Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçлеме те, савăнма та пĕлесчĕ

21 марта 2015 г.

 

Яланхи пекех кăçал та январĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа февралĕн 27-мĕшĕччен районти Культура çурчĕсем çумĕнчи художество пултарулăх коллективĕсен фестиваль конкурсĕ пулса иртрĕ. Асăннă фестиваль конкурса Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 70 çул çитнине тата Литература çулталăкне халалласа ирттертĕмĕр.

Пирĕн район çыннисем ĕçлеме çеç мар, канма та пĕлеççĕ, юрă-ташăна та юратаççĕ. Кашни ял тăрăхĕнче тенĕ пекех вĕсем художество пултарулăх ĕçне хаваспах хутшăнаççĕ, хăйсен юрри-ташшипе, сăввисемпе, шÿчĕсемпе куракансене савăнтараççĕ.

Мĕн кăтартса пачĕ-ха пире фестиваль конкурс, мĕнле ĕçлесе пыраççĕ пирĕн районти культура ĕçченĕсем; Паллах, пурте пĕр шайра туса пымаççĕ хăйсен тивĕçĕсене. Пĕрисем çултан-çул хăйсен коллективĕсен пултарулăхне ÿстерес тесе чуна парса тăрăшаççĕ, çĕнĕрен те çĕнĕ номерсемпе концерт программисене пуянлатса пыраççĕ.

Мĕнле аван ĕçлесе пыратчĕç малтанхи çулсенче халăх ятне илнĕ "Шуракăш", "Шуçăм" тата "Янаш" юрăпа ташă ансамблĕсем. Кашни ансамблĕн хăйĕн илемлĕх ертÿçи, балетмейстерĕ, концертмейстерĕ пур. Кăçал вара тем пулнă вĕсене... Фестиваль конкурс валли хатĕрленĕ концерт программисенче вăрçă тематикипе çырнă пĕр юрă та, пĕр сăвă та çук. Вĕсем фестиваль конкурсăн положенине те вуласа пăхман-ши вара; Унта çавăн пекех хытарсах каланăччĕ, "плюсовкăпа" концертра юрлама юрамасть. Республикăри конкурссенче те çавнах çирĕп ыйтаççĕ. Вулакансем пĕлеççĕ пулĕ "плюсовка" мĕнне; Юрланине çырса илеççĕ те аранжировщиксем компьютерпа юрлакансен сассисене тасатаççĕ, илемлетеççĕ. Вара тĕлĕнетпĕр - мĕнле-ха ку артистсем çав териех хитре юрлаççĕ тесе, 2 - 3 сасăпа юрлани те килĕшÿллĕ янăрать;

"Янашсем" хăйсен концертне юрăпа ташă сюитипе пуçларĕç, сюитăпах пĕтерчĕç. Фонограммисем вара - "плюсовкăсем". Ансамбльте юрлакансен йышĕ çулран-çул сахаллансах пырать вĕсен: 8 хĕрарăм, 2 арçын çеç тăрса юлнă...

"Шуракăшсен" вара пĕтĕм программи "плюсовкăпа" пулчĕ. Концерт программине темшĕн çĕнетме манса кайнă - пĕтĕмпех пĕлтĕрхи юрă-ташă, 10 номер çеç вĕсен программăра. Юрлаканĕсем вĕсен те сахал: 10 хĕрарăм, 3 арçын. Баянпа вара илемлĕх ертÿçи те, концертмейстерĕ те вылясшăн мар, мĕн тума выляс - "плюсовка" тени янăрать вĕт-ха. Вĕсенчен пĕри сцена çине ыттисемпе юрлама тăнă, тепри вара аппаратура умĕнче ларать...

Фестиваль конкурсăн положенине вуласа пăхманнисем татах та пулчĕç. Кашмашри пултарулăх ушкăнĕ тата Тойкилтĕри "Хĕлхем" эстрада ансамблĕн ертÿçисем те вăрçă тематикипе пĕр юрă та, Литература çулталăкĕ ячĕпе пĕр сăвă та кĕртме тавçăрса илеймен...    

Халăх ятне илнĕ эстрада ансамблĕсем пирĕн районта - "Картина" тата "Расна". Мăн Сĕнтĕрти "Картина" ансамбль çултан-çулах пĕр çĕрте тапăртатса тăнă пек туйăнать. Чăваш эстрада юррисем, илемлĕ ташăсем, сăвăсем, шÿтсем нихăçан та çук. Вĕсен ушкăнĕнче яланах 4 - 5 арçын. Илемлĕ яш-хĕрсем ытларах юрласа ташласан концерчĕ вĕсен татах та илемлĕ пулмалла та-ха. Кăçалхи концерт программи "Картинăн" пĕтĕмпех вăрçă тематикипе пулчĕ, пĕтĕмпех вырăсла юрă янăрарĕ. Симфони оркестрĕнче, пĕлетĕр ĕнтĕ, музыкантсем умĕнче пультсем пур. Унта вĕсем нотисене хураççĕ те пăхса выляççĕ... Мăн Сĕнтĕрсем вĕсенчен тĕслĕх илнĕ пулас. Хăйсем умне 4 пульт кăларса лартнă та нотăсем вырăнне юрă сăмахне кăларса хунă. Пур юрăна та пăхса юрларĕç.

"Расна" эстрада ансамблĕ кăçал сахалтарах ĕçлени палăрать. Ытти çулсенче вара вĕсен концерчĕ пуянрах та илемлĕрехчĕ...

Кăçал фестиваль конкурса Яракри, Шатракассинчи, Матьăкри, Вăрманкассинчи (Йÿçкасси ял тăрăхĕ), Рыккакассинчи, Çуткÿлти тата Тренккăри клубсем пачах та хутшăнмарĕç. Ку вара унта ĕçлекенсене чыс тумасть.

Культура ĕçченĕсен ĕçĕ çăмăл теме май çук. Çулталăкра мĕн чухлĕ уяв пирĕн. Мĕн чухлĕ вăй хума лекет çав уявсем ял çыннисен кăмăлне кайччăр тесе. Çынсене художество пултарулăх коллективĕсене явăçтарма çултан-çул йывăрланса пырать. Уйрăмах арçынсем сахал хутшăнни пăшăрхантарать илемлĕх ертÿçисене. Ăçтан 2 - 3 сасăпа лайăх янăракан хор тăватăн-ха юрлакансем çителĕксĕр пулсан; Çак ĕçре ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен, ял старостисен пулăшăвĕ çав тери çитмест. Пĕртен-пĕр Шетмĕпуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Александров хорта ялти çамрăксемпе пĕрле тăрса юрланине курса савăнтăмăр. Мĕншĕн-ха ытти ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен çавăн пек тĕслĕх кăтартас мар;

Юлашки çулсенче хам та тĕлĕнмеллипех тĕлĕнетĕп. Хăйсен ялĕнчи артистсене курма çав тери юратаççĕ пирĕн район çыннисем. Концерчĕ вĕсен лайăх-и, япăх-и, 30, 50, 100 тенкĕ парса кĕртеççĕ. Пурпĕрех залра ларма вырăн çукпа пĕрех. Районта лайăх коллектив сахал мар. Вĕсен концерт программисем те пуян та интереслĕ. Концертпа тухса каяççĕ те залра çынсем питех те сахал - 15, 30, 45 çын. Концертсене курма пынисем хапăл туса кĕтсе илеççĕ, татах та килме ыйтаççĕ. Курманнисем вара кайран курайманнишĕн пăшăрханаççĕ. Хаклă куракансем, тавах сире концертсене курма Культура çурчĕсене çÿренĕшĕн, артистсенне ăшшăн кĕтсе илсе хавхалантарнăшăн. Хăвăр ялсенне çеç мар, ытти артистсен концерчĕсене те тухса курма сĕнетĕп. Концерт пуçланиччен пĕр-пĕринпе тĕл пулса чуна уçса калаçма та май пулать-çке килтен тухсан.

Нумай калаçрăм, ывăнтартăм та пулĕ. Хаваспах пĕлтеретĕп тĕрлĕ номинацире çĕнтернисен ячĕсене. Жюри членĕсене çăмăлах пулмарĕ пултарулăх коллективĕсен ĕçне хак пама. Халăх ятне илнĕ юрăпа ташă ансамблĕсем хушшинче 1-мĕш вырăна никама та паман. 2-мĕш вырăна Москакассисем, 3-мĕш вырăна Орининсемпе Мăн Сĕнтĕрсем йышăнчĕç.

Халăх ятне илнĕ фольклор ансамблĕсем хушшинче "Муркаш" ансамбль 1-мĕш, "Тăванлăх" 2-мĕш, "Екрем" 3-мĕш вырăнсене тивĕçрĕç.

Халăх ятне илнĕ ветерансен хорĕ пирĕн районта иккĕ. 1-мĕш вырăнта - Муркашсем, 2-мĕш вырăнта - Орининсем.

Халăх театрĕсем хăйсен пултарулăхĕпе кăçал кашниех савăнтарчĕ. Йÿçкассисем - 1-мĕш, Орининсем - 2-мĕш, Кашмашсем 3-мĕш вырăна тухрĕç.

Малалла халăх ятне илмен коллективсене мĕнле хакланине пĕлĕпĕр. "Художество пултарулăх коллективĕсем" номинацире мала тухма кăçал та çăмăл пулмарĕ. Ку номинацие хутшăнакансен йышĕ пысăк пулчĕ. Программăна вара тем те кĕртме юрать çак номинацинче: халăх юррине те, композиторсен юррине те, шÿтсемпе ташăсем тата ытти те. Çавăнпа тĕрлĕ жанрпа усă курса концерт программи хатĕрлеме нумайăшне кăмăла каять. Шурчасене - 1-мĕш, Калайкассисене, Кашмашсене - 2-мĕш, Мулкачкассисене, Турайсене, Шетмĕпуçсене 3-мĕш вырăнсене памалла турĕç жюри членĕсем. Çак номинацире Шомикпа Катькасри, Сыпайри, Анаткассинчи пултарулăх ушкăнĕсем те хăйсен концерчĕсемпе куракансене савăнтарчĕç. Ытларах ĕçлесен, тăрăшсан çитес çулсенче вĕсем те çĕнтерÿçĕсем пулĕç-ха.

Иртнĕ çул Çурлатринчи "Çеçпĕл" эстрада ансамблĕ хăйĕн 10 çулхи юбилейне паллă турĕ. Вĕсен ĕçлекенĕ те клуб заведующийĕ çеç. Штатра илемлĕх ертÿçи те çук. Апла пулсан та   çулран-çул илемлĕ концертсемпе район çыннисене савăнтараççĕ. Тунă ÿсĕмсемпе лăпланса лармаççĕ, яланах çĕннине шыраççĕ. Концерт программи те вĕсен ялан пуян, тĕрлĕ енлĕ. Тойкилтĕри "Хĕлхем" эстрада ансамблĕ те пысăк çитĕнÿсем туса пырать. Анчах та ытти çулсенче вĕсен концерчĕсем лайăхрахчĕ. Мĕншĕн тесен ушкăнра хитре юрлакан хĕрсем, каччăсем, илемлĕ юрăсем ытларахчĕ. Эстрада ансамблĕсем çакăн пек вырăнсем йышăнчĕç: "Çеçпĕл" - 1-мĕш вырăн, "Хĕлхем" - 2-мĕш вырăн, "Саваш" (Ярапайкасси) - 3-мĕш вырăн.

Драма коллективĕсем те савăнтарчĕç хăйсен ÿсĕмĕсемпе. Юнкăсем - 1-мĕш, Тивĕшсем - 2-мĕш вырăн, Вăрманкассисем (Ильинка ял тăрăхĕ) 3-мĕш вырăн йышăнма пултарчĕç.

Хăш-пĕр ялта арçынсем концертсене пачах та хутшăнман пирки "Вокал ансамблĕсем" номинаци турăмăр. 1-мĕш вырăнта Ярославкăсем, 2-мĕш вырăна никама та паман, 3-мĕш вырăна Атапайсем тухрĕç.

"Фольклор коллективĕсем" конкурсра 2 ушкăн кăна пулчĕ. Чемейсем - 1-мĕш вырăн, 2-мĕш вырăна никама та паман, Москакассинчи "Шураппасем" 3-мĕш вырăн тивĕçрĕç.

Ветеран хорĕсем те нумай пулмарĕç кăçал. 1-мĕш вырăна никама та памарĕ жюри. Юнкăсем - 2-мĕш, Ярапайкассисем 3-мĕш вырăн йышăнчĕç.

Специалистсем çитмен пирки пĕлтĕр пĕр сасăпа юрлакансен номинацине тума лекрĕ. Ку номинацире кăçал та Ваçкассисем 1-мĕш вырăна тухма пултарчĕç, 2-мĕш вырăнта - Йÿçкассисем, 3-мĕш вырăнта - Ятмансем.  

Районти художество пултарулăх коллективĕсене çÿрекенсем çинчен чи çепĕç, чи ăшă сăмахсем калас килет манăн. Эсир пулмасан, эсир тăрăшмасан культурăра ĕçлекенсем сирĕнсĕр нимĕн те тăваймĕччĕç. Тавах сире хамăрăн районти художество пултарулăхне аталантарма пулăшнăшăн. Ăнăçу, çирĕп сывлăх, телей сунатпăр сире, хисеплĕ çыннăмăрсем. Фестиваль конкурс çĕнтерÿçисем мартăн 25-мĕшĕнче (Культура ĕçченĕсен кунĕнче) Хисеп хучĕсем илĕç, кăçалхи Акатуйра хăйсен пултарулăхĕпе пĕтĕм Муркаш район халăхне, хăнасене савăнтарĕç. Юлашкинчен тата мĕн калас килет манăн сире. Кăçал тунă çитĕнÿсемпе лăпланса лармалла мар, çулсеренех районти коллективсен ăсталăхĕ аталанса ÿссе пытăр, яланах юрă-ташă пирĕнпе пултăр. Ун чухне тен пире ĕçлеме те, пурăнма та çăмăлрах та савăнăçлăрах пулĕ.

Юрий Жуков,

жюри председателĕ, композитор,

Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.                                    

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика