Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Преступлени уçассинче граждансен информацийĕ вырăнлă

01 апреля 2015 г.

 

Раççей Федерацийĕн следстви комитечĕн Етĕрнери районсем хушшинчи следстви пайне Николай Яковлев ертсе пырать. Вăл иртнĕ çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетме кăмăл турĕ.

- Николай Петрович, иртнĕ çулхи ĕç пирки мĕн каланă пулăттăр?

- Эпир уйрăм орган шайĕнче ĕçлеме пуçланăранпа тăватă çул çитрĕ ĕнтĕ. Пирĕн пай следстви ĕçĕнче пысăк опыт пухма ĕлкĕрнĕ сотрудниксенчен тăрать. Иртнĕ çул пирĕн пай 161 преступлени регистрациленĕ, унчченхи çулта 154 преступлени пулнă.

Тĕрлĕ преступление тишкернĕ май иртнĕ çул уголовлă 142 ĕç пуçарнă, 152 çын тĕлĕшĕнчи 125 ĕçе вĕçне çитернĕ. Следовательсем палăртнă тăрăх мĕн пур преступлени 10 миллион ытла тенкĕ тăкак кÿнĕ, вăл шутран пĕр миллион çурăна яхăн тенкине саплаштарма май килнĕ.

- Уйрăмах йывăр преступленисем яланхи пекех пăшăрхантараççĕ, вĕсем çыннăн кун-çулĕпе çыхăннă вĕт.

- Следстви пайĕн следователĕсем уйрăмах йывăр преступленисене уçасси çине пысăк тимлĕх уйăрчĕç. Иртнĕ çул 4 район территорийĕнче çынна вĕлернĕ 8 факт регистрациленĕ, 6-шĕ ÿсĕрле тунă преступлени. Çавăн пекех пĕлсе тăрса çыннăн сывлăхне йывăр сиен кÿнипе унăн пурнăçĕ татăлнă 10 факт регистрациленĕ. Ку преступленисен ытларах пайĕ те ÿсĕрле тунипе пулнă. Çакăн йышши преступленисене йăлтах уçма пултарнă.

- Унчченхи çулсенчи преступленисене икĕ-виçĕ çул уçса паманни ĕç кăтартăвĕпе пахалăхĕ çине япăх витĕм кÿмеççĕ-и?

- Малтанхи çулсенчи преступленисене тĕрлĕ сăлтава пула уçма май килмен фактсем пур. Иртнĕ çул 1 çын унчченхи 9 преступленипе çыхăннине тупса палăртма май килчĕ. Муркаш районĕнчи пĕр преступник çынна вĕлернĕ факт тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă. Следстви вăхăтĕнче вара вăл çавăн пекех 9 преступленипе çыхăннине - вăрлас ĕçпе явăçнине - тупса палăртма май килчĕ.    

- Кашни отрасль тĕрлĕ çĕнĕлĕхпе ĕçлеме тăрăшать, сирĕн пай та преступленисем уçассинче çĕнĕлĕхсене ала илни курăнать.

- "Йăлана кĕнисемпе" пĕрлех следовательсем уголовлă ĕçсене тĕпченĕ чухне генетика, одорологи экспертизисемпе, çĕнĕ ытти мелпе те усă кураççĕ. Тĕслĕхрен, психофизиологи тĕпчевĕпе анлă ĕçлетпĕр.

Следстви управленине çĕнĕ техника килсех тăрать. UFED Touch комплекс электрон хатĕрĕсенчи "çухатнă" информацие тавăрма май парать. Эксперт çути, цианакрилат камери - вĕсем куçа курăнман япаласене те тупма пулăшаççĕ. Юлашки вăхăтра следовательсем преступленисене уçса памашкăн гипнорепродукципе усă курма тытăнчĕç.

- Çынсемпе ĕçлесси мĕнле пырать?

- Следстви ĕçĕнче граждансем пире тĕрлĕ информаципе пысăк пулăшу кÿреççĕ. Иртнĕ çул граждансенчен 71 çăхав-çыру пулнă, унчченхи çул - 46. Следовательсен йышăнăвне 58 граждан килнĕ.

Р. Илларионова калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика