Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хветле аппа - 96 çулта

04 апреля 2015 г.

 

"Çакă аслă çĕр çинче вăйли çуккă этемрен", - тесе çырать юратнă поэтăмăр. Çын вара ашшĕ-амăшĕ панă ĕмĕрĕнче пурнăç илемне курма пултарсан çеç кун-çулне телейлĕ теме пултарать. Турай ял тăрăхĕнчи Хветле аппа вара хăйне телейлех тесе шутлать. Турă пулăшнипе 96 çулхи асанне умĕнче куç тулли савăнăç паян: 4 ача (шел, пĕри пурнăçран час уйрăлчĕ), 9 мăнук, 13 кĕçĕн мăнук, пĕр мăнукĕн те ача пур ĕнтĕ. Тарăн тымарлă Хветле аппа паян пурин умĕнче те хисепре. "Анне, кукамай, ват кукамай", - тесе чĕнеççĕ ăна çывăх çыннисем. Ял хушшинче вара пуриншĕн те хисеплĕ аппа вăл. Хăйне пĕлекенсем пурте унран тĕслĕх илме тăрăшаççĕ. Çакă ытахальтен мар. Хветле аппа хăй те пурнăçа юратать, кулленхи хутшăнура тăванĕсемпе çеç мар, ют çынсемпе те, ял халăхĕпе те ăшпиллĕн те ырă сунса кăна калаçать, кăмăлĕпе пурне те хăйне майлă çавăрать. Ăнлантăр пулĕ, ырă ăмсану çуратать вăл çакăнпа кашнинчех.

 

Çурма тăлăх

Эпир пурсăмăр та Турă умĕнче тăратпăр, унăн куçĕ умĕнче çÿретпĕр. Хăйне юрăхлă ĕçсем тунăранах-тăр Çÿлти Аттемĕр ăна вăрăм кун-çул панă. Кăçал Фекла Фадеевна Фадеева 97 çула каять. Ырă ĕçрен хăй ĕмĕрĕнче пĕр утăм та пăрăнман ватă кукамай паян Турай ял тăрăхĕнчи Çатракасси ялĕнчи хĕрĕ - Виктория Кирилловна - патĕнче пурăнать (сăн ÿкерчĕкре). Унпа калаçма тăрсан 1918 çулхи авăн уйăхĕн 6-мĕшĕнче Шупашкар районĕнче çуралнă Хветле аппан пурнăçĕн кашни страници хăйне евĕр тимлĕх ыйтать. Кунта çĕршыври улшăнусем, çурма тăлăх пурнăç, выçлăх çулĕсем, колхозсене пĕрлешсе ĕçлеме пуçлани, яла пĕрремĕш тракторсем килни, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи, ял хĕрарăмĕсемпе çамрăк ачасен фронтри çухатăвĕпе капланнă куççулĕ, Аслă Çĕнтерÿ хыççăн юхăннă çĕршыва ура çине тăратни, çын пĕрремĕш хут космоса çĕкленни - халăх хуйхипе савăнăçĕ йăлтах пĕр ĕмĕрте...

Фекла хăйĕн пурнăçĕнче амăшĕн ăшшине нумаях курайман: 2,5 çула çитсен амăшĕн пурнăçĕ сарăмсăр татăлнă. Пĕрин хыççăн пурте каяймăн. Вăхăт иртсен ашшĕ иккĕмĕш хут авланать. Пурнăçăн çĕнĕ варкăшĕ ялта шкул уçсан ама çури амăшĕ малтанах хĕр пĕрчине шкула та ярасшăн пулмасть: пурнăçа саплаштарса пыма ăна чăпта çапма вĕрентет. Анчах пурнăçри ырă туртăм вăй илетех - ял хĕрачи хăйĕн тăрăшулăхĕпе пĕлÿ çулĕ çине тăрать. Ялти шкула ăнăçлă пĕтерсен малалла çеç талпăнакан хĕр Шупашкарти акушерсен курсне вĕренме кĕрет. Çакăнта вăл хăйĕн пулас мăшăрĕпе паллашать, çемье çавăрать. Вĕренсе пĕтерсен çамрăксем 1938 çулта Шăмăршă районне ĕçлеме каяççĕ. Çулталăкран мăшăрĕн тĕп килне Советски районне куçса килеççĕ.

 

ВăрÇă

...Вырсарни кун. Советски район больницинчи ĕç-пуç хăй йĕркипе пырать: чирлисем çĕнĕрен килеççĕ, палатăсенче выртакансем сывату процедурисене çÿреççĕ, сывалнисем киле каяççĕ. Ирхи ĕçсем вĕçленнĕ май кăнтăр апачĕ çывхарнине сиссе пурте савăнăçлă. Пĕрисем юрлаççĕ, теприсем шÿтлеççĕ - кашниех ырă малашлăха шанать. Дежурствăра тăнă Хветли те ыттисенчен уйрăлса тăмасть. Ĕç ăнăçлă пынипе савăнăçлă вăл паян. Анчах... Кăнтăр тĕлĕнче радиопа Левитан сасси янăраса каять. Вăл савăнăçлă хĕрсен пурнăçне пысăк хуйхă илсе кĕрет - тул çутăлнă чух нимĕç фашисчĕсем пирĕн çĕршыва вăрçăпа тапăнса кĕнĕ...

Пĕрлехи хуйхă халăха çак усал хыпар хыççăнах пĕр чăмăра пухрĕ. Пĕрремĕш кунах больницăри водитель автомашинăпах фронта тухса кайрĕ. Арçын тухтăрсем те повестка илсе арăмĕсемпе больницăрах сыв пуллашса Тăван çĕршыва хÿтĕлеме вăрçă хирне тапранчĕç. Медперсонал йышĕ самай пулнăран тепĕр куннех çамрăк медсестрасем те хăйсен ирĕкĕпе фронта тухса кайрĕç. Больницăра пĕр çуллăрах врач пурччĕ. Вăрçă пуçланнине илтсе вăл алăк тĕлне те манса кайни паян та Хветле аппа асĕнче упранать.

Усал хыпар утпа çÿрет. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансанах Хветле аппан мăшăрне Кирилл Иванова çар комиссариатне чĕнеççĕ. Саппасри офицер пулнă май Кирилл Ивановичăн та çар служби пуçланать. Ĕнер çеç мирлĕ ĕçре вăй хунăскер самантрах вăрçă хирне лекет...

Фронтран килекен хыпарсем пĕри тепринчен усалрах. Кунсем, эрнесем иртнĕ май больницăра та врачсемпе сестрасем палăрмаллах сахалланса юлчĕç. Вĕсен шутĕнче 2 ача амăшĕ Хветли медсестра та пур. Кĕçĕн ачине - вăрçă тухиччен çеç çуралнăскерне - ытларах хуньамăшĕн пăхма тиврĕ çав вăхăтра. Çамрăк хĕрарăмăн вара ларса канма та вăхăт пулмарĕ: больницăри дежурство хыççăн вăл ял çыннисемпе колхоз хирĕнче вăй хучĕ. Ку вăл пысăк хуйхăн пуçламăшĕ çеç пулнă. Нуши вара малта пынă...

Вăрçă вăхăтĕнче колхозра ĕçлекенсене кунне 200 грамм çăкăр паратчĕç. Çав вăхăтрах "Йăлтах - фронта валли" лозунг вăйра тăратчĕ. Унпа килĕшÿллĕн колхозниксем тырри-пуллине те, аш-какайпа сĕтне те, çăмартине те, уттине те çĕнтерĕве çывхартма фронта ăсатнă. Больницăра та йывăрлăхĕ малтах пынă. Пĕррехинче Хветле аппасен больницине 25 салтака илсе пынă - кашнинех тивĕçлĕ пулăшу кирлĕ. Вĕсенчен пĕри Шăмăршă районĕнчен пулнине пĕлсен Хветли аппа унтан уйрăлмарĕ. Вăл пĕçерсе панă 4 çĕр улми салтакшăн эмелрен те пахарах пулчĕ. Ку вăл - çав çулсенчи йывăр тапхăрăн пĕр саманчĕ.

Фашистсем Мускав еннелле талпăннă вăхăтра ял-йыш та çити-çитми пурнăçпа пурăнса чире кĕрсе кайрĕ. Ялта пыйтă, тиф, трахома, кĕçĕ, вар-хырăм чирĕсем вăй илчĕç. Тылра юлнă сывлăх хуралçисем вĕсемпе кĕрешессине малти вырăна кăларчĕç. Хветли аппа та çынсен сывлăхĕшĕн пуçланнă "çапăçуран" юлмарĕ.

 

Халăх медицини

- Йывăрлăхĕ кашни утăмраччĕ, анчах эпир вĕсене парăнма шутламан - фронтра вилĕме куçран пăхакан мăшăрсем мĕн калĕç. Çĕрне-кунне пĕлмесĕр, ыйхă çухатсах чир-чĕрпе кĕрешеттĕмĕр. Эмелсем çитсе кайманнипе халăх мелĕпе сиплессине алла илтĕмĕр. Тăрăшнине кура вăхăт иртнĕ май нумайăшне сыватрăмăр, - каласа парать 100 çула хăвалакан асанне. Вăл каласа панине итлетĕн те вăрçăпа ĕç ветеранĕ кашни сăмахне çиччĕ виçсе калани ума тухать.

Уйрăм сăмах яшсене çара кайма хатĕрлени пирки. 1924 - 1925 çулсенче çуралнисем малтанхи вăхăтра окопсем чавма çÿретчĕç. Вăхăт çитсен фронта кайма повестка илетчĕç. Вĕсем хушшинче кĕçĕ чирĕ анлă сарăлнăран салтак кайиччен вĕсене сыватмаллаччĕ. Хветли аппа çакăнта хăйне евĕр çул тупрĕ. Çамрăксен тумтирне дезокамера витĕр кăларатчĕ, хăйсене вĕри мунча кĕртетчĕ те маçпе сĕретчĕ - ÿт-тир хĕрелсе пиçетчĕ.

Вăл вăхăтра çити-çитми çимĕçпе тăранса пурăнса ял çыннисем хушшинче вар-хырăм чирĕ анлă сарăлнăччĕ. Тăтăшах шыравра пулнă медсестра кунта та халăх мелне мала кăларса анлă усă курма пуçларĕ: чирлисене 3 - 4 кунта юсама май тупрĕ...

 

ПĔР витре кĔрпе

Çук пурнăç вырăнта лартмасть. Кĕркунне халăх сахаллипе тырă-пулă пуçтарас вăхăт тăсăлса кайрĕ. Хĕрарăмсем авăн çапма каçпа çÿретчĕç. Унта каякансем пысăкрах çăпатасем сырса кайни те - асаннен аса илĕвĕнче. Пысăк çăпата сырнин сăлтавĕ: ĕç вĕçлесен хуралçăсем кĕсьесене ухтаратчĕç, çăпата ăшне тырă çыпăçнине пăхмастчĕç. Киле çитсен çав тырра хĕрарăмсем çăватчĕç те çатма çинче ăшалатчĕç, хыççăн алă арманĕпе авăртса кăкăр ачисене чăмлак туса çитеретчĕç.

Çити-çитми вăхăтри тепĕр ĕç те асрах. Ялта офицер арăмĕ пурăнатчĕ. Фронтран мăшăрĕ вилни пирки хут килсен хайхискер колхоз анинчен пумилкке валли тесе виçĕ кăк сухан кăларнă. Çакă çиеле тухсан ăна суд туса 2 çуллăха ирĕкрен хăтарчĕç.

   Кашни ачине, мăнукне тата кĕçĕн мăнукне каласа панă вăл çак историе. Унăн чăнлăхĕ - пурне те йывăр вăхăтра хăвна çăмăлрах тăвас тесе ан тăрăш. Йывăрлăхĕ вара асаннен те пулнă. Ачисем валли çимелли пĕтсе çитнĕ вăхăтра пулнă ку. Ялти сутуçă качча кайма шут тытсан хăйĕн чĕнтĕр-тĕрĕ тавраш пулман. Алă ĕçĕнчен катара тăман Хветли аппан вара вĕсем арча туллиех выртнă. Пĕр витре кĕрпелле килĕшÿ тăваççĕ вĕсем: качча каякан та пушă алăпа мар, фронтовик арăмĕн ачисем те тутă.

Мăшăрĕ - Кирилл Иванович - 1944 çулта йывăр аманать. 7 уйăх госпитальте выртнă хыççăн Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн хăрах хулне çухатса яла таврăнать, мирлĕ ĕçе кÿлĕнет. Учетчикра, колхоз председателĕнче ĕçленĕскерпе Хветли аппа 4 ача çуратса ура çине тăратаççĕ. 58 çул килĕштерсе пурăнаççĕ вĕсем, ачисемшĕн те, ялта пурăнакансемшĕн те ырă тĕслĕхре пулаççĕ. Шанчăклă арçын хыçĕнче Фекла Фадеевна тивĕçлĕ канăва тухичченех акушерта ĕçлет: тăрăшулăхĕпе Хисеп хучĕсене, тав сăмахне, медальсене пĕрре мар тивĕçет. Вăл паян тыл ĕçченĕ, ĕç ветеранĕ. Пÿртрен тухсах çÿреймест пулин те, çĕнĕ хыпарсемпе кăсăклансах тăрать, кĕнекесемпе хаçатсем вулать. Хăйне канлĕ ватлăх туса панă ачисемшĕн мухтанать те, савăнать те.

Г. АНДРЕЕВА,

Анаткасси библиотекин ертÿçи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика