22 февраля 2013 г.
Чăваш Республикинчи Гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ Вениамин Петров, район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев, район администрацийĕн ятарлă программăсен пайĕн пуçлăхĕ Николай Милютин чи малтан район администрацийĕн ларусен залĕнче медицина ĕçченĕсемпе тĕл пулчĕç.
Вениамин Иванович республика Пуçлăхĕн Çырăвĕ çинче тĕплĕн чарăнчĕ, çакна палăртрĕ. Асăннă Çырура иртнĕ çул республикăшăн ăнăçлă çул пулнине палăртнă. Чăваш Ен Раççей шайĕнче курăмлă вырăн йышăннине çак тĕслĕх те çирĕплетсе парать. Раççей Президенчĕ В. Путин Чăваш автономине йĕркеленĕренпе 100 çул тата Шупашкар хули пулса кайнăранпа 550 çул çитнине уявлама ятарлă Указ кăларнă. Унпа килĕшÿллĕн пирĕн республикăна 25,8 млрд. тенкĕне яхăн укçа уйăраççĕ. Анчах та çак сумма асăннă уявсене паллă тума мар, çав кунсем тĕлне социаллă объектсем тума-çĕнетме, инфраструктурăна аталантарма каять. Апла пулсан тăван республикăмăр татах та хăйĕн сăнне ырă енне улăштарать.
Иртнĕ çул вара республика Атăлçи федераллă округра машинăсемпе оборудованисем кăларассипе 1 вырăн, ял хуçалăх продукцине туса илессипе 3 вырăн йышăннă. Таварсен хакĕсем чакнă, ĕç укçи палăрмаллах ÿснĕ. Вăтамран вăл 17301 тенкĕпе танлашать пулсан, кăçал ку енĕпе татах та пысăкрах утăмсем тума палăртнă. Республикăра 350 пысăк инвестици проекчĕсем пурнăçланаççĕ. Çав шутран пирĕн районти «Сеспель» предприятире тата «Путь Ильича» агрофирмăра та.
Кăçал Тавралăха хÿтĕлемелли çулталăк пулнă май Вениамин Иванович çак ĕçе хамăр киле, хамăр хапха умне, подъезда тирпей-илем кĕртнинчен пуçламаллине палăртрĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев район аталанăвĕпе паллаштарнă май кăçал Шомикра çĕнĕ ФАП, Муркашра ача садне, Мăн Сĕнтĕрте культурăпа кану центрĕн курав залне туса пĕтерсе хута ямаллине палăртрĕ. Сывлăх хуралçисене пархатарлă ĕçшĕн тав турĕ.
Унтан информаци ушкăнĕ Çатракасси ял тăрăхĕнче пулчĕ. Кунта Çатракасси шкул коллективĕпе тата Кашмашри информаципе культура центрĕнче ял çыннисемпе тĕл пулчĕ. Республика Пуçлăхĕн Çырăвне сÿтсе явнă, район аталанăвĕпе паллашнă хыççăн вĕрентекенсем хăйсене хумхантаракан ыйтусене хускатрĕç.
– Мĕншĕн пире Çĕмĕрлери налук инспекцийĕпе пĕрлештерчĕç; Çÿреме инçе.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ çакна палăртрĕ. Ку улшăнăва каялла улăштарма май çук, анчах çакă районта пурăнакансен пурнăçне нихăш енчен те япăхпа пырса çапмасть. Халăх ыйтăвне тивĕçтерме малтан налук инспекцийĕ вырнаçнă çуртра ятарлă специалист хăварнă.
– Республика Пуçлăхĕн Çырăвĕнче палăртнă пек муниципаллă йĕркелÿсене пĕрлештересси хăçан пирĕн пата çитме пултарать;
Вениамин Иванович ку тĕслĕх уйрăм районсене мар, район администрацийĕсемпе çавăнти хуласен администрацийĕсем пĕрлешессине пырса тивнине пĕлтерчĕ. Калăпăр, Çĕмĕрле район администрацийĕпе Çĕмĕрле хулин администрацийĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ тата çакна хушса каларĕ. Ку улшăну ял тăрăхĕсене те пырса тивме пултарать: пĕчĕкрех темиçе ял тăрăхне пĕрлештересси патне илсе пыма пултарать. Хальлĕхе пирĕн районта ку ыйту çивĕч тăмасть, анчах та çак улшăну ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене татах та вăйлăрах ĕçлеттермелли стимул пулса тăрать, «хăйĕн» ял тăрăхне сыхласа хăварас тесен курăмлăрах ĕçсем, халăхшăн ытларах ĕçсем тума хистет.
– Çатракассинчи библиотекăна малалла та ĕçлеттермеллеччĕ. Тата Çатракассинче халăха пуçтарăнма клуб тума май çук-ши;
Ростислав Николаевичăн хуравĕ:
– Çатракассинче библиотека малалла та ĕçлет, анчах та вăл хăш çуртра пулассине – хальхи вырăнĕнче е Çатракасси шкул çуртĕнче – кăна татса парăпăр. Çĕнĕ клуб тăвас пирки вара çакна палăртмалла. Паян пирĕн пур çуртсемпе эффективлă усă курасси пирки шухăшламалла. Çĕнĕ çурт туни вара çакăнпах вĕçленмест. Паян саккунпа килĕшÿллĕн унта видеоустановка, полицие чĕнмелли кнопка вырнаçтармалла тата ытти те. Требованисем ÿссех пыраççĕ. Ку вара пысăк укçа-тенкĕпе çыхăннă.
Кашмашри шкула тăвассине илсен вара район администрацийĕн пуçлăхĕ ку енĕпе хатĕрленÿ ĕçĕсем малалла пынине палăртрĕ. Чи кирли кунта – кăçал Çатракасси ял тăрăхĕн ял тăрăхĕсене комплекслă компактлă майпа аталантарас енĕпе ирттерекен конкурса хутшăнмалла. Вара ку ыйту кĕске вăхăтрах татăлма пултарать.
Бюджет сферин ĕçченĕсен ĕç укçине кăçал татах та тапхăр-тапхăрпа ÿстереççĕ. Ростислав Николаевич ку енĕпе туса ирттермелли ĕçсем çинче те чарăнчĕ.
Ялти пĕвене тасатас ыйтăва вара вырăнтах татса пама пулать.
– Ял халăхĕпе пуçтарăнмалла та – ĕçĕ те пĕтнĕ: сире пĕр машина тата пĕр бульдозер кăна кирлĕ, – терĕ вăл.
Ыйту паракансем хăйсем те килĕшрĕç ку хуравпа.
Тĕл пулура çавăн пекех сĕте 12 тенкĕпе кăна йышăнни, магазинта вара 1 литр сĕте 33 тенкĕпе илнине те хускатрĕç. Ку ыйтăва республикăна çитереççĕ информаци ушкăнне кĕрекенсем.
Таса шывпа тивĕçтерессипе, пушар машинине тытса тăрассипе, тавралăха тирпей-илем кĕртессипе çыхăннă ыйтусем çине те тулли хуравсем пачĕç. Муркашри икĕ автостанцире билетсем тĕрлĕ хак тăнипе çыхăннă ыйтăва вара Ростислав Николаевич тишкернĕ хыççăн хурав пама шантарчĕ.
Çакă савăнтарать: асăннă ял тăрăхĕнче пурăнакансем хăйсем патĕнче тумалли ĕçсене кураççĕ, вĕсене хăйсем хутшăнмасăр татса пама май çуккине те ăнланаççĕ. Çапла тума та хирĕç мар.
– Çуркунне пирĕн пĕтĕм ял халăхĕпе пуçтарăнса çÿп-çапа пуçтарса полигона ăсатмалла, – терĕ Галина Ершова педагог.
Çакнашкал тĕл пулу Ярапайкасси ял тăрăхĕнче те иртрĕ. Ярапайкассинчи информаципе культура центрне халăх йышлă пуçтарăннă. Вениамин Иванович кунта та республика Пуçлăхĕн Çырăвĕ çинче чарăнчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев район аталанăвĕпе паллаштарчĕ, умра тăракан задачăсене палăртрĕ.
Ярапайкасси ял тăрăхĕнче пурăнакансен вара вырăнта палăртнă задачăсем пурнăçланасси апрель уйăхĕнче кама ял тăрăхĕн пуçлăхне суйланинчен те нумай килет. Халăхшăн тăрăшакан, ĕçлеме пултаракан, йывăрлăхран хăраман çын пулсан ĕç малаллах ырă енне кайĕ. Кунта кăçал ял тăрăхĕсен территорийĕсенче комплекслă компактлă строительство ĕçĕсем туса ирттермелли программăна кĕрсе вырăнти социаллă сфера учрежденийĕсене юсаса çĕнетме палăртаççĕ. Тĕл пулура ял çыннисем тĕрлĕрен ыйтусене хускатрĕç. Вĕсем çине хуравланă хыççăн район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев çакна палăртрĕ:
– Ытларах пурнăçра хамăртан килет, хамăр пĕр шухăшпа тăрăшса ĕçленинчен.
Пĕрлехи информаци кунĕ кашни ял тăрăхĕнчех иртрĕ. Тĕл пулу вăхăтĕнче информаци ушкăнне кĕрекенсем çынсен харпăр хăй ыйтăвĕсем çине те хуравларĕç. Юлашкинчен тĕл пулусенче хускатнă ыйтусене татса памалли çул-йĕре палăртрĕç.
Л. ПАВЛОВА.