Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирĕн енчи чăн-чăн хÿтĕлевçĕсем

22 февраля 2013 г.

1941–1945 çулсенче Тăван çĕр-шыва хÿтĕлеме Йÿçкасси ял тăрăхĕнчи 13 ялтан 746 çын хутшăннă. Вĕсенчен 438-шĕ çапăçу хирĕнче пуç хунă, 308-шĕ каялла таврăннă.

Паянхи куна вара пирĕн ял тăрăхĕнче 5 ветеран кăна пурăнать.

Актай ялĕнчи Николай Александрович Александров халĕ Муркашра пурăнать – патшалăх ăна хваттерпе тивĕçтернĕ. Вăл 90 çултан иртнĕ.

Николай Лукич Яковлев Актайра 1925 çулта çуралнă. Хурăнкасси ялĕнче ÿснĕ. Панкли тăрăхĕнче музей та йĕркелеме пултарчĕ. Нумай ветеран çинчен хатĕрленĕ материалсене хаçатсенче пичетлесе кăларчĕ. Кăранташпа ÿкернĕ картинисем музейра упранаççĕ. Николай Лукич – 9 кĕнеке авторĕ. Шупашкарта пурăнать пулсан та ялпа çыхăну татмасть.

Варсонофий Андреевич Андреев 1924 çулта Тури Панкли ялĕнче çуралнă. Панклири тулли мар вăтам шкул пĕтерсенех ăна 1942 çулта вăрçа илсе каяççĕ. Унта вăл полк шкулĕнчен вĕренсе тухать, отделени командирĕ пулса тăрать.

– Эсĕ, Андреев, ялта ÿснĕ. Лашапа ĕçленĕ. Халĕ санăн 45 миллиметрлă тупăна лашасемпе турттармалла, – хушу парать командир.

– Лашасемпе тупăна вăрмана хÿтлĕхе кĕртсе тăратрăмăр кăна, тăшман снарячĕ пырса ÿкрĕ. Пирĕн лашасем те, тупă та арканчĕ. Эпĕ вилĕмрен çăлăнса юлтăм – амантăм кăна, – каласа парать ветеран.

Çапăçури тепĕр саманта та паянхи пекех ас тăвать вăл. Пулеметран перекен юнашар каччăна вилмеллех амантаççĕ. Ун вырăнне шăпах Варсонофий йышăнать, фашистсене пулеметран çунтарма тытăнать. Нумай нимĕçе «леш тĕнчене» ăсатать. Украинăра Каменец-Подольск хули патне çывхараççĕ.

– Пирĕн çине тăшман мини килсе ÿкрĕ. Ванчăкĕсем сылтăм хул пуççие аркатрĕç, пĕри ÿпкенех кĕрсе вырнаçрĕ. Халĕ те ăна çавăнтах йăтса çÿретĕп, – тет Варсонофий Андреевич.

Чылай çул иртсен, 1954 çулта, Муркаш районĕн çар комиссарĕ Варсонофие хăй патне чĕнет, ун ячĕпе награда килни çинчен пĕлтерет. Кăкăрĕ çине 3 степень Мухтав орденĕ çакса ярать.

1947 çулта салтакран таврăнать ентеш. Тĕрлĕ çĕрте ĕçлет. Агитатор ĕçне те сахал мар туса пынă. Çурлапа тырă вырнă вăхăтра уя час-часах хаçат-журналта, кĕнекесенче çырнипе паллаштарма çитетчĕ. Вăл председателĕн пулăшаканĕнче те, ферма заведующийĕнче те нумай вăхăт ĕçлерĕ. Никама та сивĕ сăмах каламан.

Çыннăн пурнăçра савăнăçĕ те, хуйхи те пулать. Иртнĕ çулсенче унăн икĕ ывăлĕ вăхăтсăр çĕре кĕчĕ. Мăшăрĕ çут тĕнчерен уйрăлни те 30 çула майлах. Халĕ ветерана кинĕ пăхса пурăнать. Варсонофий Андреевич хăй те вак-тĕвек ĕçсем тăвать. Туяпа çÿрет пулин те.

Павел Кузьмич Кузьмин 1924 çулта Тури Панкли ялĕнче çуралнă. 1942 çулта август уйăхĕнче фронта тухса кайнă. Костромари çар лагерĕнче икĕ уйăх майлă артиллери çар хатĕрĕ шутне кĕрекен 82 миллиметрлă миномет вăрттăнлăхĕсене вĕренсе кĕçĕн сержант звани илет. Полк шкулне пĕтерет. Павел Кузьмича 9 салтакран тăракан минометчиксен отделенине шанса параççĕ.

Нимĕçсем Украинăра лайăх çирĕпленсе ларнă пулнă.

– Окопсем чавса вырнаçрăмăр кăна, малалла кайма хушу пулчĕ. Эпир нимĕçсене хăвалама пуçларăмăр. Çапăçура тăшман пульли амантрĕ. Тĕттĕмленичченех юн юхтарса выртнă. Кайран санитарсем тупса санитари пунктне илсе кайнă. Пĕтĕмĕшле наркоз парса операци турĕç. Çамрăк пулнăран икĕ уйăхран сывалтăм. Мана урăх чаçе ячĕç.

Ун хыççăн икĕ хутчен çапăçусенчен йĕркеллех тухнă Павел Кузьмич. Виççĕмĕш хутĕнче фашист пульли сылтăм чавса сыпăкне аркатса кайнă. Каллех операци тумалла пулать. Нумай вăхăт госпитальте выртма тивет. Иккĕмĕш ушкăн инвалидне 1944 çулхи май уйăхĕнче киле яраççĕ.

Малтанхи çулсенчех ĕçлеймен вăл. Кайран вара пур çĕрте те тăрăшнă. Тимĕрçĕре те 14 çул вăй хунă.

Хальхи вăхăтра Павел Кузьмич ывăлĕпе пурăнать. Хĕрĕсем те килсе пулăшса тăраççĕ. Мăшăрĕ 10 çул каялла çĕре кĕнĕ.

Мана вăл хăйĕн çири кĕпине хывсах суран вырăнĕсене кăтартрĕ. Гипспа тĕрĕс вырнаçман хулĕ халĕ те ыратнине калать.

Григорий Константинович Константинов та Тури Панклире 1919 çулта февраль уйăхĕнче çуралнă. 1939 çулта кĕркунне ăна çара илеççĕ. Мускав патĕнчи авиаци чаçĕнче службăра тăрать вăл.

Хаяр вăрçă пуçлансан, фашист самолечĕсем Мускав çине вĕçсе килме тытăнсан вăл тĕп хулана хÿтĕленĕ çĕре хутшăнать.

Пĕрремĕш Украина фронтĕнчи стрелоксен полкĕн пехотинецĕ Украинăна нимĕçсенчен ирĕке кăларнă чухне çапăçусене пĕрре мар кĕрет. 1943 çулта йывăр аманать. Пит шăммин сылтăм енне снаряд ванчăкĕ аркатса каять. Госпитальте виçĕ уйăх сипленет Григорий Константинович. Хыççăн нимĕçсенчен ирĕке кăларма чылай çĕр-шыва çитет. Вăрçа Австри çĕрĕ çинче «вĕçлет».

Вăл нумай наградăна тивĕçнĕ. Вĕсем хушшинче 1 степень Аслă Отечественнăй вăрçă, 2 степень Мухтав орденĕсем те пур.

1946 çулта Григорий Константинович яла таврăнать. Колхозра мĕн хушнă ĕçе пурне те пурнăçлать: лаша та пăхать, сухалать-сÿрелет.

Шăпи ăна иккĕ авланма пÿрнĕ. Малтанхи арăмĕнчен пĕр хĕр ача пулнă. Вăл юнашар яла Михаил Петрова качча тухнă. Лайăх пăхаççĕ ăна хĕрĕ патĕнче. Пĕрремĕш арăмĕ те, иккĕмĕшĕ те вилнĕ ĕнтĕ.

Чăн-чăн çĕр-шыв хÿтĕлевçисем вĕсем – пирĕн енчи ветерансем. Патшалăх вĕсене манманшăн савăнаççĕ вĕсем паян. Панкли участокĕнчи тухтăра Светлана Башкировăна вара вĕсен сывлăхне тĕрĕслесе тăнăшăн чĕререн тав тăваççĕ.

Н. Яковлев,

И. Яковлев.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика