метрта, вăрмансенчен 100 метрта чухне çеç çак ĕçсене тума юрать.

Пирĕн республикăра çуллен пин пушар пулать. Кашни çул вут-кăварта 100 çын çухататпăр. Кăçал 29 пушар пулчĕ те ĕнтĕ. Вĕсенче 47 çын вилчĕ.

Çулăм тухнин сăлтавĕсем пĕр йышшисемех:

- электропралук, электроприборсем юсавсăрри,

- ÿсĕрле пирус туртни (кăçал 25 çын çак сăлтавпа вилчĕ),

- кăмакасем, уйрăмах мунча кăмакисем юсавсăрри.

Тепĕр хут асăрхаттарса калатăп, кашни çыннăн тимлĕ пулмалла. Ялта пурăнатпăр, пĕрне-пĕри пĕлетпĕр. Çавăнпа кÿршĕне калама вăтанмалла мар. Сыхланакана Турă та сыхлать теççĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика