01 апреля 2015 г.
Паян нумайăшĕ çĕр ĕçне биологизацилессипе ĕçлет. Ку енпе Шупашкарти "Россельхозцентр" пĕрлешÿ çĕнĕлĕхсем пурнăçа кĕртсех пырать. Çак тытăмра çĕнĕ биопрепаратсем чылай кăларчĕç. Çуртрисене имçамлама паян эпир кунти "субтилин", "псевдобактерин", "ризоплан" препаратсене сĕнетпĕр.
Çакна шута илсе хаçат вулакансене çур аки çывхарнă май ĕçлĕ сĕнÿ паратăп. Хресчен пĕлет ĕнтĕ, азотпа фосфор бактериллĕ удобренисем сывлăшран азот илсе тата тăпрари йывăр минералсене ватса ăна ÿсен-тăран патне çитереççĕ. Çакна пурнăçлама асăннă препаратсем пĕр гектар çине 400-шер грамм кирлĕ. 800 грамм препарат ÿсен-тăрана 100 килограмм минераллă удобрени чухлĕ апатлантарать. Хакĕ вара 198 тенкĕ. 100 килограмм нитроаммофоска 2200 тенкĕ тăрать пулсан, хăшĕнпе ĕçлеме перекетлĕреххи куç умнех тухать. Кунта çакна каласа хăваратăп. Асăннă препарата минераллă удобренипе пĕрле усă курсан ĕç эффективлăхĕ вăйланать, тухăç та самай ÿсет.
Ку препаратсене эпир заявкăпа çур аки вăхăтĕнче илсе килетпĕр. Вĕсен управ вăхăчĕ - пĕр уйăх.
Çур акине хатĕрленекенсем çавăн пекех пирĕн патăмăртан ака кондицине тивĕçтерекен люцерна, клевер, костер, ежа, сĕлĕ ути (овсяница), козлятник, ĕç тухăçне ÿстерме тĕрлĕрен имçам туянма, канашсем илме пултараççĕ.
А. ПАВЛОВ,
районти "Россельхозцентр" уйрăмĕн ертÿçи.