Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрле, уйрăм е дефиспа?

18 марта 2015 г.

 

Мартăн 12-мĕшĕнче Чăваш патшалăх гуманитари наукисен институтĕнче чăваш орфографийĕн паянхи ыйтăвĕсемпе наукăпа практика конференцине ирттерни ăнсăртран мар. Юлашки çĕр çула яхăн тапхăр хушшинче орфографире улшăнусем пĕрре кăна мар пулса иртрĕç. Ытларахăшĕ вара вĕсенчен хутлă сăмахсене уйрăм, пĕрле е дефиспа çырассипе çыхăннă. Хаçат-журналта та пĕрпеклĕх çук. Çавăнпа та пĕр-пĕринпе канашлани, ыттисен шухăшне итлени, хăш чухне тавлашни те, пĕрлехи пĕтĕмлетÿ патне илсе пыратех.

Наукăпа практика конференцине вара Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн, республика министерствисен представителĕсем, Чăваш патшалăх гуманитари наукисен институчĕн, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн, Чăваш патшалăх культурăпа искусство институчĕн, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн чĕлхе ыйтăвĕсемпе ĕçлекен тĕпчевçисем, вĕренÿпе культура учрежденийĕсенче вăй хуракансем, массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсем хутшăнчĕç.

Конференцие уçнă май Чăваш патшалăх гуманитари наукисен институчĕн директорĕ Юрий Исаев пурин сĕнĕвне те шута илсе пĕтĕмĕшле резолюци хатĕрлесси пирки пĕлтерчĕ. Документа ЧР Патшалăх Канашĕ çумĕнчи чĕлхе комиссийĕн ларăвĕнче пăхса тухĕç, кайран вара - Чăваш Ен Патшалăх Канашĕн социаллă политика тата наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитечĕн ларăвĕнче.

Наукăпа практика конференцине хутшăнакансене Чăваш Ен Патшалăх Канашĕн социаллă политика тата наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Петр Краснов, республика вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕ Сергей Кудряшов, Информаци политикипе массăллă коммуникацисен министерствин йĕркелÿпе право пайĕн пуçлăхĕ Гульнара Алешина саламларĕç, тухăçлă ĕç сунчĕç.

Пĕрлехи ларура Чăваш патшалăх гуманитари наукисен сотрудникĕсем тухса калаçнă хыççăн конференци секцисенче малалла ĕçлерĕ.

В. ШАПОШНИКОВ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика