04 апреля 2015 г.
Литература çулталăкĕ пырать. Муркаш районĕнче çыравçăсем, литературăпа кăсăкланакансем нумай. Пуш уйăхĕн 20-мĕшĕнче Атапай ял клубĕнче пысăк йыш уява пухăнчĕ. Иван Вязов "Тăван ялăм Атапай" кĕнекене презентацилерĕ. Вăл - халăх академикĕ, педагог, вун тăхăр çул шкул директорĕнче вăй хунă, учительсене хваттерсемпе тивĕçтернĕ, тăхăр çул директор çумĕ пулнă. Чи пĕлтерĕшли - ачасене тивĕçлĕ пĕлÿ парасси пулнă. Тивĕçлĕ канăва тухсассăн краеведенипе статьясем çырма тытăннă. Район хаçатĕнче унăн статйисем час-часах пичетленеççĕ. Иван Дмитриевич - вăрçă ветеранĕ. Фронтра минометчик пулнă. Часах Аслă Çĕнтерÿ 70 çул çитнине уявлăпăр. Ветерансене, тыл ĕçченĕсене тимлĕх уйăрасси - пирĕн тивĕç. Атапай клубне Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнчи тыл ĕçченĕсем те вăхăт тупса килчĕç. Литература каçне Оринин ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Волков, çак ял тăрăхĕнчи ветерансен канашĕн председателĕ Валерий Вязов, район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн пуçлăхĕ Зоя Дипломатова хутшăнчĕç. Ертÿçĕсем тыл ĕçченĕсене юбилей медалĕсемпе чысларĕç.
Литература каçне пултаруллă Венера Васильева ертсе пычĕ. Иван Вязов пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен Оринин ял библиотекин заведующийĕ Е. Захарова каласа пачĕ. Уява сумлă çынпа пĕрле унăн çывăх çыннисем килчĕç. Вячеслав Иванович ашшĕ ырă çын иккеннине каласа пачĕ. Иван Дмитриевич хăйĕн çемйипе савăнса пурăннине пĕлтерчĕ. Атапай шкулĕн вĕренекенĕсем, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ М. Колбасова ертсе пынипе, И. Вязовăн "Тăван ялăм Атапай" поэмине пăхмасăр илемлĕ каласа пачĕç. Пуçламăш классен учителĕ Светлана Вязова Атапай ял историйĕпе паллаштарчĕ. Унсăр пуçне педагог Иван Вязовăн сакăр йăх таран пурнăç йывăçне туса хатĕрленĕ. Уяв каçĕн иккĕмĕш пайне Орининти Культура çурчĕн коллективĕсем тăсрĕç. Халăх театрĕн артисчĕ Л. Родионова Н. Терентьевăн "Çĕпĕр дивизийĕ" спектаклĕнчи "Амăшĕн монологне" куракансем патне çитерчĕ. Кинемейсем чунтан хурланса куççулĕсене шăлчĕç. Тĕл пулу питĕ хаваслă иртрĕ. Иван Дмитриевич тăванĕсемпе уявпа кăмăллă юлчĕç. Литература каçне хутшăннă пур çынна та тав сăмахĕ калатпăр. "Çынпа хутшăнар-и савăнса, ĕçсене тăвар-и юрласа", - тесе калас килет юлашкинчен "Орин ен" ветерансен хорĕн репертуарĕнчи юрă сăмахĕсене илсе.
Çакăн пек черетлĕ мероприяти Чуманкассинчи культура керменĕнче те пулчĕ. Илемлĕ сăвă йĕркисенчен уçăлчĕ И. Вязов академика, вăрçă ветеранне халалланă тĕл пулу. Сăлтавĕ чăн та пысăк пулчĕ. Иван Дмитриевича хисеплесе ачи-пăчи, мăнукĕсем, ял-йыш тата чаплă ытти хăна-вĕрле пухăнчĕ уява. Ара паян хисеплĕ Иван Дмитриевичăн "Тăван ялăм Атапай" прозăлла поэмине сÿтсе явма пухăннă вĕт. Унсăр пуçне Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче ырми-канми тăрăшнă тыл ĕçченĕсене те ятарлă уяв медалĕсене парнелесе чысларĕç. Кунта пухăннисен сăн-питĕнче çурхи хĕвелĕн çути курăнчĕ. Çавăн пекех уява депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕ Валерий Васильев, çак ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Белов та хутшăнчĕç.
Хумхануллă самант çитрĕ, поэмăн презентацийĕ пулчĕ. Уява çавăн пекех Атапайри Культура çурчĕ çумĕнчи "Сурпан" ушкăн илем кÿчĕ. Иван Дмитриевичăн ачисемпе мăнукĕсем тата кĕçĕн мăнукĕсем чăннипех те пултаруллă пулнине курса савăнтăмăр. Вĕсем çинчи тумсем - вăрçă вăхăтĕнчисем, ятарласа çак сăлтавпа çĕлетсе хатĕрленисем.
Çакăн пек тĕл пулусем яланлăха асра юлаççĕ. Хальхи вăхăтра культура вучахĕ пĕчĕк ялсенче те сÿнмен-ха. Тавах çав вучахсене сÿнме паман çынсене.
Екатерина Захарова.
Светлана Вязова.