Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тирпейлĕх уйăхлăхĕ

08 апреля 2015 г.

 

Ялсене, предприяти-организацисене санитарипе экологи тĕлĕшĕнчен тирпей-илем кĕртессипе уйăхлăх ирттересси пирки пуш уйăхĕн 31-мĕшĕнче район администрацийĕн 85-мĕш номерлĕ йышăнăвĕ ĕçлеме пуçларĕ.

Асăннă уйăхлăх ака уйăхĕн 6-мĕшĕнче пуçланса çу уйăхĕн 2-мĕшĕччен пырĕ. Çак вăхăтра ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен ял урамĕсене, район территорийĕнче вырнаçнă предприяти-организацисен ертÿçисен хăйсене çирĕплетсе панă территорисене хăт кĕртессипе ĕçсем туса ирттермелле.

Йышăнăва пурнăçлассипе ял тăрăхĕсен администрацийĕсен пуçлăхĕсен ĕç планĕсем тумалла. Унта шыв илмелли вырăнсене, çăва картисене, машинăпа трактор паркĕсене, урамсемпе çуртсен кил хушшийĕсене тирпейлесси, йывăçсем лартасси пĕрремĕш вырăнта пулмалла. Тирпейлĕхе хăй еккипе яманни çу кунĕсенче районти пушар хăрушсăрлăхне тивĕçлĕ шайра тытма пулăшĕ.

Уйăхлăх вăхăтĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене халалласа уçнă палăксене тирпей-илем кĕртессине уйрăм тимлĕх уйăрма сĕннĕ.

Уйăхлăх епле иртни пирки район хаçачĕ çутатсах тăрĕ.

Хамăр инф.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика