Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Черетсем ан пулччăр

08 апреля 2015 г.

 

Кирек мĕнле организацире те ĕçĕн хăйнеевĕрлĕхĕпе çыхăннă ыйтусене татса пама тивет, анчах ниçта та çынсенчен килекен ыйтусемсĕр пулмасть, уйрăмах çынна услугăсемпе тивĕçтерессинче. Муркаш район тĕп больницине килекен çынсене мĕнле ыйтусем хумхантараççĕ-ха; Вĕсене тивĕçтерессипе епле ĕçлеççĕ; Çакăн пирки калаçрăмăр та больницăн тĕп врачĕпе Николай КОЖЕВНИКОВПА.

- Николай Алексеевич, кăçалтанпа эсир больницăн ертÿçинче вăй хума тытăнтăр. Çак кĕске тапхăрта пулин те çынсенчен ытларах мĕнле ыйтусем пулчĕç; Ыйтусене çынсем сирĕн пата мĕнле майпа çитерме пултараççĕ?

- Паллах, ĕçри кулленхи самантсемпе çыхăннă ыйтусене татса парассипе пĕрлех çынсенчен килекен ыйтусене тивĕçтерессине те мала хумалла тесе шутлатăп. Паянхи куна çынсенчен пĕрре мар килнĕ чи çивĕч ыйту вăл - пирĕн пата сипленме, медосмотр е диспансеризаци тăма килекенсем Муркашри поликлиникăра черетсем пулнипе кăмăлсăрри.

Ыйтусене тĕрлĕ майпа илетпĕр. Акă Муркашра та, Мăн Сĕнтĕрте те поликлиникăпа стационарта ятарлă ещĕксем çакса хунă. Вĕсене кашни эрнере уçса унта килнĕ ыйтусемпе паллашатăп. Кунсăр пуçне çынсене вĕсен ыйтăвĕсемпе йышăнатпăр: тунтикун - тĕп врачăн йышăну кунĕ, ытти кунсенче - В. Толстов тата О. Попова тĕп врачăн çумĕсен.

- Черечĕсене больницăра чăнах та курма пулать. Вĕсене пĕтерессипе мĕнле утăмсем тума шутлатăр?

- Малтанах каласа хăвармалла ĕнтĕ, Муркашри поликлиника халĕ тунă çурт мар, паянхи требованисем те урăх. Çавăнпах медицина персоналне те хĕсĕкрех условисенче ĕçлеме тивет. Çапах та çынсен черетре тăмалла ан пултăр тесе ĕçре тĕрлĕ майсем шыратпăр.

Акă медосмотр, сăмахран, Мăн Сĕнтĕрти больницăра та тăма пулать. Водитель правине илессипе е хĕç-пăшалпа усă курма ирĕк илессипе çыхăннă медицина тĕрĕслевне те унтах тăма май пур. Мăн Сĕнтĕрте çук специалистсем вара Муркашри больницăра пур. Тепĕр майлă каласан, тĕрĕслеве Мăн Сĕнтĕрте тăма пуçлама, вĕçне çити вара Муркашра çитерме пулать. Кама мĕнле кăмăла каять, камăн мĕнле майсем.

Катькас, Тренккă, Москакасси медицина участокĕсене кĕрекенсем тĕрлĕ тĕрĕслеве Мăн Сĕнтĕрте ирттерессине çирĕплетнĕ. Ку Муркашри черете чакарма та май парать, транспорт çыхăнăвĕ тĕлĕшĕнчен те меллĕ.

Мăн Сĕнтĕрте пĕтĕмĕшле практика врачĕсем иккĕн, хирург, невролог, травматолог, педиатр, офтальмолог, стоматолог, инфекци чирĕсемпе ĕçлекен врач тимлеççĕ. Кунта флюорографи тĕрĕслевне тухма пулать, рентген, УЗИ, ЭКГ тĕрĕслевĕсене ирттереççĕ, анализсем тума юн илеççĕ.

Медицина ĕçченĕсем шăматкунсерен те ĕçлеççĕ. Çавăнпа та кашни кун ĕçлекен çыншăн канмалли кун больницăна килме меллĕ тесе шутлатпăр.

Электрон майпа врач патне çырăнма май пурри çынна больницăна ир-ирех килсе черет тăрассинчен хăтарать, палăртнă вăхăтра вара тÿрех кирлĕ медицина пÿлĕмĕ патне килмелле. Врач черете çырăннă çынна йышăнма тивĕç.

Поликлиникăра процедура пÿлĕмĕ иккĕ - ача-пăчан тата аслисен. Аслисен процедура пÿлĕмĕнче харăсах икĕ медицина сестри йышăнать.

Апрель уйăхĕнче эпир çĕнĕ пÿлĕм уçас тĕллевлĕ. Вăл врач йышăнăвĕчченхи пÿлĕм пулать. Çакă та черетсене самаях кĕскетме май парасса шанатпăр.

- Ку пÿлĕм пирки тĕплĕнрех каласа парăр-ха, тархасшăн.

- Çак пÿлĕмре çынсем хăйсен кĕлетке çÿллĕшне, йывăрăшне виçтерме, анализсем пама направлени илме пултарĕç. Куç çивĕчлĕхне те, куçри юн пусăмне те кунтах тĕрĕслеме шутлатпăр. ЭКГ тĕрĕслевне ирттерессине те пăхса хунă. Паллах, консультаци парассине те.

- Ку питĕ лайăх хыпар. Унта вара çынсене кам йышăнĕ?

- Йышăнăва икĕ медицина сестри йĕркелесе пырĕ. Çынсене килсе тăнă май йышăнĕç.

- Николай Алексеевич, калаçура эсир медицина тĕрĕслевĕ пирки те, диспансеризаци пирки те асăнтăр. Диспансеризацие çынсем мĕнле хутшăнаççĕ?

- Диспансеризацие вăхăтра тухнин пĕлтерĕшĕ пысăккине çынсем ăнланаççĕ тесе шутлатăп. Мĕншĕн тесен çак тĕрĕслевĕн тĕп тĕллевĕ - чирсене, вăл шутра усал шыçă чирĕсене, туберкулеза тата ытти хăрушă чирсене те, пуçламăш тапхăрта тупса палăртасси, çавна май - сиплесси те. Чире мĕн чухлĕ маларах тупса палăртатăн, сиплевĕн эффективлăхĕ çавăн чухлĕ вăйлăрах.

Аса илтеретĕп, кăçал диспансеризаци тĕрĕслевне çак çулсенче çуралнисен тухмалла: 1994, 1991, 1988, 1985, 1982, 1979, 1976, 1973, 1970, 1967, 1964, 1961, 1958, 1955, 1952, 1949, 1946, 1943, 1940, 1937, 1934, 1931, 1928, 1925, 1922, 1919, 1916.

Тата тепĕр самант çинче чарăнса тăратăп: 15 çул тултарнă тата аслăрах çыннăн çулталăкра пĕрре флюорографи тĕрĕслевне туса ирттермелле. Çакă туберкулез тата ÿпке шыçă чирĕсене тупса палăртма, сиплеве çийĕнчех пуçлама май парать. Пирĕн районта туберкулезпа чирлисем çук мар, çавăнпа та пурне те флюорографи тĕрĕслевне пыма чĕнсе калатăп. Сывлăха упрама вĕренмелле.

- Калаçушăн тав.

Н. Николаева.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика