Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Марафон пуçланчĕ - айккинче ан юлăр

18 марта 2015 г.

 

Чăваш Енре йăлана кĕнĕ "Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн" ыр кăмăллăх марафонĕ пуçланчĕ. Иртнĕ эрнере ăна савăнăçлă лару-тăрура республика Пуçлăхĕ М. Игнатьев уçрĕ.

"Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн" марафон республикăра кăçалхипе 19-мĕш хут иртет. "Раççейри ача-пăча фончĕн" республикăри уйрăмĕн председателĕ Ю. Кислов палăртнă тăрăх Чăваш Ен Пуçлăхĕн пуçарăвĕпе акци пухмачне муниципалитетсем хывнă укçа-тенкĕ хăйсем патнех каялла таврăнать. Çавна май унпа мĕнлерех усă курни курăмлă та уçăмлă. Ыр кăмăллăх марафонне пуянлатакан та çулсеренех йышланса пырать. 2011 çулта 1100 предприяти-организаци хутшăннă пулсан, 2014 çулта - икĕ хут нумайрах. Пĕлтĕр пухмач 9,5 млн тенкĕлĕх йывăрланнă, юлашки виçĕ çулта унта пурĕ 26 млн тенкĕне яхăн хывнă.

Марафон тĕллевĕ сăваплă: сусăр ачасене, тăлăхсене, ашшĕ-амăшĕн ăшшисĕр юлнисене, сахал тупăшлă тата йышлă çемьесенчи çул çитмен ачасене тата ытти ырă ĕç-пуçа йĕркелеме пулăшасси.

Сăваплă акцие кашни çын хутшăнма пултарать.

Марафон счечĕ çине укçа куçармалли реквизитсем: ЧРО ООБФ "Российский детский фонд" ИНН 2128005408, КПП 213001001, РŸс № 40703810075220160067 в отдлении № 8613 Сбербанка России г. Чебоксары, БИК 049706609, кŸс 30101810300000000609.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика