Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Телей вăл - тулли те çирĕп çемье"

04 апреля 2015 г.

 

Чуманкасси ял тăрăхне кĕрекен Хупахушкăнь ялĕнчи Людмила Григорьевнăпа Николай Ефимович Ильинсем çемье çавăрса пĕрле пурăнма пуçăннăранпа 50 çул çитрĕ. Юрату хывнă сукмакпа пĕрле утма пуçланăранпа çур ĕмĕр иртмен те тейĕн. Вĕсем çине пăхсан мăшăр шурă кăвакарчăн аса килет. Паянхи кун та вĕсем шăкăл-шăкăл, чĕвĕл-чĕвĕл, пур ĕçе те пĕрле пурнăçлаççĕ, шÿтлеççĕ, пĕр-пĕрин кăмăлĕпе, чун ăшшипе киленеççĕ.

Людмила Григорьевна, Очăкасси хĕрĕ, 5 ачаллă çемьере çитĕннĕ. Людмила ашшĕне курман та, ашшĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче хыпарсăр çухалнă. Амăшĕ 5 ачине пĕчченех çитĕнтернĕ. Çемьене питĕ йывăр тивнĕ. Ачаранпах ĕçе çывăх тăнă Людмила Григорьевна Очăкассинчи пуçламăш шкултан вĕренсе тухсанах 1957 çулта Торинкассинчи сысна ферминче ĕçлеме пуçланă, 1964 çулчченех ырми-канми тăрăшнă. Çак ĕçчен те сăпайлă хĕре кÿршĕ ялĕсем те асăрханă.

Николай Ефимович Хупахушкăнь ялĕнчи 8 ачаллă хресчен çемйинче çут тĕнчене килнĕ. 1941 çулхи раштавăн 3-мĕшĕнче кун çути курнă каччă ялти 7 класлă шкултан вĕренсе тухсанах стройка ĕçне явăçнă. Ашшĕ, Ефим Ильич, вăрçă хирĕнче çапăçура пулнă, каялла таврăннă, 90 çула кайса вилнĕ.

Сăпайлă каччă çак хĕре пĕрре курсах юратнă. Кĕçех, 1965 çулхи февралĕн 6-мĕшĕнче, икĕ çамрăк çемье чăмăртанă. Николайсен çемйи пысăк пулнă, ним çук çĕре уйрăлса тухнă вĕсем.

"Çемьеленсен, 1966 çулта пÿрт лартрăмăр. Çав хушăрах стройкăна та çÿренĕ, мăшăр та ÿркенместчĕ, пĕрле çÿретчĕ. Эпир ĕç ĕмĕрне тăван хуçалăхра ирттернĕ. Йывăр е çăмăл - тиркесе тăман, пĕр-пĕрне килĕштерсе пурăннă, пулăшса пынă", - теççĕ Ильинсем.

"Пурнăçри телей вăл - тулли те çирĕп çемье тата ача-пăча сывă пулни", - кăмăллăн сăмах тăсать Людмила Григорьевна.

Ильинсем 6 ачине те пурнăç çулĕ çине тĕрĕс воспитани парса кăларнă. Паян вĕсен çемйи пысăк: 12 мăнук, 6 кĕçĕн мăнук пурнăçа илем кÿреççĕ. Пуринпе те килĕшÿ-çураçу пулни Ильинсем пурнăçа усăллă ирттернине çирĕплетет.

Ачисем халĕ ашшĕ-амăшĕн килĕнчен саланса пĕтнĕ ĕнтĕ. Алиса, Алина, Надя, Андрей Шупашкарта шăл тунă çĕрте ĕçлеççĕ, виççĕмĕш ывăлĕ Эдик каменщик-строитель пулса вăй хурать, пиллĕкмĕш хĕрĕ Ира бухгалтерта ĕçлет.

70 çултан иртнĕ пулин те, Людмила Григорьевнăпа Николай Ефимович Ильинсем алă усса ларма хăнăхман. Вĕсем кил-карти тулли выльăх-чĕрлĕх усраççĕ, пахча çимĕçне те лартса пăхса ÿстереççĕ, пÿрт-çуртне те çирĕплетсе тăраççĕ. Ĕçре пултаруллă та хастар пулнăшăн "Ĕç ветеранĕ" ят та илме тивĕçнĕ вĕсем.

Çемье вучахне чыслăн упрани - пархатарлă, ĕмĕр тăршшĕпе çума-çумăн утакан мăшăр сăваплă. "Пурнăç çулне тĕрĕс-тĕкел утса тухасчĕ" - çак ĕмĕтпе пурăнаççĕ Ильинсем.

З. Иванова,

Чуманкасси ял

библиотекин ертÿçи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика