18 марта 2015 г.
Культурăпа искусство, литературăпа филологи, ăслăлăх ĕçченĕсен ушкăнĕ республикăри тата ытти регионти муниципалитет йĕркеленĕвĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисене, тĕрлĕ шайри депутатсене чĕнсе каланă.
Чĕнсе каланинче вĕсем юлашки вăхăтра ачасем чăвашла пичетленекен илемлĕ литература произведенийĕсене вуласси чакса пынипе пăшăрханнине палăртаççĕ. Ача-пăча библиотекисен фончĕсем кивелсе çитнĕ. Вĕсенче хальхи яш-кĕрĕм хăйсене хумхантаракан ыйтусен хуравне тупма пултаракан кĕнеке сахал.
Паянхи кун ыйтăвĕсене тивĕçтерекен кĕнекесем çук мар. Анчах та вĕсене вулакан патне çитерессипе ыйтусем пур. Шкулсен тата муниципалитетсен библиотекисенче хальхи вăхăтра ача-пăча кĕнеки сахал, уйрăмах чăвашла çырнисем.
Чĕнсе калакансем ача-пăча литературине, Чăваш кĕнеке издательстви кăларакан тата ытти социаллă пĕлтерĕшлĕ кĕнекене туянма тата вĕсене шкулсен, муниципалитетсен библиотекисене, ача çурчĕсене парнелеме ыйтаççĕ. Республикăри тата чăваш диаспори пурăнакан вырăнсенчи муниципалитет йĕркеленĕвĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисене, тĕрлĕ шайри депутатсене, предпринимательсене, тăван чĕлхешĕн пăшăрханакан çынсене хăйсен пуçарăвне пурнăçа кĕртме пулăшма чĕнсе калаççĕ.