08 апреля 2015 г.
Юлашки вăхăтра суда водительсем хăйсен автомашинисем çинче "ксенон" ламписемпе усă курни пирки материалсем час-часах килме тытăнчĕçĕ Автомобиль конструкцийĕпе килĕшÿллĕн вара вĕсем урăх йышши (галоген) фарăсемпе усă курма тивĕçĕ
Законодательствăра палăртнă тăрăх çакăн пек хăтланни административлă право йĕркине пăсни шутланатьĕ Тепĕр майлă каласанĔ автомашинăн малти пайĕнче хăйсен çутă тĕсĕпе тата ĕç режимне кура унпа усă курма ирĕк паракан тĕп положенисене тивĕçтермен çутă приборĕсем вырнаçтарма юрамастьĔ çакă çул çинче инкек патне илсе çитерме пултаратьĕ
2014 çулхи сентябрĕн 29-мĕшĕнче пăхса тухнă пĕр ĕç пирки асăнса хăварарĕ Миравай судья Аĕ Шигалев водитель административлă право йĕркине пăснине çирĕплетрĕĔ ăна 6 уйăхлăха автотранспорт хатĕрне тытса пырассин правинчен хăтарма йышăну кăларчĕĕ Çавăн пекех административлă право йĕркине пăснин хатĕрне - автомашинăн айккинчи икĕ лампочкине конфискацилемелле турĕĕ
Водителе 2014 çулхи августăн 8-мĕшĕнче 16 сехет те 30 минутра Москакасси ялĕ çывăхĕнче патшалăх çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн ĕçченĕсем тытса чарнăĕ Унăн ВАЗ-2110 автомашинин малти пайĕнче хăйсен çутă тĕсĕпе тата ĕç режимĕпе çул çинчи хăрушсăрлăха тивĕçтерессипе килĕшсе тăман çутă приборĕсем вырнаçтарнине палăртнăĕ Нимĕн тума та май çукĔ административлă право йĕркисем ытахальтен йышăннăскерсем марĕ
Йышăну тунă чухне суд çакна тĕпе хучĕĕ Хальхи вăхăтра автотранспорт хатĕрĕсем çине официаллă майпа çирĕплетнĕ çак маркировкăллă фарăсем вырнаçтараççĕ,
- "C" - çывăхри çутăнĔ "R" - аякри çутăнĔ "CR" - икĕ режимпа ĕçлекен (çывăхри тата аякри çутă) хĕрмелли (накаливание) лампăллисене*
- "HC" - çывăхри çутăнĔ "HR" - аякри çутăнĔ "HCR" - икĕ режимпа ĕçлекен хĕрмелли галоген лампăллисене*
- "DC" - çывăхри çутăнĔ "DR" - аякри çутăнĔ "DCR" - икĕ режимпа ĕçлекен газ разрячĕллĕ лампăллисенеĕ
"Автомобиль электроникипе электрооборудованин наукăпа тĕпчев тата сăнав институчĕ" ФГУП ăнлантарăвĕ тăрăх çутă приборĕсенче хăйсен ирĕкĕпе урăх йышши лампăсем вырнаçтарни çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăха тивĕçтермелли условисемпе килĕшсе тăмастьĔ çавăнпа уншăн административлă майпа явап тыттарма пăхнăĕ Çак йĕркене пăснине ГИБДД сотрудникĕсем куçпа пăхсах палăртаççĕĕ Законодательствăпа килĕ-шÿллĕн çавна валли ятарлă приборсемпе тĕрĕслев е экспертиза туса ирттерни кирлĕ марĕ
Аĕ ЯРУСОВАĔ
районти 2-мĕш номерлĕ суд участокĕн миравай судйиĕ