Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕллевсене вăя кĕртни ытларах аталанма май парĕ

08 апреля 2015 г.

 

Ильич ячĕпе хисепленекен ял хуçалăх производство кооперативĕнче апрелĕн 2-мĕшĕнче пĕрлехи пуху иртрĕ. Ăна хуçалăх ертÿçи Игорь Николаев уçрĕ тата ертсе пычĕ. Чи малтанах вăл иртнĕ çулхи ĕçе тишкерчĕ.

- Çулталăкри хĕрÿ тапхăр çуракине хатĕрленнинчен пуçланать. Техникăна хире юсавлă кăларсан, сĕрмелли-çунтармалли материал тата пахалăхлă вăрлăх çителĕклĕ хатĕрлесен çурхи ĕçсене вăхăтра тума пултарăпăр. Кашни кунпа туллин усă курмалла, унсăрăн пысăк тухăç илме те, пахалăхлă выльăх апачĕ хатĕрлеме те май пулмĕ. Çакă вара хуçалăх аталанăвĕпе, малашлăхĕпе тÿрремĕнех çыхăннă, пуласлăхшăн эпир хамăр ответлă, - терĕ Игорь Васильевич пухăва уçнă май.

Иртнĕ çул хуçалăх ĕçченĕсем ампар виçипе 1654 тонна тĕш тырă пуçтарса кĕртнĕ, вăтам тухăç 20,13 центнерпа танлашнă. Тыр-пул сутнипе хуçалăх кассине 2 миллион ытла тенкĕ укçа кĕнĕ. Çĕр улми 5 гектар çинчен 58 тонна пухса илсе ăна 267 пин тенкĕлĕх сутнă. Хуçалăх пахалăхлă вăрлăх сутассипе пĕр çул кăна мар тухăçлă ĕçлет. Ку енĕпе ăнăçлă тимлени пысăк тупăш туса илме май панине аван ăнланаççĕ хуçалăх ĕçченĕсем.

Ĕнерен куллен чĕрĕ укçа илме май пур. Енчен те ун умĕнче пахалăхлă апат çителĕклĕ пулсан, çак шанăç татах та пысăкланать. Шел пулин те, чылай чухне пахалăхĕ уй-хире юлать, калăпăшне çеç турттарса кĕме май килет. Иртнĕ çулхи хăш-пĕр самант çакна çирĕплетет.

- Ку енĕпе çителĕксĕр ĕçлени никамшăн та вăрттăнлăх мар. Хуçалăх ĕçне мала хума вĕренмелле пирĕн. Мĕн туса илнине кирлĕ пек пухса кĕртме пултараймастпăр, - терĕ ертÿçĕ выльăх апачĕ хатĕрлес ĕçре çителĕксĕртерех тимленине палăртса тата малашне ответлăха ÿстермеллине çирĕплетсе.

Иртнĕ çул пуçламăшĕ тĕлне хуçалăхра мăйракаллă шултра выльăх йышĕ 596 пуç   пулнă, вăл шутра сумалли ĕне - 220 пуç, сысна - 334 пуç. Отчетлă тапхăрта хуçалăх 1101 тонна сĕт туса илнĕ, сумалли кашни ĕне пуçне 4511 килограмм чухлĕ тивнĕ. Çак продукцирен кассăна 16 миллион та 599 пин тенкĕ укçа кĕнĕ. Сĕт туса илессине ÿстерес тĕлĕшпе ĕне рационне витаминпа пуян хутăшлă хушма апат кĕртнĕ. Комбикормпа усă курассин хакĕ пĕчĕк мар, çапах та пысăк тупăш илме май пур.

Хуçалăх чĕрĕ виçепе 124 тонна аш-какай сутнă, вăл шутра мăйракаллă шултра выльăх ашĕ - 99 тонна, сысна ашĕ - 25 тонна. Выльăх-чĕрлĕх сарайĕсенче юсав ĕçĕсем ирттерме 321 пин тенкĕ тăкакланă.

Хуçалăх техника-агрегат çĕнетессипе тĕллевлĕ ĕçлесе пырать. Иртнĕ çул Т-150К трактор, культиватор, тырă тасатмалли агрегат туянма 3 миллион ытла тенкĕ тăкакланă. Юсав ĕçĕсем валли 2375 пин тенкĕ уйăрнă. Асăннă тапхăрта 3 миллион ытла тенкĕлĕх сĕрмелли-çунтармалли материал туяннă. Электроэнергишĕн вара хуçалăхăн 1994 пин тенкĕ чухлĕ тăкакланма тивнĕ. Тĕрлĕ тÿлев пĕчĕк мар, çапах та иртнĕ çула 563 пин тенкĕ таса тупăшпа вĕçлеме пултарнă коллектив.  

Хуçалăхра 88 çын ĕçлет. Иртнĕ çул ĕç укçи тÿлеме 9369 пин тенкĕ уйăрнă.

Çитес вăхăтра вăя кĕртме палăртнă ĕç вара сахал мар. Тĕслĕхрен, хуçалăх купăста ÿстересшĕн, кунта çĕнĕ технологипе усă курасшăн. Çĕнĕ йышши выльăх кĕтĕвне кÿрсе килесшĕн тата ытти те.

Хуçалăхра 88 çын ĕçлет пулсан, çак ял тăрăхĕнче пĕр пине яхăн çын пурăнать. Хăтлă пурнăç кашнине кирлĕ, шыв пăрăхĕпе усă куратпăр, хĕлле пулсан вара такăр та уçă çула кăмăллатпăр. Ку енĕпе тăкакланни хуçалăха самай чăрмав кÿрет. Ертÿçĕ палăртнă тăрăх çулталăкĕпе вĕсене тытса тăма 300 пин тенке яхăн тăкакланма тивет. Анчах та чылайăшĕ юсав ĕçĕнчен тата тÿлессинчен пăрăнать, халăх ăнланулăхĕ çителĕксĕрри палăрать. Пухура çак тĕп самантсем çинче те чарăнчĕ Игорь Васильевич. Хуçалăх ĕçченĕсене пĕрлехи ăнăçлă ĕçшĕн тав тунă май тăрăшулăхпа уйрăмах палăрнисене ятран асăнчĕ. Тĕрлĕ шайри Хисеп хучĕпе Тав çырăвне тивĕçекенсем те пулчĕç.

Уй-хир ĕçĕсемпе хуçалăх агрономĕ Федор Егоров паллаштарчĕ.

- Кăçалхи çул пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 730 гектар çинче акма палăртнă, вăл шутра çурхи тулă 180 гектар, урпа 275 гектар, сĕлĕ 50 гектар, пăрçа 25 гектар пулмалла.

Кĕрхи культурăсене 200 гектар акса хăвартăмăр. Кĕрхисенчен тухăç ытларах илме май пуррине пĕрремĕш çул кăна мар куратпăр. Çураки валли 250 тонна кондициллĕ вăрлăх хатĕрлерĕмĕр. Çак хĕрÿ тапхăра ăнăçлă ирттерессе шанатпăр, - паллаштарать Федор Аверкиевич хăй тимлекен отрасль кăтартăвĕсемпе.

Вăл каланă тăрăх иртнĕ çул хуçалăх 75 тонна элита вăрлăх сутнă. Пĕр çул ÿсекен курăк 220 гектар çинче пулнă пулсан, кăçал ăна 225 гектар акма тĕллев лартнă. Нумай çул ÿсекеннисем 450 гектар йышăнаççĕ. Уй-хире тĕрлĕ хими препарачĕпе им-çамлаççĕ. Иртнĕ çул 512,3 тонна утă, 2303,2 тонна симĕс апат хатĕрленĕ. Отрасле кура ответлă ытти специалист та ĕçе тишкерчĕ.      

Пуху ĕçне райадминистраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Владислав Ананьев малалла тăсрĕ. Вăл район администраци ячĕпе Ильич ячĕпе хисепленекен хуçалăх коллективне тав турĕ. Хуçалăх аталанăвĕ, вăл шутра сĕт туса илесси те, район шайĕнче лайăххисен шутĕнче пулнине палăртрĕ. Ăратлăх енĕпе ĕçлессине алла илме сĕнчĕ, кунта вара сăвăма ÿстересси те, пăру илессине хăпартасси те пысăк пĕлтерĕшлĕ.

- Эсир вăрлăх енĕпе ĕçленине те ырламалла. Малашлăх сирĕн пысăк, тĕллевсене пурнăçлама тăрăшмалла, çавăн пекех çĕр улмипе ĕçлессине те пăрахăçламалла мар, - терĕ Владислав Кириллович. Вăл малалла район аталанăвĕпе паллаштарчĕ.      

- Ял тăрăхĕн аталанăвĕ вырăнти хуçалăх епле ĕçленипе тÿрремĕнех çыхăннă. Ильич ячĕпе хисепленекен хуçалăх аталанса пынăран эпир хамăра самай шанчăклă туятпăр, ялсенче шыв, çул пур. Чылай чухне пĕрлехи ĕçрен аякра юлакансем, паллах, пăшăрхантараççĕ. Хамăр тăрăхри пурнăçшăн хамăр яваплă пулнине манар мар, - терĕ Уйкас Янасал ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Светлана Никифорова.

Тухса калаçакансем татах та пулчĕç.

Р. Илларионова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика