08 апреля 2015 г.
Район администрацийĕ вăхăтран вăхăта пĕчĕк тата вăтам предпринимательство кунне ирттерни Муркаш ен тăтăшах шыравра пулнине çирĕплетет.
Хуçалăх экономики, предприяти аталанăвĕ, район малашлăхĕ пĕрле пулса ыранхи куна пăхнинчен пуçланать. Пурин хыçĕнче те ĕç тăрать: пĕри - пуриншĕн, пурте - пĕриншĕн. Çак çыхăну пирĕн хушăмăрта - аслăрах ăрусем пуçарнăранпах. Çĕршыври экономика хутшăнăвĕсен çĕнĕ тытăмĕнче татса паман ыйтусем те, пĕрле пулса пурнăçламалли йышăнусем те çук мар-ха. Çакна курса-пĕлсе тăрса иртнĕ эрне кун, ака уйăхĕн 3-мĕшĕнче, район администрацийĕ пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăра ĕçлесе тăван ен экономикине тĕреклетессипе вăй хуракансен кунне ирттерчĕ.
Çак кун пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăра вăй хуракансем пĕр çын пек пулса район администрацийĕн ларусем ирттермелли залне пухăнчĕç. Тĕл пулăва районти тата республикăри тĕрлĕ сфера специалисчĕсем, банкирсем хутшăнни уçă калаçăвăн пĕлтерĕшне ÿстерчĕ. Çакăн пирки тĕл пулăва уçнă тата ертсе пынă май районти предпринимательсен канашĕн председателĕ Владислав Семенов палăртса каларĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев та хăйĕн ум сăмахĕнче предпринимательсен пĕлтерĕшĕ район экономикин аталанăвĕшĕн пысăк пулнине пĕлтерчĕ.
- Район та, Муркаш та куç умĕнче çĕнелсе, аталанса пыраççĕ. Çак ырă улшăнура эпир Чăваш Республикин Правительствин, вырăнти предпринимательсен тĕллевлĕ ĕçне, пулăшăвне курса тăратпăр. Ĕненетĕп, пĕрле пулсан кăна эпир пурнăçпа тан пыма пултарăпăр. Районти çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсем пурнăç çыннисене кĕтеççĕ. Предпринимательсен пĕр пайĕ ял хуçалăхне суйласа илни пирĕн аталану çулĕсем пуррине çирĕплетет. Юлашки çулсенче вăй илекен туризм ыйтăвне те, çулсем хĕрринчи сервиса та предпринимательсем тĕкĕ парса аталантарасси пирки иккĕленместĕп, - терĕ Ростислав Николаевич пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăра вăй хуракан хастарсене Хисеп хучĕпе Тав çырăвĕ панă май ("Арман" тата "Агрико" обществăсен директорĕсем Э. Воробьевапа А. Глазков, С. Васильевпа Н. Бархаткина тата Н. Маряшкина индивидуаллă предпринимательсем).
Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - экономикăпа АПК аталанăвĕн тата муниципалитет пурлăх управленийĕн ертÿçи В. Ананьев районта 2014 çулта пĕчĕк тата вăтам бизнес епле аталанни çинчен анлă доклад туса пачĕ.
Çакна каламалла, районăмăр экономикин аталанăвĕнче хушма ĕç вырăнĕсем туса парассипе пĕчĕк тата вăтам предпринимательство палăрăмлă вырăн йышăнать. Иртнĕ çул пирĕн енре пĕтĕмпе пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăн 793 субъекчĕ ĕçленĕ. Вĕсен шутĕнче пĕчĕк бизнеса кÿлĕннисем 131 субъект, вăтам предприятисем - 5, индивидуаллă предпринимательсем - 575 çын.
Пĕчĕк бизнесăн структурине тишкерсен çак ĕçе кÿлĕннисен 55 проценчĕ хăйсен ĕçне суту-илÿ, обществăлла апатлану сферисемпе çыхăнтарни курăнать. Иккĕмĕш вырăнта - ял хуçалăхĕ - 16,5 процент. Çак ĕçе кÿлĕннисен пĕтĕмĕшле хисепĕ 2015 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне 3689 çын пулнă. Ку кăтарту 2013 çулхинчен 267 çын ытларах.
Ял хуçалăх отраслĕнчи пĕчĕк бизнес пирки калас пулсан хресчен (фермер) хуçалăхĕсем малти вырăна тухаççĕ. Паянхи куна район территорийĕнче 82 хресчен (фермер) хуçалăхĕ ĕçлет. Вĕсем иртнĕ çул туса илнĕ тыр-пул хисепĕ пĕтĕмĕшле калăпăшра 23 процент йышăнни хресчен (фермер) хуçалăхĕсен вăй-халне кăтартать. А. Афанасьева, И. Скворцов тата А. Сорокин хресчен (фермер) хуçалăхĕсен тăрăшулăхне кура унччен пушă ларнă ферма çурчĕсем ĕçлеме пуçланă.
Çĕнĕ проектсем пурнăçа кĕртсе инвестицисене хăйсем патне кĕртекен ял тăрăхĕсем ырă сăмаха тивĕç. Иртнĕ çул ку ыйтупа Муркаш, Москакасси, Мăн Сĕнтĕр, Юнкă ял тăрăхĕсем тăрăшулăхпа палăрнă. Вĕсен тăрăхĕсенче çĕнĕ производство тĕсĕсем пурнăçа кĕме пуçланă: Муркашра - мунча, Мăн Сĕнтĕрте - мототехника магазинĕ, Москакассинче - илем салонĕпе парикмахерски, Юнкăра - кăмпа цехĕ.
Пĕчĕк харпăрлăх формиллĕ субъектсем 2014 çулта 691,9 миллион тенкĕлĕх продукци туса кăларнă. Вĕсенче ĕçлекенсен вăтам ĕç укçи - 12250 тенкĕ.
- Тулашри рынока тухма инноваци активлăхне ÿстермелле - çакă районти предпринимательсем умĕнче тăракан тĕп задача. Эпир çакна пултаратпăр. Мĕншĕн тесен Муркаш районĕ республикăшăн кирек хăш ĕçре те яланах тĕслĕх пулнă. Çакăн пек канашлу ирттерни тата унта пурне те хумхантаракан ыйтусене хурав пама тăрăшни савăнтарать. Район администрацийĕн йышăнăвне предпринимательсем айккинче хăварманни те пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăна сумлăрах аталантарма çул уçă пулнине çирĕплетет, - терĕ тĕл пулăва хупнă май районти предпринимательсен канашĕн председателĕ В. Семенов. Çак сăмахсем районти предпринимательсене тухăçлăрах ĕçлеме чĕннĕнех туйăнчĕ.
А. БЕЛОВ.