18 марта 2015 г.
Хресченĕн тĕллевĕ - çур акине пур енлĕн те тĕплĕн хатĕрленесси. Çак шухăшпа паян вăл ĕç планĕ тăвать, вăрлăх янтăлать, минераллă удобрени тата сĕрмелли-çунтармалли материал ытлă-çитлĕ туянма тăрăшать, хĕл каçнă техникăна юр айĕнчен кăларса юсама пуçлать, киввине çĕннипе ылмаштарать т. ыт. те.
Çур аки çывхарнă май ял хуçалăх техникине хире тухма хатĕрлесси паян кун йĕркинче пĕрремĕш вырăна тухать. Патшалăх техника надзорĕн çак вăхăтри тивĕçĕ - хресчене çур аки ĕçĕсене вăхăтра тата юсавлă техникăпа тухма ирĕк парасси. Юсавлă техника çеç çурхи ака-сухана ăнăçлă ирттерме пулăшать. Çакна валли Чăваш Республикин хăй тĕллĕн çÿрекен тата ытти тĕрлĕ машина тĕрĕслесе тăракан патшалăх инспекцийĕн пуçлăхĕ В. Димитриев иртнĕ кунсенче хушу кăларчĕ. Унпа килĕшÿллĕн пирĕн районти хуçалăхсемпе предприятисем тата хăй тĕллĕн çÿрекен ытти техникăна тытакан уйрăм граждансем валли кăçалхи техосмотр графикне çирĕплетнĕ. Техосмотр вырăнĕ - пĕрлешÿллĕ хуçалăхсен машинăпа трактор паркĕ. Аяларах илсе кăтартнă графикра техосмотра ăçта, хăçан тăмаллине тата çав кун тĕрĕслеве миçе единица техника хутшăнмаллине кăтартнă:
Уйкас Янасал ял тăрăхĕ
Ильич яч. хис. 02.04 19
Уйрăм граждансем 03.04* 22.04 10
Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕ
ИП Пихтеров А. Н. 10.04. 8
КФХ Бархаткин В. В. 10.04 7
КФХ Толстов А. И. 10.04 7
Уйрăм граждансем 10.04* 23.04 64
Ильинка ял тăрăхĕ
Ильинкăри лагерь 24.04 3
Ильинкăри вăтам шкул 24.04 1
Уйрăм граждансем 20.04* 24.04 35
Катькас ял тăрăхĕ
"Моргаушская" 16.04 9
Калайкассинчи вăтам шкул 27.04 2
Уйрăм граждансем 16.04* 27.04 64
Муркаш ял тăрăхĕ
Е. Андреев яч. хис. 08.04 12
"Моргаушавтотехсервис" 28.04 4
Муркашри кирпĕч завочĕ 28.04 6
"Моргаушское" ЖКХ 28.04 5
Муркашри вăтам шкул 28.04 2
Уйрăм граждансем 08.04* 28.04 13
Москакасси ял тăрăхĕ
"Передовик" 13.04 14
Уйрăм граждансем 13.04* 29.04 53
Оринин ял тăрăхĕ
"Восток" 31.03 9
"Оринино" 31.03 15
"Моргаушимежрайгаз" 05.05 1
Орининти вăтам шкул 05.05 3
Уйрăм граждансем 31.03* 05.05 16
Çатракасси ял тăрăхĕ
"Свобода" 07.04 27
Уйрăм граждансем 07.04* 06.05 35
Турай ял тăрăхĕ
Суворов яч. хис.06.04 17
Уйрăм граждансем 06.04* 07.05 24
Хорнуй ял тăрăхĕ
"Путь Ильича" АФ 09.04 9
Уйрăм граждансем 09.04* 08.05 23
Чуманкасси ял тăрăхĕ
Чапаев яч. хис. 03.04 24
Чкалов яч. хис. 03.04 13
Чуманкассинчи вăтам шкул12.052
Уйрăм граждансем 03.04* 12.05 40
Шетмĕпуç ял тăрăхĕ
"АПФ "Колос" 17.04 3
Мичурин яч. хис. АФ 17.04 7
КФХ Горбунов В. В. 17.04 6
КФХ Петров А. А. 17.04 5
Тивĕшри вăтам шкул 13.05 2
Уйрăм граждансем 17.04* 13.0530
Юнкă ял тăрăхĕ
"ВаСем" 14.04 7
"Моргаушская" МСО 14.05 3
Юнкăри вăтам шкул 14.05 2
Уйрăм граждансем 14.04* 14.05 32
Йÿçкасси ял тăрăхĕ
"Ударник" 15.04 60
Йÿçкассинчи вăтам шкул 15.05 2
Уйрăм граждансем 15.04* 15.05 35
Ярапайкасси ял тăрăхĕ
"Герой" 01.04 14
Уйрăм граждансем 01.04* 18.05 46
Ярославка ял тăрăхĕ
Уйрăм граждансем 21.04* 19.05 30
Хуçалăхсен ертÿçисемпе инженерĕсем тата техника хуçисем çур аки умĕн çак графика çирĕп пăхăнасса шанас килет. Техникăна ĕçе юрăхлă хатĕрлени çур аки ăнăçăвĕн пĕрремĕш утăмĕ пулнине ăнланатпăр. Ĕçсене вăхăтра та пахалăхлă ирттерес тесен алă айĕнче тăтăшах юсавлă техника пулмалла. Юсавлă техника çеç çур аки пахалăхĕпе ĕç хăрушсăрлăхне ÿстерĕ, хресчене пысăк тухăç илме, экономикăна тĕреклетме май парĕ.
С. НИКОЛАЕВ,
патшалăх техника надзорĕн районти инспекторĕ.