Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Малашлăх пур, тăрăшулăх татах та ытларах кирлĕ

01 апреля 2015 г.

 

Районта пĕрлешÿллĕ хуçалăхсен отчетпа суйлав пухăвĕсем малалла пыраççĕ. Мартăн 24-мĕшĕнче Чкалов ячĕпе хисепленекен хуçалăхра черетлĕ пуху иртрĕ. Палăртса хăвармалла, Чуманкасси ял тăрăхĕнчи икĕ хуçалăх ĕçченĕсемшĕн иртнĕ çул историллĕ пулăмпа асра юлчĕ. Чкалов ячĕпе хисепленекен хуçалăхпа Чапаев ячĕпе хисепленекен хуçалăх пĕр çемьери пек пĕр тытăмра ĕçлеме пуçларĕ, пĕтĕмĕшле ĕç-хĕле Павел Ефимов ертсе йĕркелесе пырать. Чи малтанах Павел Геннадьевич çулталăк пĕтĕмлетĕвĕпе паллаштарчĕ.

- Иртнĕ çула пĕтĕмлетнĕ май пирĕн хуçалăх та начар мар ĕçлени курăнать. 1092 гектар çинчен 1931 тонна тĕш тырă пухса илме хăват çитертĕмĕр. Пĕр гектар пуçне тивекен вăтам тухăç 17,7 центнерпа танлашрĕ. 920 тонна тыр-пул сутса хуçалăх кассине 5 миллион та 442 пин тенкĕ укçа кĕчĕ.

Иртнĕ çул пуçламăшĕнче хуçалăхра мăйракаллă шултра выльăх шучĕ 209 пуç пулнă, вăл шутра 70 пуç - сумалли ĕне. Паянхи кун тĕлне сумалли ĕне йышĕ 125 пуçпа танлашать. Иртнĕ çул пĕтĕмпе 305,4 тонна сĕт туса илнĕ, 229 тонна сутнă. Сĕт туса илесси пĕр ĕне пуçне вăтамран 3045 килограмм чухлĕ тивет. Сĕте сутлăха ăсатнипе хуçалăх кассине 3 миллион та 811 пин тенкĕ укçа кĕнĕ.

Выльăх апачĕ, тĕрлĕ концентрат çителĕклĕ, сĕт туса илесси хальлĕхе тивĕçлĕ шайрах мар-ха. Ку енĕпе пирĕн самай тăрăшмалла.    

55,5 тонна аш-какай сутса   4 миллион та 835 пин тенкĕлĕх укçа тунă.

Çапла вара тĕрлĕ отрасльти продукцирен 14 миллион та 468 пин тенкĕ тунă. Мĕн пур продукцие туса илнин хăй хаклăхĕ 13 миллион та 798 пин тенкĕпе танлашнă. Иртнĕ çул хуçалăх сирĕн тăрăшулăхпа 365 пин тенкĕлĕх таса тупăш илме пултарнă.

Хуçалăх пуянлăхĕ тата тĕрекĕ - унти ĕçченсем. Хуçалăхра 30 çын ĕçлет. Уйăхри вăтам ĕç укçи 9 пин те 536 тенкĕпе танлашать.

Мĕн пурнăçлани япăх мар, умри тĕллевсем самай пысăк. Ăна вăя кĕртнипе кăна эпир хуçалăха аталантарма тата тивĕçлĕ ĕç укçи илме пултарăпăр, - паллаштарать Павел Геннадьевич иртнĕ çулхи ĕç-хĕлпе.

Умра вара хĕрÿ тапхăр - çур аки. Кăçалхи çурхи ĕçсене вăхăтра тата пысăк пахалăхпа туса ирттерес тĕллевпе кĕркунне 350 гектар çĕр   сухаласа хăварнă,   550 гектар кĕрхи тулă акнă. Çак лаптăк шайĕнче çурхи ака туса ирттермелле. Мĕн акнине вăхăтра апатлантарма 40 тонна минераллă удобрени кÿрсе килнĕ.  

Пахалăхлă вăрлăх çителĕклĕ янтăлассипе лайăх ĕçлени курăнать. Вăрнар районĕнчи "Санар" хуçалăхран   10 тонна "симбирцид" сортлă тулă, 10 тонна "владимир" сортлă урпа туяннă.

Çур акие тухиччен шутлă кунсем кăна юлаççĕ. Хуçалăх механизаторĕсем техникăна хире юсавлă кăларас тĕлĕшпе тимлеççĕ. Уйрăмах ку ĕçсем Чкалов ячĕпе хисепленекен хуçалăх территорийĕнче ăнăçлă пурнăçланаççĕ. Ыттисен те кашни куна усăллă ирттересси пирки шухăшламалла, ятарлă графикпа килĕшÿллĕн апрелĕн 4-мĕшĕнче техосмотр тăмалли вăхăт пулнине шута илсен - пушшех те.  

Коллективăн тĕллевĕ пысăк, пахалăхлă вăрлăх хатĕрлес енĕпе, тыр-пул типĕтмелли агрегата хута ярас тĕлĕшпе ĕçлесшĕн.

Çавăн пекех отрасле кура хуçалăх ĕçĕсемпе тата ума лартнă тĕллевсемпе Вера Егорова тĕп бухгалтер, Вера Никифоровăпа Надежда Никитина специалистсем паллаштарчĕç, ыттисем те тухса калаçрĕç.

Район аталанăвĕ пирки райадминистраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ В. Ананьев чарăнса тăчĕ.

- Хуçалăх малашлăхĕ курăнать, ĕçлес туртăм сисĕнет. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕ çине тимлĕх ытларах уйăрмалла, сăвăм шайне тата выльăх йышне ÿстермелле. Пĕрешкел условисенчех Суворов ячĕпе хисепленекен хуçалăх, "Путь Ильича" агрофирма тата хăш-пĕр хуçалăх пĕтĕмĕшле продукци туса илессине ÿстерме пултарать. Сирĕн ĕç кăтартăвĕ татах та ÿсессе шанас килет. Хуçалăхри кашни ĕçчен ăнланулăхĕ тата тăрăшулăхĕ кирлĕ, - терĕ Владислав Кириллович.

Пухăва депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕ, Чуманкасси шкулĕн директорĕ Валерий Васильев тăсрĕ. Вăл вĕренÿ сферинчи самантсем çинче, вăл шутра йывăр шăпаллă ачасене апатлантарассинче çăмăллăх уйăрасси çинче те чарăнчĕ. Кăткăс лару-тăрура экономика тăнăçлăхне шайлаштарасси тата 2015 - 2017 çулсем валли кризис мероприятийĕсен планне кĕртнĕ хăш-пĕр самант тавра калаçу иртрĕ.

- Ял хуçалăх отраслĕн аталанăвĕнче кадрсем çителĕксĕр пулни те чăрмав кÿрет. Ку енĕпе вара специалистсене вĕрентсе кăлармалла çеç мар, вĕсене ялта хăварма тата вĕсенче çĕр ĕçченĕн туртăмне аталантарма тăрăшмалла, - терĕ Валерий Михайлович.  

Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Белов та кăткăс самантсем çинче чарăнчĕ.

- Çĕрлехи вăхăтра урамсене çутатса тăрассипе те малашне перекетлĕ пулмалла, ку енĕпе иртнĕ çул 200 пин тенкĕ укçа тăкакланă. Ялсенчен йăла каяшне полигона турттарса çитересси те - тĕп ыйтусем хушшинче. Коммуналлă хуçалăх предприятийĕсемпе килĕшÿ тунă, ку енĕпе 100 пин тенкĕ ытла тăкакланă. Çапах та çынсен ăнланулăхĕ çукки е чунсăрлăхĕ питĕ пăшăрхантарать, кирек хăш вырăнта та михĕри е ахаль çĕрте тасамарлăха курма пулать. Хамăр тавралăха хамăрăн тирпейлеме вĕренес пулать, - терĕ Николай Валерианович.

Ял çыннине вара яланхиллех сĕт хакĕ пĕчĕк пулни тата урамсенчи çул-йĕр ыйтăвĕ пăшăрхантарать. Черетлĕ пухура тĕрлĕ ыйту тавра уçă калаçу пулчĕ.

Р. Илларионова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика