Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мĕн кĕтет ĕçлекен пенсионерсене?

01 апреля 2015 г.

 

Ĕçлекен пенсионерсене пенси тÿлĕç-и? Ку ыйтăва Раççей саккунсем хатĕрлекен тата ĕç тăвакан влаç органĕсен шайĕнчех паян активлă сÿтсе яваççĕ. Пенси илсе тăракансене те ку ыйту пăлхантарать - Чăваш Енре пенсионерсен виççĕмĕш пайĕ ĕçлет. Лару-тăрăва РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн управляющийĕ Роза КОНДРАТЬЕВА уçăмлатса парать. - Роза Алексеевна, ĕçлекен пенсионерсене пенси тÿлессин ыйтăвне çĕклени мĕнпе çыхăннă-ха?

- Ку вăл Раççейре пенси системине аталантармалли Правительство çирĕплетнĕ нумай вăхăтлăх стратегин положенийĕсенчен пĕри пулса тăрать. Ăна тапхăр-тапхăр пурнăçа кĕртсе пыма палăртнă. Стратегипе килĕшÿллĕн кăçалтан тытăнса пенси шутласа парассин çĕнĕ формули вăя кĕчĕ. Малашне вара пенси системине шайлаштарассипе мероприятисен комплексне туса ирттермелле. Вăл шутра ĕçлекен пенсионерсене пенси тÿлессипе те йышăну тумалла. Тĕрĕссипе пенси вăл - çын ĕçлейми пулас чухнехи страховка. Халĕ вара мĕнле пулса тухать-ха: çын ĕçлеме пултарать, çав вăхăтрах страховкăна та илсе тăрать.

- Пенсионерсенчен чылайăшĕ сахал тÿлекен ĕçре вăй хурать. Çамрăксем унта ĕçлеме килĕшес çук.

- Ку тĕрĕсех. Çавăнпа та ĕçлекен пенсионерсем пирки ыйтăва сÿтсе явнă чухне çулталăкне тупăш пĕр миллион тенкĕпе (уйăхне 83 пин тенкĕпе) танлашакансенне кăна пенси илессине чикĕлеме сĕннĕ. Анчах та çакă татăклă йышăну мар-ха. Ку чикĕне пĕр миллион çурăна çитересси пирки те сĕнÿсем пур. Çавăнпа та çирĕплетсех калама пулать: çакă ытларах пенсионера пырса тивмĕ.

- Аван. Ĕçлекен пенсионерсен пенси виçине çуллен çĕнĕрен шутласа парасси сыхланса юлĕ-и?

- Çапла. 2015 çулхи августăн 1-мĕшĕнчен тытăнса унчченхи законодательство нормисемпе килĕшÿллĕн 2014 çулта тÿленĕ страховани взносĕсен виçине кура ĕçлекен пенсионерсен страхланă пенсийĕсене çĕнĕрен шутласа парĕç. 2016 çултан тытăнса вара августра пенсисене çĕнĕрен шутласа парасси çĕнĕ законодательствăпа килĕшÿллĕн пулса пырĕ - пенсин 3 баллĕ таран е вăтам ĕç укçи шайĕнче. Апла пулсан ĕçлекен пенсионерсенчен ытларахăшĕн пенсине çĕнĕрен шутласа панă чухне пĕтĕм ĕç укçи виçине шута илĕç.

- Ĕçлекен пенсионерсем пенси виçи преми баллĕсемпе ÿстĕр тесе пенси илсе тăма вăхăтлăх пăрахма та килĕшме пултарасси пирки калаçаççĕ.

- Чăнах та, пенсин çĕнĕ формулинче кун пек бонус пур. Ĕçлекен пенсионерсем 1 çултан тытăнса 10 çул таран пенси илсе тăмасан та пултараççĕ. Ĕçленĕ çак вăхăтшăн вĕсене преми баллĕсем шутласа парĕç. Тĕслĕхрен, 5 çул хушшинче страхланă пенси виçи 45 процент, çирĕплетнĕ тÿлев сумми (халĕ вăл 4383 тенкĕпе танлашать) 36 процент ÿсеççĕ.

Сăмах май, çын пенси ÿсĕмне çитсен пенси илсе тăма тытăнма документсемпе пымасть пулсан, ăна та преми баллĕсем шутласа парĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика