Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕнене искусствăллă пĕтĕлентерĕр

22 февраля 2013 г.

Выльăх чирĕсемпе кĕрешекен Н. Яковлев ертсе пыракан районти станци коллективĕ хăйĕн ĕçне пурнăç ыйтнипе пĕр утăмра илсе пырса çĕнĕлĕхсенчен самантлăха та юлмасть. «Хресчен туса илнĕ уй-хир продукцийĕ выльăх витĕр кăларсан кăна ытларах тупăш парать. Çакна ăнланакан ял çынни çĕр-шыв экономикинчи йывăрлăхсемпе кĕрешсе килти хушма хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх ĕрчетет, умри тĕллевĕсене пурнăçлама çемье бюджетне тĕреклетет», – тет Николай Семенович. Юлашки çулсенче районта ятарлă специалистсем ял çыннисене меллĕ пулăшу парас тĕллевпе вĕсем патне киле тухсах ĕнесем пĕтĕлентерес ĕçе кÿлĕнчĕç. Асăннă çĕнĕлĕх хаçат вулакансемшĕн интереслине шута илсе «Кил тата хушма хуçалăх» кăларăма районти пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенчи выльăхсен ăратлăхĕпе нумай çул ăнăçлă ĕçлекен ăратлă выльăхсен «Чувашское» уçă акционерлă обществăн Муркаш районĕнчи зоотехникне Ирина МИХАЙЛОВĂНА чĕнтĕмĕр.

– Хăш-пĕр ял тăрăхĕсен территорийĕсенче пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем çукран ял çыннисемшĕн килти хушма хуçалăхри ĕнесене искусствăллă майпа пĕтĕлентересси пысăк ыйту пулса юлчĕ. Мĕнле татса пама пулать-ха ку ыйтăва;

– Ку ыйту пирĕншĕн паллă. Çакна шута илсе республикăра пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенчипе пĕрлех ял çыннисен килти хушма хуçалăхĕсенчи ĕнисене те искусствăллă майпа пĕтĕлентерессипе анлă ĕçсем туса ирттереççĕ. Асăннă тĕллевпе яллă вырăнсенче – выльăх чирĕсемпе кĕрешекен районти станцисемпе ветеринари участокĕсем çумĕнче, ял тăрăхĕсенче – ĕнесене ятарлă специалист киле тухса пĕтĕлентерессине пурнăçлама куçса çÿрекен пунктсем йĕркелеççĕ. Кунсăр пуçне ĕнесене искусствăллă майпа пĕтĕлентерес ĕçе индивидуаллă предпринимательсене те активлă явăçтараççĕ. Пурнăçланă ĕç ăнăçлă пултăр тесе çак лава кÿлĕнекенсене ĕçсене пысăк пахалăхлă пурнăçлама пур хатĕрсемпе те тивĕçтерме тăрăшатпăр. Паянхи куна республикăра маларах асăннă ĕçсене пурнăçлакан 100 ытла пункт ĕçлет. Вĕсенче ĕнесене искусствăллă майпа пĕтĕлентерессипе пуян опыт пухнă специалистсем ĕçлеççĕ. Çак ĕçе ял çыннисем тивĕçлĕ йышăнсан тата унпа ĕçлекенсем алă усса вăй хумасан искусствăллă майпа пĕтĕлентерессипе килти хушма хуçалăхсенчи пур ĕнесемпе тынашкасене те пĕр шута илме пулать. Ку вăл хальлĕхе пирĕн умра тăракан тĕп тĕллев.

– Мĕнпе уйрăлса тăрать-ха ĕнесене искусствăллă майпа пĕтĕлентерни вăкăрсемпе пĕтĕлентернинчен;

– Тĕрĕс ыйту хускататăр. Шăпах çакăнти уйрăмлăхсене пĕлменрен ĕнесене вăкăрсемпе пĕтĕлентерни ар çыхăнăвĕ урлă сарăлакан чирсене çул парать те. Çакă килти хушма хуçалăх тытакансене чирленĕ ĕнесене сыватас тĕлĕшпе хушма тăкак кÿрет. Ĕнесене вăкăрсемпе пĕтĕлентерни пулас пăрăвăн сывлăхĕпе аталанăвĕ çинче те сисĕнет. Çав вăхăтрах ĕнесене искусствăллă майпа пĕтĕлентернин тĕллевĕ – кашни ĕнене пăруланă хыççăнхи пĕрремĕш уйăхрах тухăçлă пĕтĕлентерсе хăварасси, ĕнесем хĕсĕр юласран сыхланасси. Ку вăл – хушма хуçалăх тытаканшăн çемье бюджетне пуянлатмалли çул-йĕр. Практика кăтартнă тăрăх ĕнесене искусствăллă майпа пĕтĕлентерсен обществăлла секторта та, килти хушма хуçалăхра та пăру илессипе кăтартусем ÿсеççĕ. Кун пек чух селекципе ăратлăх ĕçĕ те çÿллĕ шайра пулса пырать. Апла пулсан выльăхсен паха енĕсене малалла аталантарма çул уçăлать.

– Выльăхсен ăратлăхĕпе нумай çул ăнăçлă ĕçлекен ăратлă выльăхсен «Чувашское» уçă акционерлă обществи ял çыннисене мĕнпе пулăшма пултарать; Килти хушма хуçалăхсенчи ĕнесене искусствăллă майпа пĕтĕлентерсен выльăхăн ăратлăх пахалăхĕ пирки калаçма пулать-и;

– Пĕрлешÿллĕ хуçалăхсеннипе пĕрлех ял çыннисен килти ĕнисене искусствăллă майпа пĕтĕлентерме çак ĕçпе специализациленекенсене хура-шурă ăратлă вăкăрсен вăрлăхĕпе тата шĕвĕ азотпа выльăхсен ăратлăхĕпе ĕçлекен «Чувашское» уçă акционерлă общество тивĕçтерет. Паянхи кун ĕнесене искусствăллă майпа пĕтĕлентерессипе ĕçлекенсемшĕн çак ыйтусенче чару çук. Кунта çакна та каласа хăварас килет. Техник-осеменатор пĕлĕвĕн квалификацине ÿстерес текенсем е çак ĕçе алла илес ĕмĕтлисем Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн кадрсем хатĕрлессин тата вĕсен квалификацине ÿстерессин факультетне пыма пултараççĕ.

– Ĕнесене искусствăллă майпа пĕтĕлентерессин технологийĕпе паллаштараймăр-ши;

– Ял çыннишĕн чи кăсăклă ыйту çакă пулнине ăнланатăп. Анчах кунта хуравĕ те кашниншĕнех интереслĕ пуласса шанатăп. Ĕнесене искусствăллă майпа пĕтĕлентерессине ирпе тата каçпа пурнăçламалла. Енчен те пĕрремĕш пĕтĕлентерÿ тухăçлă пулмасан оператора иккĕмĕш хут чĕнни вырăнлă пуласса шанатпăр. Ĕнесене искусствăллă майпа пĕтĕлентерессин çĕнĕ енĕсем вăй илнĕ май ял çыннин инçе çула тухмалли те чакать.

– Питĕ кăмăллă. Эсир калани пурнăçа кĕрсен ял çыннин пурнăçĕнче черетлĕ çăмăллăх пулĕ. Çапла вĕт, Ирина Ильинична;

– Эпĕ те сирĕнпе килĕшетĕп. Пирĕн паянхи калаçу ялта килти хушма хуçалăхра ĕне тытакансен ыйтăвĕсем çине тĕрĕс хурав тупма пулăшĕ тесе шутлатăп.

А. БЕЛОВ калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика