18 марта 2015 г.
Вăрман пирĕн пурнăçшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине кашни утăмрах сиссе-курса тăратпăр. Пуш уйăхĕн 21-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери вăрман кунне уявланă май çак чăнлăх татах ума тухать.
Чăваш Республикинче вăрман хуçалăхĕ яланах малти вырăнта пулнă. Çĕр планета ÿпкине лартасси, сыхласси тата упрасси пирки пирĕн самантлăха та манма юрамасть: алăра пуррине çухатсан...
Хĕл кунĕсем иртнĕ май пирĕн ума экологи субботникĕсем ирттерсе тăван ене хăт кĕртесси тухать. Паян вара вăрманçăсем халăхпа экологи калаçăвĕсем ирттерессине тĕп вырăнта тытаççĕ. Çакна шута илсе эпир Чăваш Республикин çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министрĕн çумĕпе Анатолий ЯКОВЛЕВПА тĕл пултăмăр, калаçăва чĕнтĕмĕр.
- Анатолий Петрович, эсир вăрман отраслĕнче пуян опыт пухнă специалист. Муркаш енри вăрмансемпе паянхи куна лару-тăру еплерех-ха; Кая юлмасăр татса памалли ыйтусем пур-и унта?
- Кунта пĕр енлĕ хурав пама çук. Мĕншĕн тесен вăрман хуçалăхĕ яланах тимлĕх ыйтать. Кунти ĕçсем вĕсем - тăтăш пурнăçламалли мероприятисем. Муркаш районĕнчи вăрман фончĕ хальхи вăхăтра 10565 гектар йышăнать. Вĕсен тĕп пайне - 10316 гектар - Ильинкăри участок лесничестви пăхса тăрать. Унăн ĕçченĕсем халĕ кунти йĕркелĕхе патшалăх енчен пăхса йĕркелесе тăраççĕ.
Сăмах çинче йăлтах йĕркеллĕ пулин те, кулленхи пурнăçра вăрман хуçалăхне сиен кÿрекенсем те тупăнаççĕ. Ăна каллех асăннă лесничество ĕçченĕсем регистрацилеççĕ. 2014 çулта кунти вăрман хуралçисем административлă йĕркене пăснă икĕ ĕçе çутта кăларчĕç. Вĕсем: саккуна пăхăнмасăр вăрман касни тата вăрман касакансем хăйсем хыççăн тирпейлĕх хăварманни.
- Çĕнĕ вăрмансем тата çул хĕррисемпе хÿтĕлев зонисем лартассипе ĕçсем еплерех пыраççĕ-ха?
- Республикăри вăрман хуçалăхĕ йывăçсем каснă вырăнсене çамрăк хунав лартассипе, хаклă йышши йывăçсен хисепне сыхласа хăварассипе, пушарсем сиенлетнĕ вăрмансене чĕртессипе, республикăри вăрман лаптăкне анлăлатассипе ĕçлет. Тĕллевсем пурнăçланса пынипе 2010 çулхи "хĕрлĕ автан" кÿнĕ тăкаксене самай пĕчĕклетме май килчĕ. Ку вăл - республикăмăр илемленнине тата хăтлăланнине çирĕплетекен тĕслĕх.
Чăваш Республикин Çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министерствин "Сăнавлă вăрман хуçалăхĕ" хысна учрежденийĕ 2014 çулта вăрман лартма тата ĕрчетме 540,2 пин штук хунав хатĕрлерĕ, 1100 килограмм юман йĕкелĕ акрĕ, маларах лартнă вăрман лаптăкĕсене пăхса тăчĕ, çĕнĕ вăрмансем лартма çĕр хатĕрлерĕ.
Вăрман лартас ĕçре эпир пĕччен пулманни ырă шанăç парать. Çулленех çуркуннепе кĕркунне вăрман лартмалли акцисене пиншер çын хутшăнать. Ырă йăлана кĕнĕ акцисенчен пĕри вăл - "Йывăç ларт та ăна упраса хăвар" Йывăç кунĕ.
Кăçал çуркунне йывăç лартассипе ирттерекен акцие Аслă Çĕнтерÿ 70 çул çитнине халаллатпăр. Çавна май çуркунне "Симĕс хум" тата "Çĕнтерÿ вăрманĕ" акцисем иртĕç. Çапла вара хамăр фондăн çĕрĕсенче вăрман культурисен палăкĕсене 52,4 гектар лартса хăварма пăхатпăр. Çак акцие кăçал республикăра пурăнакансем уйрăмах активлă хутшăнасса шанатăп.
- Муркаш тăрăхĕ - "Йывăç - çут çанталăкăн чĕрĕ палăкĕ" статус илнĕ 362 çулхи юманăн тăван килĕ. Унăн мăнаçлăх хăвачĕ - 24 метр çÿллĕш, 182 сантиметр диаметрлă - асăннă юман Атăл тăрăхĕнчи федераллă округри вăрман хуçалăх департаментĕнчи 40 миллион гектар вăрман тăрăхĕллĕ округра "Çут çанталăкăн чĕрĕ палăкĕ" ята тивĕçнĕ 10 йывăçран пĕри пулнине çирĕплетет. Çакăнтан пирĕн района юманăн тăван кĕтесĕ теме пулать. Юманлăха хÿтĕлесси мĕнле шайра-ши?
- Питĕ вырăнлă ыйту. Муркаш районĕнче юмансем пĕтĕмпе 32,9 гектар йышăнаççĕ. Вĕсем паха йĕкел пухма май параççĕ. Тĕпчевсемпе килĕшÿллĕн юмансем çăкасемпе хутăшла лайăх пурăнни паллă. Çак енпе ĕçсем пуçланнă ĕнтĕ. Юманлăхсенче шăнкăрч - ку кайăксем юман сăтăрçисене йышлă пĕтереççĕ - вĕллисем çакассипе шкул ачисем тăрăшуллă пулни те ырă ен.
- Вĕренÿ учрежденийĕсем çине çитнĕрен шкул лесничествисем пирки эсир мĕн шухăшланине пĕлес килет.
- Ку ырă ĕçе пирĕн пурсăмăрăн та мухтамалла тата май çитнĕ чухлĕ пулăшмалла кăна. Шкул лесничествисем ачасене мĕн пĕчĕкрен çут çанталăкпа туслă хутшăнура ÿсме пулăшаççĕ. Кун пек чухне ырă çын пуласси ачаран паллă тенине нимĕн чухлĕ те хирĕçлеймĕн. Акă Юнкăри вăтам шкулта Т. Ермакова ертсе пынипе пĕрремĕш çул мар ĕнтĕ республикăри чи лайăх лесничествăсенчен пĕри ĕçлет. Ачасем вăрман пурнăçĕн кашни отрасльнех алла илеççĕ. Вĕсем вăрман лартнипе пĕрлех халăх хушшинче экологи пĕлĕвĕ сарассипе маттур пулни - уйрăм ырă ен. Вĕсем хăйсен ĕçĕпе республикăрипе пĕрлех Раççей шайĕнче те ырă ята тивĕçрĕç. Республикăри вăрман ыйтăвĕсемпе ирттернĕ 10-мĕш олимпиадăра та асăннă шкулта вĕренекен Инесса Шандимирова çĕнтерÿçĕ пулса тăни - асăннă шкул тĕллевлĕ ĕçленин палли.
- Анатолий Петрович, республикăри вăрман хуçалăхĕ умĕнчи çывăх плансем еплерех-ши?
- Вăрман - пирĕн пурнăçăн уйрăлми пайĕ. 2015 - 2017 çулсенче вăрман лартса чĕртес калăпăша унчченхи çулхисенчен чакармалла мар. Çак ĕçе пурнăçлама йывăç хунавĕсене çителĕклĕ туса илмелле. Çуннă вăрмансене тасатса тирпейлессипе тата вĕсен вырăнĕнче çамрăк вăрмансем никĕслессипе малалла ĕçлемелле.
Халĕ асăннă ĕçсене пурнăçласан тата вăрман культурине тивĕçлĕ шая çĕклесен республикăри вăрман пуянлăхне эпир курăмлă ÿстерме пултаратпăр. Пирĕн вăрмансен мăнаçлăхĕпе илемĕ чăваш çыннине ĕмĕртенпех тĕлĕнтернĕ тата савăнтарнă пек çак ырă енсем эпир пĕрле пулсан Раççей шайне те тухĕç.
А. БЕЛОВ.