Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Муркашсем йывăрлăхра пуçа усма хăнăхман

18 марта 2015 г.

 

Юлашки кунсенче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри районсенче пулать, вĕсен активĕсемпе тĕл пулать. Тĕл пулусенче кризис тапхăрĕнче 2015 çулхи бюджета шайлашуллă тăвассин, экономикăпа социаллă пурнăçа тăнăç аталантарассин ыйтăвĕсене сÿтсе яваççĕ. Мартăн 16-мĕшĕнче вара вăл пирĕн районта пулчĕ, район администрацийĕн ларусен залĕнче депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕсемпе, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе тата депутачĕсемпе, предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе анлă канашлу ирттерчĕ. Тĕл пулăва çавăн пекех республика финанс министрĕ Светлана Енилина, Чăваш Республикин гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру патшалăх комитечĕн председателĕ Вениамин Петров, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Николай Ванеркинпа Владимир Мидуков хутшăнчĕç.

Канашлу умĕн республика Пуçлăхĕ Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсемпе тыл ĕçченĕсене "Аслă Отечественнăй вăрçăра Çĕнтерÿ тунăранпа 70 çул" юбилей медалĕсем пачĕ, вăрçă çулĕсенчи вĕсен паттăрлăхĕ нихăçан та манăçас çуккине, çамрăксемшĕн яланах тĕслĕх вырăнне пулассине палăртрĕ.

Канашлура малтанах Чăваш Ен финанс министрĕ Светлана Енилина тухса калаçрĕ. Иртнĕ çулхи ĕç кăтартăвĕсене тишкернĕ май вăл пысăк чикĕсене çĕнсе илме пултарнине палăртрĕ. Капиталлă ĕçсем пурнăçлама, çĕнĕ объектсем хута яма укçа-тенкĕ уйăрасси палăрмаллах ÿснĕ. Муркаш районне çав тĕллевпе 94 млн. тенкĕ уйăрса панă. Ку вăл 2013 çулхинчен 1,8 хут нумайрах.

Çурт-йĕр строительстви валли 67 млн. тенкĕ уйăрнă, 137 çемье хăйсен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатнă. Вăрçă участникĕсемпе тыл ĕçченĕсен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатмалли программа ĕçлеме тытăннăранпа вара районти 245 ветерана хăтлă хваттерпе тивĕçтернĕ. Кăçал татах 8 ветеран пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатĕ. Çавăн пекех культурăпа спорт сооруженийĕсенче капиталлă юсав ĕçĕсем туса ирттерме, ял хуçалăх предприятийĕсене пулăшма укçа-тенкĕ уйăрасси ÿснĕ.

Хальхи çăмăлах мар лару-тăрура та ÿсĕмлĕ аталанăва сыхласа хăварас задача тăрать. Çул-йĕр строительстви енĕпе районта калăпăшлă ĕçсем туса ирттерме пăхнă. Кунпа пĕрлех кирлĕ-кирлĕ мар расхутсене чакарни, бюджета пуянлатмалли çăл куçсемпе туллинрех усă курни кирлĕ. Кун пек майсем вара районăн çук мар тесе палăртрĕ Светлана Енилина.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев хăйĕн сăмахĕнче промышленноç продукцине туса кăларасси тата услугăсемпе тивĕçтересси, ваккăн тавар сутассин çаврăнăшĕ, инвестицисем хывасси, ял хуçалăх продукцийĕ туса илесси енĕпе иртнĕ çул япăх мар ĕçленине палăртрĕ. 2014 çулта районăн бюджет тупăшĕ 597,4 млн. тенкĕпе танлашнă. Вăл шутран каялла тавăрса памалла мар уйăрнă укçа-тенкĕ шайĕ 415,3 млн. тенкĕ пулнă. Районăн хăйĕн тупăшĕ бюджетăн 30,5 проценчĕпе танлашать.

Сăн ÿкерчĕкре: республика Пуçлăхĕ М. Игнатьев тата район ертÿçисем юбилей медальне тивĕçнĕ вăрçăпа ĕç ветеранĕсемпе пĕрле.

(Вĕçĕ. Пуçл. 1-мĕш стр.)

Кăçалхи икĕ уйăх итогĕсем те шанăç çуратаççĕ. Пĕтĕмĕшле илсен налуксем пухăнасси пĕлтĕрхи çав вăхăтрипе танлаштарсан 105 процентпа танлашать. Ытларах ку вăл район хăйĕн тупăшĕн шайне ÿстернипе çыхăннă. Промышленноç продукцийĕ туса кăларасси 1,5 хута яхăн ÿснĕ. Апла пулин те статистика даннăйĕсем тăрăх ĕçлекенсен шучĕ чакни палăрать.

Хальхи условисенче экономика тăнăçлăхне май пур таран шайлаштарасси, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем хăйсен полномочийĕсемпе туллин усă курни, финанс ăнăçулăхне тивĕçтерни, ку енĕпе обязательствăсене туллин пурнăçлани пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çав тĕллевпе районта кризис мероприятийĕсен планне туса хатĕрленĕ. Унта экономикăри тĕрлĕ лару-тăрура район аталанăвĕн тăнăçлăхне тивĕçтермелли майсене пăхса хунă. Епле пулсан та бюджет обязательствисене пурнăçласси, ĕç укçипе тата тĕрлĕ тÿлевсемпе вăхăтра тата туллин тивĕçтересси тĕп вырăнта пулмалла.

Муркаш районĕ хăй вырнаçнине кура инвесторсемшĕн тата промышленноç производствине аталантарма илĕртÿллĕ пулса тăрать. Хальхи вăхăтра Ильинка ял тăрăхĕн территорине комплекслă аталантарассипе, Оринин ял тăрăхĕн территорийĕнче промышленноç производствин объектне вырнаçтарассипе калăпăшлă ĕçсем туса ирттерме палăртнă.

Ял хуçалăхĕ тĕлĕшпе ыйтуллă самантсем пур. Ял хуçалăх продукцине, чи малтанах выльăх-чĕрлĕх продукцине туса илессине палăрмаллах ÿстерес, выльăхсен йышне сыхласа хăварас тата ÿстерсе пырас задача тăрать. "Путь Ильича" агрофирмăра, "Бездна" ООО-ра инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртессипе малалла ĕçлесе пымалла, "Передовик" тата "Ударник" хуçалăхсене инвесторсене явăçтарассин задачине татса памалла.

Паянхи куна ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ пай çĕр участокĕсен 60 процентне регистрациленĕ. Район тата ял тăрăхĕсен администрацийĕсем умне кăçал çак кăтартăва 85 процента çитерме, çитес çул вара пай çĕрĕсене пĕтĕмпех регистрацилесе пĕтерме задача лартнă. Çакă бюджета укçа-тенкĕ пухăнассипе тÿрремĕнех çыхăннă. Муниципалитет пурлăхĕпе, çĕр участокĕсемпе усă курнăшăн аренда тÿлевĕ илессипе парăмсем пулмалла мар.

Строительство, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх енĕпе умра тăракан задачăсем çинче те чарăнса тăчĕ Ростислав Николаевич. Кусем вĕсем çурт-йĕр строительствин аталанăвне сыхласа хăварасси, федераци тата республика программисемпе уйăрса паракан укçа-тенкĕпе туллин усă курасси, муниципалитет шайĕнчи çулсене тăвасси, юсасси тата кирлĕ шайра тытса тăрасси, Ярапайкасси ял тăрăхĕнчи Шуркассинче фельдшерпа акушер пункчĕ хута ярасси, Муркашра ишĕлчĕк çуртсенче пурăнакансем валли 24 хваттер тăвасси, 18 электрификаци объекчĕпе шывпа тивĕçтермелли объектсене регистрацилесе муниципалитет харпăрлăхне çирĕплетесси. Кунпа пĕрлех районта туризма аталантарассипе федераци программине кĕме пултарни пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Пăхса хунă мероприятисем район бюджетне палăртнă шайра пурнăçлама май пама тивĕç. Апла пулин те хушма тупăш илмелли çăл куçсемпе туллин усă кураймасан бюджет расхучĕсене чакарассипе туса ирттермелли мероприятисене те пăхса хунă. Анчах та район администрацийĕн пуçлăхĕ район умра тăракан задачăсене ăнăçлă пурнăçлама пултарасса шаннине пĕлтерчĕ. Мĕншĕн тесен çавна валли районта çирĕп команда та пур, резервсем те çителĕклĕ.

Ларура Шетмĕпуç тата Йÿçкасси ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем Николай Александров тата Анатолий Кузьмин вырăнсенчи финанс тĕлĕшĕнчи лару-тăрупа паллаштарчĕç, умри пĕлтерĕшлĕ задачăсене татса парассипе мĕнле ĕçлесе пыни пирки каласа пачĕç.

Çавăн пекех тĕл пулура Чăваш Республикин гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру патшалăх комитечĕн председателĕ Вениамин Петров, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Владимир Мидуков, Николай Ванеркин сăмах каларĕç, Муркаш районĕн çыннисем ĕçчен те тăрăшуллă пулнине, умри задачăсене вĕсем тĕрĕс ăнланнине, пĕрле пулсан вара мĕн палăртнине пĕтĕмпех пурнăçлама пултарассине тата çавна шаннине палăртрĕç.

Оринин шкулĕн учителĕ, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине илме икĕ хутчен тивĕçнĕ Оксана Кирпичникова Чăваш Республикин Пуçлăхне Михаил Игнатьева республикăра çамрăксене вĕренме, ĕçлеме, хăйсен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма лайăх майсем туса панăшăн тав сăмахĕ каларĕ.

Депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕ Борис Андреев та "Муркаш - Турай - Сура" автомобиль çулне тĕпрен юсанăшăн Турай ял тăрăхĕн территорийĕнче пурăнакансен ячĕпе республика Пуçлăхне тав турĕ.

Канашлу итогĕсене пĕтĕмлетнĕ май Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей экономикинчи хальхи лару-тăрăва кура Чăваш Ен Правительстви республикăн пĕрлехи бюджетне тÿрлетÿсем кĕртни пирки пĕлтерчĕ. Кун пек тÿрлетÿсене муниципалитетсемпе ял тăрăхĕсен бюджечĕсене те кĕртме тивет. Апла пулин те социаллă пур обязательство та пĕтĕмпех тата туллин пурнăçланĕ. Кризиса пăхмасăрах производствăна аталантарас пулать. Макроэкономика аталанăвĕн пĕлтерĕшĕ пысăк. "Эпир иртнĕ çул çĕнĕ заводсем хута ятăмăр, кăçал та вĕсене хута ярăпăр", - çирĕплетсех каларĕ Михаил Васильевич. Чăваш Енре ют çĕршывсенчи 5 компани ĕçлет. Çĕнĕ производствăсем пулсан вара çынсем валли ĕç вырăнĕсем те пулĕç.

Республика Пуçлăхĕ демографи ыйтăвне те хускатмасăр хăвармарĕ. Ку та пĕлтерĕшлĕ. Телейлĕ, сывă пурнăç йĕркине тытса пыракан çемьесен шучĕ ÿссе пырсан, вĕсенче ачасем ытларах çуралсан пурнăç та малалла çирĕппĕн утăмлĕ.

Юлашкинчен Михаил Васильевич район çыннисене мал туртăмлă ĕçлесе пынăшăн тав сăмахĕ каларĕ, малашне те пĕрле килĕштерсе ĕçлессинче ăнăçусем сунчĕ.

 

В. ШАПОШНИКОВ.

 

И. КАРГИН сăн ÿкерчĕкĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика