Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Темиçе парадра утма телей пулчĕ»

22 февраля 2013 г.

...Кун хыççăн кун, çул хыççăн çул иртет. Çĕр çывăрмасăр йăтса çÿренĕ ачасем хăйсен йăвисене çавăраççĕ. Пурнăç малалла аталанать. Çак çулпа пурнăçран пĕр шит юлмасăр пыракан Вячеслав Шатуновăн çав-çавах Кремль, Хĕрлĕ площадь тата Ленин мавзолейĕ асран каймаççĕ. Ыттисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăман хресчен ачи çул çитсен шăпах çавăнта службăра пуласси пирки ачалăхра шухăшлама пултарнă-ши? Çук пулĕ. Анчах...

Раççей историйĕ унăн çар пурнăçĕпе тачă çыхăннă. Вăл вара Раççей халăхĕн, чăваш çыннин мухтавлă енĕ. Эпир хамăрăн паттăр хÿтĕлевçĕсене яланах юратнă, хисепленĕ, паян та вĕсемпе мăнаçланатпăр. Çар çыннисен ăсталăхĕпе уйрăм паттăрлăхĕ – вырăс салтакĕсемпе офицерĕсен йăлари пахалăхĕ. Пирĕн çар малашне те çĕр-шыв хăрушсăрлăхĕн, Раççей аталанăвĕн çирĕп никĕсĕ пуласса эпир паян та шанатпăр.

Кашни килте асаттесемпе аттесен паттăрлăхне упраççĕ, паян çĕр-шыв хăрушсăрлăхĕн хуралĕнче тăракансемпе мухтанаççĕ. Раççейре пурăнакан кашни çын – çар постĕнче тăрать-и вăл е мирлĕ ĕçе чунне парса пурнăçлать – чăн малтанах Тăван çĕр-шыв хÿтĕлевçи. Пирĕн паянхи парăм вара – вырăс çарĕн тата салтакăн мухтавлă енĕсене пулас ăрусем валли упраса хăварасси. Ку пирĕн çĕнтерÿçĕ салтаксемпе аслă ăрури салтаксем умĕнчи парăм.

Паттăрсен ячĕсем ăруран ăрăва куçмалла. Эпир çакна тума пултаратпăр пулсан, пирĕн ачасен чĕрисенче те паттăрлăх туйăмĕ иксĕлмĕ. Çакă сăмахпа мар, ĕçпе çирĕплентĕр тесе васкарăм эпĕ Çатракасси ял тăрăхĕнчи Ятманта пурăнакан 72 çулхи Вячеслав Шатунов патне.

Ĕçсĕр ларма хăнăхман асаттене кил таврашĕнчи алă майлă ĕçсене вĕçлесе пÿрте кĕнĕ вăхăтра тĕл пултăм. Çавăнпах ĕнерхи салтакăн манпа калаçма та вăхăчĕ меллĕрех пулчĕ курăнать.

– Кашни ĕçĕн хăйĕн вăхăчĕ, йĕрки пур. Ăна пăхăнмасан майĕ çук, – шÿтлесе илчĕ çурла уйăхĕн 5-мĕшĕнче 72 çул тултарнă Вячеслав Петрович. Çав самантра унăн сăнĕ тăрăх таса та илемлĕ кулă сарăлнăран хам умра саккăрмĕш теçеткене ярса пуснă асатте тăни тăруках иккĕлентерчĕ те. Шÿте ăста иккен салтак! Вăл васкамасăр калаçма пуçласан малтанах ашшĕ-амăшĕн пурнăçĕ, хăйĕн ачалăхĕ куç умне тухрĕç.

Вячеслав Петровичăн ашшĕ – Петр Федорович – Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин участникĕ. 1944 çулхи çуркунне йывăр сурансемпе яла таврăнать. Сурансем ыратнине пăхмасть фронтовик: колхозри сысна фермин коллективне ертсе пыма пуçлать. Йывăр сурансем вара хăйĕннех тăваççĕ: паттăр фронтовик Аслă Çĕнтерÿ кунне кĕтсе илеймест.

– Хам пĕчĕккĕ пулнă пулсан та атте пурнăçран уйрăлса кайнине ĕнерхи пекех астăватăп. Хĕвеллĕ те илемлĕ, ăшă кунччĕ. Анне каярах çулсенче каланă тăрăх атте çу уйăхĕн 8-мĕшĕнче пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайнă. Тепĕр кунне, çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче, эпир ăна ял халăхĕпе пĕрле юлашки çула ăсатрăмăр. Çав кунах яла Çĕнтерÿ кунĕ пирки те хыпар çитрĕ, – шÿтне чарса тата сассине вăйсăрлатса калаçрĕ Вячеслав Петрович. – Паян сана питех те лайăх пулĕ, анчах хăвăнпа юнашар тулли куççульлĕ çынсем тăма пултараççĕ. Вĕсем пирки самантлăха та ан ман тесе вĕрентетчĕ ĕмĕрне çĕр ĕçĕнче ирттернĕ анне.

Славăн çын çине шанса ларма вăхăчĕ те, мелĕ те пулман. Ачаллах ĕçе çывăх ÿснĕ: шкулта вĕреннĕ хушăрах пахчара ĕçленĕ, выльăх-чĕрлĕх пăхнă, колхоза çурлапа тырă вырма çÿренĕ. Ыранхи куна ĕçлемесĕр пăхма çуккине çамрăклах ăнланнă каччă. 1954 çулта Çатракассинчи 7 класлă шкултан вĕренсе тухсан малаллахи пурнăçне колхоз ĕçĕпе çыхăнтарать. Тĕрлĕ вăхăтра колхозра платник пулса та, лашапа хирте те, фермăра çунапа-урапапа тислĕк кăларнă çĕрте те ĕçлет. Кунсăр пуçне ял халăхĕнчен юлмасăр акана хутшăннă, утă çулнă, çум çумланă, улăм пуçтарнă т. ыт. те. Çак ĕçсенче вăл ачалăх çулĕсенчех амăшне пулăшассине мала хунă. Йывăр пулнă, анчах ĕнерхи шкул ачи алă усман, амăшĕн шанчăклă пулăшуçи пулса тăнă.

Ĕçре вăхăт хăвăрт иртет. Ĕçчен каччăн салтака кайма та ят тухать. Анчах Тăван çĕр-шыва хÿтĕлеме тăрасси те унăн ытти яшсенни пек пĕр тикĕс пулса иртмест. Малтанах Сĕнтĕр район каччине Мăн Сĕнтĕрти çар комиссариатĕнчен Канаша кайсан призыв пунктĕнче: «Санăн килте 2 ватă çын пур. Пирĕн призыв планĕ тулса. Киле кайма пултаратăн», – теççĕ. Килтен ырă ĕмĕтпе инçе çула тухнă каччăн вара çийĕнчех киле таврăнмалла мар пулса тухать. Ун тĕлне Саратоври механизаци училищинчен килнĕ «шыравçăсем» пулаççĕ. Слава вĕсен йыхравĕпе килĕшсе механизатора вĕренме тухса каять. 11 уйăх иртсен, 1962 çулхи юпа уйăхĕнче, унтанах Совет Çарне действительнăй çар службине тухса каять. Çĕртме сухи тăвакан механизатор, мĕн тетĕр эсир, Кремле службăна лекет. Унччен Мускав хулине курасси пирки ĕмĕтленмен каччă кĕçех Кремль полкĕн формине тăхăнать. Стройпа утма вĕренни, пĕрремĕш поста епле утса пымаллине хăнăхни тата унта пĕрремĕш хут наряда тухса Ленин канлĕхне сыхлани, ют çĕр-шывсенчен килнĕ хăнасем умĕнче хамăр чыса кăтартни, Хĕрлĕ площадьпе парадпа иртни т. ыт. те – паян инçетри çулсенче чăн пулни. Вĕсем йăлтах асрах-ха.

Салтак пурнăçĕ – Тăван çĕр-шыв сыхлавне панă кунсем – хушупа çыхăннă. Çĕр-шыв умĕнче тупа туни хушăва пĕр сăмахсăр пурнăçлама ыйтать. Вĕрентÿсем иртнĕ хыççăн пĕррехинче çĕр-шыври пĕрремĕш поста наряда кайма хушу тухсан чăваш каччи малтанах пăлханса ÿкет. Тивĕçлипе пурнăçлайрăп-ши çĕр-шыв хушăвне; Фронтовик аттен ятне ямăп-ши; Паян вара Вячеслав Петрович çав хумханăва ăшă кулăпа çеç аса илет.

– Салтак шинелĕ тăхăнса карантинра пулнă хыççăн раштав уйăхĕн 29-мĕшĕнче присяга тытрăмăр та çĕр-шыв хуралĕнчи пĕрремĕш Çĕнĕ çул каçне Ленин мавзолейĕ патне поста лекрĕм. 31 градус сивĕччĕ. Çак çанталăкра пĕр вырăнта тапранмасăр тăрасси... калама кăна çăмăл. Сивĕ çанталăка шута илсе пире çав дежурствăра постра пĕрер сехетрен улăштарса тăчĕç. Ытти чухне вара икшер сехет тăма тиветчĕ. «Килте Çĕнĕ çул тăваççĕ ĕнтĕ. Эпĕ вара Ленин аттене сыхлатăп», – мăнаçланса шухăшларăм çав каç поста кашни тухмассерен. Служба çулĕсенче мавзолейра пĕрре кăна мар пулма тÿр килчĕ. Ленина курнипех-тăр ун пирки çав вăхăтсенче кĕнекесем те чылай вуларăм. Салтаксемпе пĕрле Кремль стени çумĕнче Сталин вилтăприйĕ çинче пулни те асран каймасть, – интереслĕ каласа парать 40 çул каялла пулса иртни пирки В. Шатунов. Хăй çавăнтах сăмахне çĕр-шыв пĕлте-рĕшлĕ çынсемпе тĕл пулни, вĕсемпе алă парса калаçни, ют çĕр-шыв делегацийĕсене кĕтсе илни çине пăрса ярать. Ветеран асĕнче Г. Жуковпа, С. Буденăйпа, К. Ворошиловпа, Р. Малиновскийпе, Н. Хрущевпа тĕл пулнисем, А. Николаев космоса вĕçсе çĕр çине таврăннă хыççăн Мускав урамĕсемпе иртсе пынă чух халăх пырсах кĕресрен ăна хÿтĕлени т. ыт. те. Кашни тĕл пулу тарăн йĕр хăварнă хресчен çемйинчен тухнă чăваш салтакĕн асĕнче.

– Эпир çара кайнă чух салтак пурнăçĕнчен пăрăнса юласси пирки калаçу та, ĕмĕт те пулман. Салтак форми тăхăнасси чи пысăк чысчĕ пирĕншĕн. Çавăнпа та чаçе çитсен форма парсан ăна пĕрремĕш тăхăннă хыççăн куç кĕски умĕнчен чылай каяймарăм. Хам салтак пулнишĕн анне чунĕпе савăнтăм, – аса илчĕ сăн ÿкерчĕксем пăхса ларнă май ветеран салтак.

– Служба вăхăчĕ 3 çулталăк та 2 уйăх та 4 талăка тăсăлчĕ. Çак хушăра йĕркене пăсни, хушăва пурнăçламанни пулман. Çавăнпах-тăр служба вăхăтĕнче Кремль полкĕпе 7 хутчен Хĕрлĕ площадьри парадра утма тивĕç пултăм. Ку вара салтакшăн темĕнле чысран та мухтавлăрах, – парада кайма хатĕрленнĕ пек кĕлеткине тÿрлетсе калаçрĕ ветеран.

Киле Ятман каччи ефрейтор званипе таврăнать. Çийĕнчех тăван колхозра тракторпа ĕçлеме пуçлать. Мĕн чуль ана сухаланă, акнă, лартнă, кăларнă пулĕ хăй пурнăçĕнче Кремль полкĕнче действительнăй çар службинче тăнă механизатор.

1968 çулта çемье çавăрса мăшăрĕпе 2 ывăлпа пĕр хĕр çуратса ÿстерчĕç вĕсем. Кашнийĕнех паян хăйĕн çул-йĕрĕ, ĕмĕчĕ, тĕллевĕ. Ашшĕн пурнăç çулĕпе кăмăллă вĕсем.

– 45 çула яхăн пĕрле пурăнатпăр та шăпам хамăра тĕл пултарнишĕн савăнатăп кăна. Ĕçрен нихăçан та айккинче тăман мăшăрăм ялти кашни çыннах хуçалăхри стройка ĕçĕсенче пулăшма тăрăшатчĕ. Тăван колхозра та ĕçрен юлмастчĕ. Ĕнер кăна пĕр автомашина вутă çурса тирпейлеме мехел çитерчĕ. Паян ачамсем те ашшĕн тăрăшулăхĕпе палăрни савăнтарать, – мăшăрне кăмăлласа калаçрĕ сумалли аппаратпа икĕ ĕне суса кĕнĕ мăшăрĕ. Хыççăнах Клавдия Афанасьевна упăшки 1981 çулта ăсталанă кăмакаран какай яшки кăларса сĕтел хушшине чĕнчĕ. 41 çул ĕç стажĕпе нумаях пулмасть Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ ята тивĕçнĕ асаннен яшки те тутлă иккен. «Паян пурнăç йывăр теççĕ. Вăл ĕçлемен çыншăн чăнласах йывăр пулнипе килĕшетĕп», – терĕ К. Шатунова яшкана чашăксене ярса.

А. БЕЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика