21 марта 2015 г.
Мартăн 18-мĕшĕнче, мĕн пур республикăри пекех, пирĕн районта та информаци кунĕ иртрĕ. Ăна ирттерме района Чăваш Республикин гражданла оборона тата чрезвычайлă луру-тăру патшалăх комитечĕн председателĕ Вениамин Петров ертсе пыракан ушкăн килчĕ. Ял çыннисемпе тĕл пулусене пур ял тăрăхĕнче те ирттерчĕç. Вĕсенче Чăваш Республикин 2014 çулхи экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕн итогĕсем тата 2015 çулхи задачăсем, 2015 çулта çул-йĕр ĕç-хĕлне туса пырасси, çурхи уй-хир ĕçĕсене хатĕрленесси, Аслă Çĕнтерÿ юбилейне тивĕçлипе кĕтсе илесси пирки сăмах пычĕ.
Вениамин Петровпа район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев Кашмаш ял çыннисемпе тата районти выльăх-чĕрлĕх пăхакансен канашлăвне килнисемпе кунти Культура çуртĕнче тĕл пулчĕç. Тĕл пулăва район пуçлăхĕ Игорь Николаев та хутшăнчĕ.
Малтан сумлă ватăсене халăх умĕнче чысларĕç. Вăрçăпа ĕç ветеранĕ В. Иванов, Л. Алжиров, В. Никитина, К. Широкова, Д. Максимова ĕç ветеранĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитнĕ ятпа кăларнă юбилей медальне тивĕçрĕç.
Патшалăх комитечĕн пуçлăхĕ Вениамин Петров 2014 çулхи экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕн итогĕсем тата 2015 çулхи задачăсем çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Йывăрлăхсене пăхмасăр республика иртнĕ çула япăх мар кăтартусемпе вĕçленĕ. Промышленноç продукцине туса илесси 4,5 процент, ял хуçалăх продукцине туса илесси 2,8 процент, çурт-йĕр хута ярасси 3 процент, ял çыннисен тупăшĕ 1,6 процент ÿснĕ.
Промышленноçа аталантарассипе Атăлçи округĕнче пирĕн республика 4-мĕш вырăна тухнă. Юлашки тăватă çулта республикăра пĕр пысăк предприяти те хупăнман. Çĕнĕ Шупашкарта хĕвел модулĕсен, керамика плити, Красноармейскинче кирпĕч завочĕ уçăлнă.
Вениамин Иванович çурхи уй-хир ĕçĕсене хатĕрленесси кăçал иртнĕ çулхинчен аванрах пынине палăртрĕ.
Аслă Çĕнтерÿ уявĕ çывхарнă май ялсене тирпей-илем кĕртесси, палăксене юсаса хитрелетесси пирки каларĕ.
В. Петров шыв-шура йĕркеллĕ ирттерсе ярасси, пушартан асăрханасси çинче те тĕплĕн чарăнчĕ. (Çак йĕркесен авторĕ ку ыйтусемпе комитет пуçлăхĕпе уйрăммăн калаçнăран интервьюпа çак страницăра паллашма сĕнетпĕр - автор.)
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев район иртнĕ çула япăх мар кăтартусемпе вĕçленĕ хыççăн 2015 çула тата ÿсĕмлĕрех пуçланине палăртрĕ. Кăçалхи январь - февраль уйăхĕсенче 540670 пин тенкĕлĕх продукции туса кăларнă, иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 49,1 процент нумайрах. Промышленноçра çак кăтарту 48,8 процент, ял хуçалăхĕнче 49,9 процент ÿснĕ.
Ăнăçлă ĕçлекен предприятисен шутĕнче "Сеспель" предприятие палăртмалла. Вĕсем паян 9,5 гектар çинче çĕнĕ производство йĕркелессипе ĕçлеççĕ. Мăн Сĕнтĕрти "ТрубПласт", Вязов предпринимателĕн камин кăларакан предприятийĕсем тата кирпĕч завочĕ çулталăка аван пуçларĕç.
Р. Тимофеев ял хуçалăхне аталантарасси çинче те чарăнса тăчĕ. Районта выльăх йышĕ чакса пыни шухăшлаттарать. Çав хушăрах Афанасьева фермер хуçалăхĕ, "Бездна" общество сысна ĕрчетессипе лайăх ĕçлеççĕ. Акă "Бездна" мăйракаллă шултра выльăх ĕрчетессипе ĕçлеме тытăнчĕ. Кунта "Лимузин" ăратлă 150 пуç выльăх илсе килнĕ. "Путь Ильича" хуçалăхра проектăн иккĕмĕш пайне вăя кĕртме тытăнмалла. Икĕ фермер хуçалăхĕнче патшалăх пулăшнипе пахча çимĕç упрамалли хранилищĕсем тумалла.
Фермер, çемье хуçалăхĕсене аталантарма та пулăшать патшалăх. Хамăрăн çеç пуçаруллăрах пулмалла.
Халăхран сĕт пуçтарасси пирки те сăмах тапратрĕç. Куллен ял çыннисенчен 30 тонна сĕт йышăнаççĕ. Панă сĕтшĕн пахалăхне кура тÿлессине вăя кĕртмелли куçкĕрет.
Кризис пирки каласан, вăл ял хуçалăхне пулăшма пултарать. Туса илнĕ продукцие вырнаçтарма йывăр мар паян, унăн сутлăх хакĕ те палăрмаллах ÿсрĕ.
Çураки çывхарать. Хуçалăхсем çĕнĕ сортлă вăрлăх, удобрени туянаççĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ кредитпа анлă усă курма сĕнет. Уншăн тÿлемелли виçе пысăк мар - 6 - 8 процентран иртмĕ, ыттине патшалăх саплаштарать.
Район çурт-йĕр, çул-йĕр тăвассипе тата юсассипе иртнĕ çулхи плансене пурнăçланă. Кăçал 7 ялта 5,8 çухрăм тăршшĕ вак чул сарса çул тума палăртнă.
Р. Тимофеев Аслă Çĕнтерÿ юбилейне тивĕçлипе кĕтсе илесси çинче те чарăнса тăчĕ. Программа вăя кĕме пуçланăранпа 250 ветеранпа салтак арăмне хваттерсемпе тивĕçтернĕ. Ветерансем тĕлĕшпе тимлĕх ялан пулмаллине пурин те ăнланмалла.
Унтан информаци ушкăнĕн членĕсем Çатракассинчи "Березка" садик коллективĕн ĕçченĕсемпе тĕл пулчĕç. Кунта 5 ушкăн, вĕсене 105 ача çÿрет. Садик ертÿçи Руфима Шапошникова юлашки çулсенче çивиттие, ăшă системине юсани тата пластик чÿречесем лартни çинчен пĕлтерчĕ. Тата 15 чÿрече улăштармалли юлнă. Садик ĕçченĕсем территорие асфальт сарма та влаç органĕсем пулăшасса шанаççĕ.
Р. Тимофеев юлашки çулсенче вырăнти бюджетран 50 миллион тенкĕ уйăрнипе вĕренÿ учрежденийĕсенче пысăк юсав ĕçĕсем туса ирттернине палăртрĕ. Кăçал Мăн Хураçкари шкулта юсав ĕçĕсем тумалла.
Кашмашпа Çатракассинче пулнă чухне информаци ушкăнĕн членĕсем ял çыннисен ыйтăвĕсене те хуравларĕç. Çатракасси ялĕнче çуран çÿрекенсене валли тротуар тăвасси, садик валли туянакан апат-çимĕç хакĕ ÿсни пирки пулчĕç ыйтусем. Вĕсене татса пама май пуррине палăртрĕç пуçлăхсем.
Тĕл пулусенче суйлав ыйтăвĕсене те хускатрĕç. Вырăнти депутатсене тивĕçлисене суйламаллине ăнланаççĕ ял çыннисем. Республика Пуçлăхне суйлама М. Игнатьев хăйĕн кандидатурине тăратсан уншăн сасăлассине пĕлтерчĕç.
Унтан В. Петровпа Р. Тимофеев Муркаш шкулĕнче Аслă Çĕнтерĕве халалланă картинăсен выставкине уçнă çĕре хутшăнчĕç. Шкул республикăри "Радуга" центр пуçарнă "Ачасене - аслă Çĕнтерÿ çинчен" проекта хутшăнса çак выставкăна тивĕçнĕ. Паян çамрăксене патриотизмла воспитани парас ыйту çивĕчленнĕрен ăна уçни пĕлтерĕшлĕ. Шкул директорĕ Н. Смирнов каланă тăрăх кашни ача çак выставка витĕр тухĕ. Экскурсовочĕсене те ачасенченех хатĕрленĕ.
А. ТИХОнов.