01 апреля 2015 г.
1939 çулта ирттернĕ перепиç тăрăх Çатракассипе Çĕньял Хуракасси ялĕсенче 488 арçын шутланнă (вĕсем шутне тин çеç çуралнă арçын ачасем те кĕнĕ). Аслă Отечественнăй вăрçă пуçлансан çак икĕ ялтан фашистсемпе çапăçма вăйпитти 229 арçын тухса кайнă. Вĕсенчен 110-шĕ çĕнтерÿçĕ пулса таврăннă, 119 паттăр салтака пирĕн ентешсем вăрçă хирĕнчен кĕтсе илеймен. Вĕсем пурте паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ е хыпарсăр çухалнă.
Эпĕ çуралнă Çатракасси ялĕн историне тĕпчесе кĕнеке кăларма материалсем пухнă чухне вăрçа кайнă ентешсем çинчен интереслĕ нумай материал тупăнчĕ. Вулакансене паян эпĕ фронтран килнĕ 3 çырупа паллаштарасшăн. Районти "Ĕç ялавĕ" хаçатăн 1942 çулхи сентябрĕн 19-мĕшĕнче тухнă номерĕнче Çĕньял Хуракасси ялĕнче пурăнакан Степановсен çемйине килнĕ çырăва илсе кăтартнă. Унта çапла çырнă:
"Хисеплĕ Степан Иванович тата Елена Григорьевна! Сирĕн ывăл Пантелеймон Хĕрлĕ Çар ретĕнче тăрать. Пирĕн чаçре вăл чи хастарри, нимĕçсемпе паттăррăн çапăçать. Çавăн пек ывăл çитĕнтерсе ÿстернĕшĕн сире тав сăмахĕ калас килет. Эпир унпа мухтанатпăр. Унăн арăмне Евгения Ивановнăна калăр, вăл упăшкипе мухтанма пултарать.
Батальон комиссарĕ Таранов капитан.
Аслă политрук Ширяев.
ППС-651, 890 СП, минбат-н".
Шел пулин те, пирĕн паттăр ентеш Пантелеймон Степанович Степанов, 1909 çулта çуралнăскер, 1944 çулхи апрелĕн 20-мĕшĕнче вăрçă хирĕнче паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ. Ăна Эстони çĕршывĕнчи Ухинконна текен вырăнтан Хĕвел тухăç еннелле 1,5 çухрăмра пытарнă.
Çатракасси ялĕнче пурăннă пĕр тăван Охотниковсем - Спиридонпа Тимофей - вăрçă пуçлансанах тăшманпа çапăçма тухса кайнă. Анчах вĕсем иккĕшĕ те Çĕнтерÿ кунне кĕтсе илеймен.
"Астăвăм" ятпа тухнă кĕнеке тăрăх Спиридон Захарович Охотников, 1916 çулта çуралнăскер, вăрçă хирĕнче хыпарсăр çухалнă. Хăçан тата ăçта - паллă мар.
Тимофей Захарович Охотников вара, 1913 çулта çуралнăскер, вăрçăра аманнă хыççăн 1942 çулхи январĕн 19-мĕшĕнче вилнĕ. Ăçта пытарни паллă мар.
Тимофей Захаровича тăванĕсем Тимон тесе чĕннĕ. Вăл вăрçă пуçланас умĕн Иваново облаçĕнче кĕтÿ кĕтсе пурăннă, унтах ăна вăрçа кайма повестка панă.
Охотниковсен тăванĕсем Спиридонран 1942 çулта илнĕ сăн ÿкерчĕке тата Тимонран илнĕ икĕ çырăва усраççĕ. Вĕсене пăлханмасăр тата куççульсĕр вулама май çук.
Пĕрремĕш çырăвне Тимон 1941 çулхи июлĕн 3-мĕшĕнче çырнă. Акă унти йĕркесем:
"Манăн çĕр çинчи, çут çанталăкри ĕмĕр кунран-кун, сехетрен сехете кĕскелсе пырать. Мĕншĕн тесен çак кунсенчех пирĕн пуç çине шăна вĕçнĕ пек пульăсем вĕçĕç, аэроплан çинчен çумăр çунă пек бомба тăкăнĕ, снарядсем пĕр шăмă юлмиччен сирпĕтсе ярĕç пирĕн кĕлеткесене. Анчах та эпĕ хамшăн кулянмастăп, ватă апи пирĕншĕн Спиридонпа иккĕне шутласа макăрнипе чĕрине ытла ыраттарать пулĕ тесе куççулĕ тухать.
Ку вăрçă Финлянди вăрçинчен 7 хут вăйлă пулать. Пĕтĕм халăх çак вăрçăра пĕтме пултарать. Тĕнче вăрçи - тĕнче пĕтесси - çакă пулать. Кам çак вăрçăра çăлăнса юлать, çав ĕмĕрне лайăх пурăнса ирттерет.
Сывă пулăр, твансем, прощайте.
3 июля 1941 года. Тимон".
Иккĕмĕш çырăвне вăл июлĕн 29-мĕшĕнче çырнă. Акă унти йĕркесем:
"Атте, анне, пурне те калăр Тимон сире пурне те салам ячĕ тесе, сывă пурăнма хушса хăварчĕ тесе. Пире никам та асăнаканни пулмĕ, только пирĕн шăмăсем çĕрсе пĕтеймесен çĕрпе хутăшса татăкăн-татăкăн саланса выртса çÿрĕç.
Манăн тăвансем мана курас тесессĕн Атăл хĕррине пырса тăрса Атăл хумне пăхса тăччăр, ман сассăма илтес тесен телеграф юпи çумне тăрса итлеччĕр. Çырла çурăлнă вăхăтра манăн шухăш питĕ лăпкăччĕ, çырла пиçсе çитрĕ те - ăшăм çунать çулăм пек.
Пирĕн пурнăç çут çанталăкра нумай юлмарĕ, вилĕм çывăхне çитсе тăтăмăр пулĕ.
До свидания последний раз.
С приветом Тимон".
В. МАРТЫНОВ.
Шупашкар хули.
Сăн ÿкерчĕкре: Тимофей Охотников Григорий Никитинпа (1941 çул).