04 апреля 2015 г.
Пурăнмалли çурт-йĕр фончĕ кивелсе пыни, авариллĕ тата ишĕлчĕк çуртсене пĕтересси актуаллă проблема пулса тăрать. Çавна май пурăнмалли çуртсенче капиталлă юсав ĕçĕсем туса ирттересси пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх сферин чи пысăк пĕлтерĕшлĕ задачисенчен пĕри шутланать.
Раççей Федерацийĕн Пурăнмалли çурт-йĕр кодексĕн положенийĕсене пурнăçланă май 2014 çултан тытăнса Чăваш Республикинче нумай хваттерлĕ çуртсенче капиталлă юсав ĕçĕсем туса ирттерессин регион программи пурнăçа кĕрсе пырать. Федераци законодательствипе тата Чăваш Республикин Саккунĕпе килĕшÿллĕн 2014 çулхи декабрь уйăхĕнчен тытăнса хваттер хуçисем пĕрлехи çурт-йĕрте капиталлă юсав ĕçĕсем туса ирттерме взнос тÿлеме тивĕç. Ку темăпа паянхи кун калаçусем сахал мар.
Экономика аталанăвĕпе социаллă пурнăç лару-тăрăвĕн ыйтăвĕсемпе 2015 çулхи февралĕн 24-мĕшĕнче Патшалăх канашĕн президиумĕн ларăвĕ иртнĕччĕ. 2015 çулхи мартăн 11-мĕшĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин унăн итогĕсем пирки каланă май Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен ĕç тăвакан влаç органĕсене пурăнмалли нумай хваттерлĕ çуртсенчи пĕрлехи пурлăха тĕпрен юсассипе регион программисене пур майпа та пурнăçлассине тивĕçтерме хушса хăварчĕ. Паян ку ĕç Раççей Федерацийĕн пур субъектĕнче те анлă сарăлнă.
Капиталлă юсав ĕçĕсемшĕн камăн тата мĕншĕн тÿлемелле; Çак ыйту çине хурав илес тесе пирĕн корреспондент республика Правительствин вице-премьерĕпе - Чăваш Республикин строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕпе Олег МАРКОВПА тĕл пулнă:
- Пĕрремĕшĕнчен, ку тивĕçе федераци законодательствипе тата Чăваш Республикин Саккунĕпе çирĕплетнĕ. Пурăнмалли çурт-йĕр кодексĕн 169-мĕш статйин 1-мĕш пайĕпе килĕшÿллĕн нумай хваттерлĕ çуртсен пĕрлехи пурлăхне тĕпрен юсама уйăхсерен взнос тÿлесе тăрассин тивĕçне хваттерсен тата ытти йышши çурт-йĕр хуçисем çине хунă. Тепĕр майлă каласан, енчен те çуртăн пĕрремĕш хутĕнче магазин, банк, парикмахерски е офис вырнаçнă пулсан, ку пÿлĕмсене йышăнакансен те пĕрлехи пурлăха тĕпрен юсама взнос тÿлемелле.
Иккĕмĕшĕнчен, ку вăл чи пĕлтерĕшли - граждансен паян взноссене капиталлă юсав ĕçĕсене хăй вăхăтĕнче туса ирттерме укçа-тенкĕ пухма тÿлемелле. Кун пек ĕçсен шутĕнче юрăхсăра тухакан конструкцисене, çуртăн электричествăпа, ăшăпа, газпа, шывпа тивĕçтермелли шалти инженери системисене, таса мар шыва юхтарса кăлармалли системăсене юсасси тата улăштарасси, çурт çине тата путвал пÿлĕмĕсене юсасси, çуртăн умне юсасси тата ăшă тытмалла тăвасси, никĕсне юсасси. Нихăш çурт та ĕмĕрлĕх мар, вĕсенче пуринче те хăçан та пулин çак ĕçсене туса ирттерме тивет. Капиталлă юсав ĕçĕсене хăй вăхăтĕнче туса ирттернине вара нимĕн те çитмест. Кун пек чухне расхутсем те сахалрах пулаççĕ.
Тепĕр майлă каласан, нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансем халĕ харпăр хăйĕн çурт-йĕрĕн хуçисемпе танлашрĕç, çавăнпа та хăйсен пурлăхне пăхса-тытса тăрассишĕн яваплă пулса тăраççĕ. Енчен те харпăр хăйĕн çуртĕнче пурăнаканăн çурт çийĕнчен шыв анма пуçларĕ пулсан вăл çурт çине юсаса парăр тесе администрацие утмасть вĕт-ха, хăех ĕçе кÿлĕнет. Кунта та çавăн пекех пулать.
- Хваттер укçи тÿленин квитанцийĕнче "Пурăнмалли çурт-йĕре тытса тăни тата юсани" йĕрке пур. Капиталлă юсав ĕçĕсем туса ирттересси кунта кĕмест-и вара?
- Çук, кĕмест. "Пурăнмалли çурт-йĕре тытса тăни тата юсани" статьяпа пухăнакан укçа-тенкĕне нумай хваттерлĕ çуртра кулленхи юсав ĕçĕсем туса ирттерме уйăраççĕ.
Кулленхи юсав ĕçĕсем вĕсем - çуртра пурăннă тапхăрта пулакан юсавсăрлăхсене пĕтерессипе çыхăннă ĕçсем. Вĕсене çуртăн конструкцийĕ, капăрлатнă хатĕрĕсем, инженери оборудованийĕ ан пăсăлччăр, пĕчĕк кăлтăксемпе юсавсăрлăхсене пĕтерес тесе туса ирттереççĕ.
Нумай хваттерлĕ çуртăн никĕсĕн гидроизоляци пăсăлнă вырăнĕсене юсассине, вентиляци системисене йĕркелесе юсассине, çурт стенисемпе малти енчи çурăксене саплассине, хăш-пĕр пÿлĕмсен шăнакан стенисене ăшă тытмалла тăвассине, штукатурка вистеннĕ вырăнсене юсассине тата ытти çавăн пек ĕçсене кулленхи юсав ĕçĕсем шутне кĕртмелле.
Капиталлă юсав ĕçĕсен тĕллевĕ - çуртăн кивелнин шайĕн процентне чакарасси, кулленхи юсав ĕçĕсем вара çĕнĕрен тупăннă çитменлĕхсене пĕтерессипе çыхăннă.
- Çĕнĕ çуртсенчи хваттерсенче пурăнакансен капиталлă юсав ĕçĕсемшĕн мĕншĕн тÿлемелле-ха тата тăхтаса тăмасăр капиталлă юсав ĕçĕсем туса ирттермелли çуртсенче пурăнакансен мĕн тумалла;
- Хальлĕхе çурт çĕнĕ пулсан, укçа-тенкĕ малашне туса ирттермелли капиталлă юсав ĕçĕсем валли пухăнса тăрĕ. 15 - 20 çултан çак вăхăт çитетех. Паянах тĕпрен юсамалли çуртсене капиталлă юсав ĕçĕсен кĕске вăхăтлăх планне кĕртеççĕ. Асăннă плана çуллен муниципалитет йĕркеленĕвĕ туса хатĕрлет, хыççăн ăна республика шайĕнче çирĕплетеççĕ. Ĕçсене вара çуртра пурăнакансен шучĕпе, çавăн пекех муниципалитет, республика тата федераци укçи-тенкипе туса ирттереççĕ.
- Олег Иванович, вăрттăнлăх мар, паянхи куна капиталлă юсав ĕçĕсемшĕн ятарласа тÿлемен граждансем те пур. Вĕсене уншăн нимĕн те пулмĕ-и?
- Эпĕ палăртсах калатăп, капиталлă юсав ĕçĕсемшĕн тÿлесси - Раççей Федерацийĕн законодательствипе пăхнă требовани. Ăна Раççей гражданĕсен шута илмех тивет. Харпăрлăхра хваттер пуррисем ăна пурте тÿлеме тивĕç. Взноссене тÿлессинчен пăрăнма ниепле те май çук.
Тĕслĕх илсе кăтартам. Федераци законодательствипе килĕшÿллĕн харпăрлăх хуçисем пурте тенĕ пекех пурлăхшăн налук тÿлеме тивĕç. Енчен те налука вăхăтра тÿлемесен пени хушăнса пырать. Капиталлă юсав ĕçĕсемшĕн тÿлессинче те çавăн пекех. Гражданин взноссене вăхăтра тÿлемерĕ пулсан, унăн пени хушăнса пырĕ. Парăмçăсен шутне кĕрес хăрушлăх пысăкланать.
Кунсăр пуçне пирĕнтен кашниех малашлăх, хăйĕн ачисен пуласлăхĕ пирки шухăшлатех. Апла пулсан капиталлă юсав ĕçĕсемшĕн тÿлемеллех-и текен ыйту граждансен ăçтан çуралать-ха; Паллах тÿлемелле. Çапла туса эсир хăвăр ачăрсен малашлăхне тивĕçтеретĕр вĕт-ха - вĕсен пурăнмалли çурта тĕпрен юсасси пирки ыйту пулмĕ.
- Граждансем çавăнтан та шикленеççĕ: капиталлă юсав ĕçĕсем валли пухакан взноссем таса мар чунлă чиновниксем валли "тăранмалли" мел пулмĕç-и?
- Хваттер хуçисен укçа-тенкĕне пухма икĕ май пур. Ăна банкăн ятарлă счечĕ çинче тата регион операторĕн счечĕ çинче пухма пулать. Пирĕн республикăра вăл - коммерциллĕ мар "Фонд капитального ремонта многоквартирных домов" организаци. Унăн учредителĕ Чăваш Республикин Правительстви пулса тăрать. Регион операторĕ укçа-тенкĕне конкретлă çуртра капиталлă юсав ĕçĕсем туса ирттерме кăна уйăрса пама пултарать тата çавна валли нумай хваттерлĕ çуртра пурăнакансен йышăнăвĕ кирлĕ. Йышăнăва вара хваттер хуçисен пĕрлехи пухăвĕн протоколĕнче çирĕплетмелле.
Кунсăр пуçне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă хăйĕн Çырăвĕнче ЖКХ сферинче патшалăх услугисемпе тивĕçтерессин пахалăхне ÿстерме, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх сферинчи тĕрĕслевпе уççăнлăха тивĕçтерме задача лартрĕ: "Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх сферинчи лару-тăрăва тăтăшах тĕрĕслесе тăмалла, ăна мĕнле калас, "алăпа ĕçлеттермелли майпа" йĕркелесе пымалла тата кирлĕ пулсан право сыхлавĕн органĕсемпе пĕрле витĕмлĕ мерăсем йышăнмалла". Çапла вара задача паллă, ăна пурнăçлассипе ĕçсем пыраççĕ.
- Граждансен ыйтусем пур. Хваттер хуçисем капиталлă юсав ĕçĕсен ыйтăвĕсемпе консультаци илме ăçта пыма пултараççĕ-ха?
- Нумай хваттерлĕ çуртсенчи капиталлă юсав ĕçĕсен фондĕнче капиталлă юсав ĕçĕсен ыйтăвĕсемпе 23-69-06, 56-12-65, 55-56-00, 55-56-01, 57-04-98 телефонсемпе хĕрÿ лини йĕркеленĕ. Çавăн пекех Чăваш Республикин Строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министерствин пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тата реформăлассин пайне 64-22-16 телефонпа шăнкăравлама май пур.
Капиталлă юсав ĕçĕсем пирки мĕн пур информацие çавăн пекех "Фонд капитального ремонта многоквартирных домов" сайтра çак адреспа вырнаçтарнă: www.remfond21.cap.ru.