01 апреля 2015 г.
Хальхи кризиспа çыхăннă лару-тăрура пур тытăмри бюджета та тупăшсем енĕпе пуянлатмалли майсемпе туллинрех усă курас задача тăрать. Республикăра, муниципалитет йĕркеленĕвĕсенче кризиспа кĕрешессипе ятарлă плансем те туса хатĕрленĕ. Патшалăх тата муниципалитет харпăрлăхĕнчи пурлăхпа, çĕрпе эффективлăрах усă курасси те ку тĕлĕшпе пĕлтерĕшлĕ. Çавăнпа та Чăваш Республикин пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕпе Анатолий Иванович КУЗЬМИНПА тĕл пулнă май çак ĕç республикăра, Муркаш районĕнче мĕнле пулса пыни пирки сăмах пуçартăм.
- Анатолий Иванович, сăмахăмăра патшалăх тата муниципалитет харпăрлăхĕнчи пурлăхпа усă курассине еплерех йĕркеленинчен пуçлар пулĕ.
- Чăваш Республикин патшалăх харпăрлăхĕнчи пурлăхпа усă курассине хальхи вăхăтра патшалăх харпăрлăхĕн структурине оптимизацилессин, республика харпăрлăхĕнчи май пур таран ытларах объекта хуçалăх çаврăнăшне кĕртессин, çапла майпа республика бюджетне налукпа çыхăнман тупăшсене ытларах пухассин принципĕсене тĕпе хурса туса пыратпăр. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çапла палăртнăччĕ: "Патшалăх тата муниципалитет харпăрлăхĕпе эффективлă усă курни бюджетăн тупăш шайне ÿстермелли тĕп çăл куçсенчен пĕри пулса тăрать".
Республикăн пĕрлехи бюджетĕнче иртнĕ çул налукпа çыхăнман тупăшсем 2,5 млрд. ытла тенкĕпе танлашрĕç. Ку вăл 2013 çулхинчен 4 процент, 2011 çулхинчен 34,8 процент нумайрах. Республикăн патшалăх пурлăхĕпе усă курнинчен 2014 çулта Чăваш Ен бюджетне 590,6 млн. тенкĕ пухăннă. Вырăнти бюджетсене муниципалитет пурлăхĕпе, çĕр участокĕсемпе усă курнинчен тата сутнинчен 1941 млн. тенкĕ пухăннă. Ку вăл 2013 çулхипе танлаштарсан 138 процент пулать.
Муркаш районĕпе илес пулсан, 2015 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне муниципалитет пурлăхĕпе тата çĕр участокĕсемпе усă курнинчен, вĕсене сутнинчен вырăнти бюджета 22,2 млн. тенкĕ укçа пухнă. Ку вăл çулталăк планĕпе пăхса хунинчен 48 процент нумайрах. Налукпа çыхăнман тупăшсен шайĕнче çĕре арендăна панинчен (10,7 млн. тенкĕ), муниципалитет пурлăхне приватизациленинчен (5,7 млн. тенкĕ), çĕр участокĕсене сутнинчен (4,9 млн. тенкĕ) илнĕ тупăш ытларах.
- Патшалăх пурлăхне приватизацилесси пирки мĕн калама пултаратăр?
- Патшалăх харпăрлăхĕнчи пурлăхпа усă курассине йĕркелесе пынинчен илнĕ пĕтĕмĕшле тупăш шайĕнче вĕсене приватизациленинчен илнĕ тупăш шайĕ 40 процентпа танлашать. Çапла майпа иртнĕ çул республика бюджетне 226,08 млн. тенкĕ укçа пухăннă. Вăл шутран акцисем сутнинчен - 200,38 млн. тенкĕ, ытти пурлăха сутнинчен - 25,7 млн. тенкĕ. Кунсăр пуçне приватизациленĕ объектсем йышăнакан çĕр участокĕсене сутнинчен 30,3 млн. тенкĕ илнĕ.
- Куçман пурлăх объекчĕсемпе тата çĕр участокĕсемпе усă курассине йĕркелесе пырасси мĕнле шайра-ха?
- Çĕрпе усă курассин уççăнлăхне тивĕçтерес тата лайăх инвестици анлăшĕ йĕркелес тĕллевпе 2013 çулта Чăваш Республикинче Раççей Федерацийĕн субъекчĕсем хушшинче чи малтисенчен пĕри ирĕклĕ çĕр участокĕсен пĕрлехи информаци ресурсне йĕркеленĕ. Паянхи куна пĕрлехи информаци ресурсĕнче пĕтĕмĕшле 222 гектар йышăнакан 205 çĕр участокĕ пирки сведенисем вырнаçтарнă. Республика Пуçлăхĕ М. Игнатьев палăртнă тăрăх, инвесторсен халĕ ирĕклĕ çĕр участокĕсем ăçта вырнаçни, унти инфраструктура пирки тулли тата тĕрĕс информаци илме, çак даннăйсене тĕпе хурса инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртесси пирки татăклă йышăну тума май пур.
Çак вăхăта инвесторсем ресурса кĕртнĕ пĕтĕмĕшле 47,3 гектар йышăнакан 56 çĕр участокне алла илеççĕ. Кунсăр пуçне ресурса кĕртнĕ 5,7 гектар çĕр участокне нумай ачаллă 49 çемьене уйăрса панă.
Муркаш районĕн территорийĕнче пĕрлехи информаци ресурсне 6 çĕр участокне кĕртнĕ. Вĕсен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 27,7 гектар. Вăл шутран 20,4 гектар йышăнакан 2 участок - пурăнмалли çурт-йĕр строительстви валли тата 7,3 гектар йышăнакан 4 участок - инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртме.
- Çĕрпе тĕллевлĕ, эффективлă усă курасси пĕлтерĕшлĕ самант пулса тăрать. Республика Пуçлăхĕ усă курман, пусă çаврăнăшне кĕртмен ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр участокĕсем пулмалла мар тесе задача лартать.
- Чăннипех те пирĕн условисенче ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсем пысăк пуянлăх пулса тăраççĕ. Çавăнпах ĕнтĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çĕр хутшăнăвĕсен сферинче çирĕп йĕрке тăвассин ыйтăвне куç ытамĕнчен вĕçертмест. 2011 çултан тытăнсах ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр участокĕсен, вăл шутра ыйтман пай çĕрĕсен харпăрлăх правине çирĕплетессипе çине тăрса ĕçлетпĕр. Палăртса хăвармалла, 2011 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне пĕрлехи пай харпăрлăхĕнчи ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр участокĕсене 136,9 пин гектар (пĕтĕмĕшле пай çĕрĕсен лаптăкĕн 25 проценчĕ) харпăрлăха çирĕплетнĕ пулсан, 2015 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне ку хисеп 354 пин гектарпа (65 процент) танлашрĕ.
Муркаш районĕнче пĕрлехи пай харпăрлăхĕнчи пай çĕрĕсен лаптăкĕ 23282 гектар. Вăл шутран регистрациленисем 14166 гектар е 61 процент. 2015 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне ыйтман пай çĕрĕсен лаптăкĕ 12470 гектарпа танлашать. Ку вăл пай çĕрĕсен пĕтĕм лаптăкĕн 54 проценчĕ чухлĕ. Вăл шутран муниципалитет йĕркеленĕвĕсен харпăрлăхне пай çĕрĕсене 5449 гектар (ыйтман пай çĕрĕсен пĕтĕмĕшле лаптăкĕн 44 проценчĕ) регистрациленĕ. Вăл шутран 3398 гектар - суд йышăнăвĕпе тата 2051 гектар - пай çĕр хуçисен ирĕкĕпе.
- Ирĕклĕ çĕр участокĕсен "халăх инвентаризацийĕн" итогĕсем мĕн çинчен калаççĕ-ха?
- Çакă та республикăра çĕрпе, вăл шутра усă курман çĕр ресурсĕсемпе усă курассин эффективлăхне ÿстерессипех çыхăннă. Инвентаризацин пĕрремĕш тапхăрĕ 2014 çулхи октябрь уйăхĕнче вĕçленчĕ. Инвентаризаци вăхăтĕнче ялсенчи ирĕклĕ, пушă выртакан, эффективлă усă курман çĕр участокĕсене 2 пин ытла тупса палăртнă. Вĕсен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 663 гектар.
Хальхи вăхăтра инвентаризацин иккĕмĕш тапхăрĕ пырать. Тупса палăртнă çĕр участокĕсене йĕркелес, вĕсемпе малашне инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртме тата пурăнмалли çурт-йĕр строительстви валли усă курма хатĕрлес ĕçсем пыраççĕ. Хатĕрлесе çитернĕ пур çĕр участокне те ирĕклĕ çĕр участокĕсен пĕрлехи информаци ресурсне кĕртетпĕр. Çакă та бюджетсен тупăш шайне ÿстерме, ресурссене социаллă проектсем валли уйăрма май парĕ.
"Халăх инвентаризацине" ирттернĕ май Муркаш районĕнче пушă выртакан тата эффективлă усă курман çĕр участокĕсене 83 (8,7 гектар) тупса палăртнă. 9 çĕр участокне (0,9 гектар) хатĕрлесе çитерсе патшалăх кадастр учетне тăратнă.
- Республикăра, вăл шутра Муркаш районĕнче те, нумай ачаллă çемьесене çĕр участокĕсемпе тÿлевсĕр тивĕçтересси мĕнле пулса пырать-ха?
- Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикипе çĕр участокĕ тÿлевсĕр илмеллисене вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче 5379 çемьене учета илнĕ. Вăл шутран 3143 çемьене çĕр участокĕпе тивĕçтернĕ ĕнтĕ. Çавна валли пĕтĕмпе 369,1 гектар çĕр уйăрса панă. Республикипе нумай ачаллă çемьесене çĕр участокĕсемпе тивĕçтерессин шайĕ 58 процентпа танлашать. Пурне те тивĕçтернисем шутĕнче Улатăр, Канаш, Пăрачкав, Етĕрне районĕсем.
2015 çулхи мартăн 1-мĕшĕ тĕлне Муркаш район администрацийĕ харпăрлăха çĕр участокĕ тÿлевсĕр илме нумай ачаллă 290 çемьене учета илнĕ, 130 çемьене çĕр участокĕпе тивĕçтернĕ ĕнтĕ. Вăл шутран харпăр хăйĕн пурăнмалли çурт-йĕрне тума 124, хушма хуçалăха аталантарма 6 участок уйăрса панă. Çĕр участокĕсемпе тивĕçтерессин шайĕ 45 процентпа танлашать.
- Анатолий Иванович, калаçăва хутшăннăшăн тавтапуç. Юлашкинчен мĕн калас кăмăл пур?
- Мĕн авалтанпах чăваш халăхĕшĕн çĕр чи пысăк пуянлăх шутланнă. Çĕр ăна тумлантарнă, тăрантарнă, пурăнма вăй-хăват панă. Çĕршĕнех хăй вăхăтĕнче сахал мар юн та юхнă. Çавăнпа та тăван çĕре хаклама пĕлесчĕ, ăна упрасчĕ, унпа перекетлĕ те типтерлĕ, эффективлă усă курасчĕ.
В. ШАПОШНИКОВ
калаçнă.