Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пур ыйту та пĕлтерĕшлĕ

21 марта 2015 г.

 

Пĕрлехи информаци кунĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Владимир Мидуков тата район администрацийĕн финанс пайĕн пуçлăхĕ Рената Ананьева ку хутĕнче Шетмĕпуç ял тăрăхĕнче пулчĕç. Кунти ĕç коллективĕсенче иртнĕ тĕл пулусене çавăн пекех депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕ Александр Давыдов, Шетмĕпуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Александров та хутшăнчĕç.

Шетмĕпуçĕнче тĕл пулу савăнăçлă самантран пуçланчĕ. Кунти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта шкул ачисен линейки умĕнче Владимир Петрович савăнăçлă лару-тăрура Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче тылра ырми-канми ĕçленисен пĕр ушкăнне Аслă Çĕнтерÿ 70 çул тултарнин юбилейне халалланă медальсене пачĕ.

- Сирĕн умра эпир паян пуç таятпăр. Вăрçă вăхăтĕнчи сирĕн паттăрлăх тĕслĕхĕ - вилĕмсĕр. Çĕнтерÿ хăй тĕллĕн килмен. Вăрçă хирĕнче совет салтакĕ юхтарнă юнпа, тылра йывăр ĕçре ватти-вĕтти тар тăкса ĕçленипе туптаннă вăл, - терĕ медаль илнисене çитсе килекен уявпа саламланă май В. Мидуков. Çавăн пекех ветерансене Рената Ананьева, Александр Давыдов, Николай Александров, шкул директорĕ Антонина Степанова саламласа ырлăх-сывлăх сунчĕç, чĕрĕ чечексем пачĕç.

Шетмĕпуç шкулĕсĕр пуçне çав кун тĕл пулусем ытти коллективсенче те иртрĕç. Хăйĕн сăмахĕнче республика Патшалăх Канашĕн депутачĕ Владимир Мидуков çавна палăртрĕ. Раççейшăн, вăл шутра Чăваш Еншĕн те иртнĕ çулталăк çăмăл пулман. Апла пулин те республика малалла аталану çулĕпе çирĕп утăмсем тума пултарнă. Промышленноç, ял хуçалăх производстви, пурăнмалли çурт-йĕр хута ярасси тата ытти енпе те кăтартусем 2013 çулхинчен пысăкрах.

Кăçалхи çулталăк та çăмăл килмĕ. Тĕрлĕрен санкцисем ура хуни палăрать. Апла пулин те пĕрле пулсан, кашниех ответлăха туйса ĕçлесен темĕнле йывăрлăха та парăнтарма пулать. Республика хăйĕн социаллă обязательствисене пур енĕпе те пурнăçлама çирĕп тĕллев лартать. Пирĕн районта та палăртнă ĕçсене пурнăçлама майсем çук мар. Перекетлĕх, эффективлăх тĕп вырăнта пулмалла.

Информаци ушкăнĕ Тивĕшри фельдшерпа акушер пунктне çитсе курчĕ. Кунти ĕçсемпе Алевтина Семенова заведующи паллаштарчĕ. Фельдшерпа акушер пункчĕ ку тăрăхри 276 çынна пăхса тăрать. Унччен кунта фельдшер тивĕçĕсене пурнăçлакан çын пулман. Халĕ специалист пур. Çынсем унăн ĕçĕпе кăмăлли палăрать.

Информаци ушкăнĕ Тивĕшре пулнă май пĕлтерĕшлĕ тепĕр ыйтăва та хускатакансем пулчĕç. Унчченхи шкулăн икĕ хутлă çурчĕ хальхи вăхăтра çурри ытла пушах ларать. Пуçламăш классен çуртне арендăна панă, унта сĕтел-пукан хатĕрлекен цех вырнаçнă. Анчах та тĕп çуртра вара пĕрремĕш хутра 21 ача çÿрекен ушкăнлă "Незабудка" ача сачĕпе библиотека кăна. База вара чухăн мар. Тир та пур, спортзал та, шкул кабинечĕсем те пушах.

Сĕнÿсем тĕрлĕрен. Чи малтанах çурт валли уйрăм котельнăй тăвассин ыйтăвне татса парас пулать. Тĕп котельнăйран ăшă илсе тăни питех те тăкаклă. Хальхи вăхăтра ача сачĕсĕр пуçне сĕтел-пукан хатĕрлекен цех çурчĕ те, столовăй çурчĕ те, юнашарти Культура çурчĕ те тĕп котельнăйран ăшă илсе тăраççĕ. Котельнăйри оборудовани кивелсе çитнĕ, расхутсем пысăк.

Ача садĕнче тепĕр ушкăн уçасси пирки те сĕнÿ пулчĕ. Çакă пушă пÿлĕмсемпе туллинрех усă курма май панă пулĕччĕ.

Шкул пулнă çуртра спортзал пушах пирки Культура çуртне кунта куçарасси пирки те шухăш пур. Ун çурчĕпе урăх тĕллевпе усă курма май пулĕ.

Çапла, сĕнÿсем те, шухăшласа пăхмалли те çук мар. Кунта çавна кăна каласа хăварма пулать. Ыйтăва пĕлсе, шухăшласа татса пани кирлĕ. Мĕн пуррине сыхласа хăварни тĕрĕсрех пулни вара каламасăрах паллă.

Шетмĕпуçĕнчи информаципе культура центрне те çитсе курчĕ информаци ушкăнĕ. Иртнĕ çул кунта республика тата район укçа-тенкĕ уйăрса панипе пысăк калăпăшлă капиталлă юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ. Хăтлă, таса, илемлĕ - нимĕн те калаймăн. Тĕрлĕрен массăллă мероприятисем ирттерме пур майсем те пур.

Пĕтĕмĕшле çавна палăртмалла. Ял çыннисен пурнăç условийĕсем япăх шайра пулманни куçкĕрет. Ку енĕпе патшалăх пулăшăвĕ курăмлă. Çапах та, ваттисем калашле, Турă çине кăна шанса ларма кирлĕ мар тени те тĕрĕсех. Хамăрăн пурнăçа лайăхрах тăвас тесе хамăрăн та ытларах тăрăшас пулать. Çакна ытларахăшĕ паян тĕрĕс ăнланать.

В. ШАПОШНИКОВ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика