08 апреля 2015 г.
Çакăн пек лару-тăрупа час-часах тĕл пулма пулать. Çĕр участокне арендăна илекен аренда вăхăчĕ тухиччен строительство ĕçĕсене вĕçлеймест. Саккунпа килĕшÿллĕн паян кун пек чухне аренда вăхăтне çĕнĕ тапхăра торг ирттерсе тăсмалла. Анчах та туса пĕтереймен çурт шăпи пирки саккунра нимĕн те каламан.
2015 çулхи мартăн 1-мĕшĕнчен Çĕр тата Граждан кодексĕсене улшăнусем кĕртме палăртнă. Малашне çурт-йĕр тума панă çĕр участокĕн аренда вăхăчĕ тухса пырать, анчах та строительство ĕçĕсене вĕçлеймен пулсан, арендăпа çыхăннă ыйтусене уйрăммăн йĕркелеме тивĕç.
Калăпăр, патшалăх е муниципалитет харпăрлăхĕнчи çĕр участокне Алексей Петров предпринимателе кăçалхи апрель уйăхĕнче суту-илÿ центрне туса пĕтерме арендăна параççĕ. Аренда вăхăчĕ иртсе каять, анчах та строительство ĕçĕсем вĕçленеймен тейĕпĕр. Çĕнĕ законодательствăпа туса пĕтереймен çак суту-илÿ центрне суд йышăнăвĕпе торг ирттерсе сутнă май Алексей Петровран туртса илме пултараççĕ (Раççей Федерацийĕн Граждан кодексĕн 239-мĕш статйи).
Енчен те вара Алексей Петров 2015 çулхи мартăн 1-мĕшĕнчен кая юлмасăр туса пĕтереймен объектăн харпăрлăх правине регистрацилеме ĕлкĕрет пулсан е ăна çĕр участокне 2015 çулхи мартăн 1-мĕшĕччен панă пулсан, кун пек чухне уйрăм правилăпа усă курĕç. Туса пĕтереймен объектăн харпăрçине çĕр участокне торг ирттермесĕрех объекта туса пĕтеричченхи тапхăрлăх виçĕ çуллăха парĕç. Кун пек майпа пĕр хут кăна усă курма ирĕк пулать.
Çак самант та пĕлтерĕшлĕ. Енчен те строительство объектне пая кĕрекенсем хывнă укçа-тенкĕпе тăваççĕ пулсан, кун пек объекта туртса илме пултараймаççĕ. Енчен те çĕр участокĕн аренда килĕшĕвне 2015 çулхи мартăн 1-мĕшĕччен тунă пулсан та çак йĕрке сыхланса юлать.
Росреестрăн Чăваш Республикинчи управленийĕн пресс-служби.