08 апреля 2015 г.
РФ Налук кодексне улшăнусем кĕртнĕ май 2015 çулхи отчетлă пĕрремĕш кварталтан тытăнса НДС декларацине çĕнĕ формăпа тăратмалла пулать. Тавар туяннин кĕнекинчи тата сутнин кĕнекинчи сведенисене малашне налук декларацине кĕртмелле.
Раççей Федераци налук службин хушăвĕпе НДС налук декларацине электрон мелĕпе тăратмалли формăна тата ăна çырса тултармалли йĕркене çирĕплетнĕ. Хут çине çырса тăратнă декларацие шута илмеççĕ. Çавăн пекех сахал йышлă организацисемпе уйрăм предпринимательсене, ятарлă налук режимĕпе усă куракансене декларацие электрон мелĕпе тăратассинчен хăтарнă.
Раççей Федераци налук службин официаллă сайтĕнче (wwwĕnalogĕruĔ http,ŸŸnpchkĕnalogĕru) онлайн-сервиспа усă курса хăвăрăн учет системинчи даннăйсем тĕрĕс пулнине тĕрĕслеме пултаратăр.
Кунсăр пуçне çавна та каласа хăвармалла. Налук декларацине электрон формипе тăратакансем налук органĕпе электрон мелĕпе çыхăнса ĕçлессине телекоммуникаци каналĕсемпе усă курса йĕркелеме тивĕç.
Н. ВАСИНА,
Раççей Федераци налук службин Чăваш Республикинчи районсем хушшинчи 8-мĕш номерлĕ инспекцийĕн пуçлăхĕн çумĕ.