04 апреля 2015 г.
Çапла пĕтĕмлетÿ турăм "Герой" ял хуçалăх производство кооперативĕн отчетпа суйлав пухăвне хутшăннăран.
Кăнтăрлахи хĕвел ăшшипе хирсем пĕр пеккĕн юртан тасалса пыраççĕ. Апла пулсан çурхи ака-суха ĕçĕсем те пуриншĕн те пĕр вăхăтра пуçланма майĕ пур. Çак ответлă тапхăра кĕрсе кайиччен иртнĕ çулхи ĕçсене пĕтĕмлетсе хуçалăх ĕçченĕсемпе ăçта отчетлă, кам патĕнче отчетпа суйлав пухăвĕсем ирттермелле. Районта кăçал çак тапхăр тĕрлĕ сăлтава пула ытти çулхисенчен каярах юлса пуçланчĕ.
Пуш уйăхĕн 31-мĕшĕнче отчетлă пухăва "Герой" ял хуçалăх производство кооперативĕн ĕçченĕсем пуçтарăнчĕç. Пĕр йышпа мал туртăмлă ĕçлес тĕллевлĕскерсем кăçалхи çак мероприятие "Çавра сĕтел" мелпе ирттерчĕç. Пухăва хутшăннă ĕçченсем пĕрлехи тăрăшулăхпа малалла пăхнине, çĕнĕ ÿсĕм тĕллевĕсем палăртнине ырламалла. Хуçалăх ĕçченĕсем пĕр чăмăрта пулни пухура хуçалăх ертÿçи, кашни специалист, механизатор е фермăпа уй-хир ĕçченĕ калаçнинченех палăрчĕ. Кашнин сăмахĕнчех пĕрле пулсан кăна хуçалăха аталану шайĕнчех сыхласа хăварма май пурри курăнчĕ.
Иртнĕ çул Шурчасем 1170 гектар çинче ял хуçалăх культурисем акса-лартса туса илнĕ. Тăрăшса ĕçленĕрен тухăç та унчченхи çулхисенчен пысăкрах пулнă. Çакă кооператив кассине укçа-тенкĕ кĕрессине ÿстернĕ. Тĕслĕх вырăнне: тырă-пулă сутса хуçалăх 2 миллион та 900 пин тенкĕ, çĕр улми сутса 545 пин тенкĕ укçа ĕçлесе илнĕ.
Уй-хир ĕçĕсене тата выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессинчи лару-тăрăва унчченхи çулхисемпе танлаштару туса хуçалăх ертÿçи Г. Иванова каласа пачĕ. Хăйĕн сăмахĕнче Галина Никитична ĕçлесен ÿсĕм çулне такăрлатма май пуррине, çакăнта патшалăх пулăшăвĕпе анлăрах усă курма май пултарнине уйрăм тĕслĕхсемпе çирĕплетсе пачĕ.
- Ыррине кĕтсе пĕр вырăнта тапăртатса тăрса паха вăхăта сая ярассинчен хăтăлмалла пирĕн. Кунпа пĕрлех аталанăвăн çĕнĕ çулĕсене шырамалла, тухăçа ÿстерессипе пĕрле тăрăшмалла, ĕç пахалăхне малти вырăна кăлармалла. Çак тĕллевсем хуçалăх ĕçченĕсен кашнин ĕç никĕсĕнче пулмалла. Çавăн чухне çеç эпир рынок хутшăнăвĕсен аталанăвĕнче хамăр ята çухатмăпăр. Паянхи лару-тăру вара пирĕнтен çирĕп ответлăх ыйтнине пурсăмăр та курса тăратпăр, - палăртрĕ хăйĕн отчетĕнче кооператив председателĕ.
Шурчасемпе Кÿстерексем, Çĕньял Шурчасемпе Шуркассисем ответлăха туйса ĕçленине производство кăтартăвĕсем çирĕплетеççĕ. Иртнĕ çул хуçалăхра вăй хуракансем 1339 тонна тырă-пулă, 9 гектартан гектар пуçне 130 центнер çĕр улми туса илнипе пĕрлех обществăлла выльăх-чĕрлĕхе тулăх хĕл каçарма 189 тонна паха утă,1270 тонна сенаж, 461 тонна силос, çителĕклĕ улăм янтăлама мехел çитернĕ.
Ÿсен-тăран отраслĕнче тухăçлă ĕçлесе кăна хуçалăх иртнĕ çул 4247 пин тенкĕлĕх хăйĕн продукцине сутнă. Малашлăха пăхса кĕрхи культурăсене ака технологине пăхăнса 248 гектар акса хăварнă.
Уй-хир ĕçĕпе выльăх-чĕрлĕх отраслĕ тачă çыхăнса ĕçленĕрен иртнĕ çул Шурчасем сĕт сутса кăна 13136 пин тенкĕ укçа ĕçлесе илнĕ. Кунпа пĕрлех ĕне выльăх самăртса кооператив кассине 4613 пин тенкĕ кĕртнĕ. Халĕ каланисем çумне хурт-хăмăр отраслĕн ĕçне хушсан "Герой" пĕрлешÿллĕ хуçалăхри выльăх-чĕрлĕх отраслĕ 1 миллион та 7 пин тенкĕ таса тупăш ĕçлесе илме май тупни курăнать. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче сĕт сăвасси тĕп ĕç-хĕл пулнăран калаçăва хутшăннисем хăйсем умне кăçал кунти ĕç кăтартăвĕсене май пур таран ÿстерме тĕллев лартрĕç.
- Ÿсен-тăран тата обществăлла выльăх-чĕрлĕх отраслĕсем тачă хутшăнура аталанса пыни çĕнĕлĕхсене вăхăтра алла илме çул уçать. Çапла вара малта пыракансен опытне тата çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртсе пыни ÿсĕм çулне хыçала хăварма памасть, - терĕ хăйĕн отчетлă сăмахĕнче хуçалăх агрономĕ С. Тимофеев. - Пĕрлехи тăрăшулăх иртнĕ çул фермăсене, трактор паркне юсама, тыр-пул типĕтмелли агрегат туянма май пачĕ. Куратпăр ĕнтĕ, уй-хир производствине лаптăк хушнипе çеç ÿстерме пирĕн çĕрĕ хĕсĕкрех. Апла пулсан çĕр ĕç технологине ÿстермелле, çĕнĕ сортсемпе ытларах ĕçлемелле, ĕçсене вăхăтра пурнăçлассине хатĕр пулмалла.
Умри тĕллевсене лайăх курса тăни - "Герой" хуçалăхра паянхи пулăм мар. Çапла ĕçлесе иртнĕ çул кунта 23215 пин текĕлĕх продукци туса илнĕ, 3600 пин тенкĕлĕх патшалăх пулăшăвĕпе усă курнă. Хуçалăх 2014 çула пĕтĕмпе 3218 пин тенкĕ тупăшпа вĕçленĕ.
Кооператив ĕçченĕсем "Çавра сĕтел" хушшинче хăйсен иртнĕ çулхи ĕçне вăтам хак парса кăçалхи ĕçпе финанс планне çирĕплетрĕç.
А. БЕЛОВ.