21 марта 2015 г.
Паянтан Чăваш Енре хула тулашĕнчи сывлăха çирĕплетмелли ача-пăча лагерĕсене канма каяс текенсенчен завкăсем илме пуçларĕç. Пĕлтĕрхи пекех, ĕç-пуçа пĕрлехи автоматизаци тытăмĕ урлă ирттереççĕ. Заявкăсем йышăнмалли кампани виçĕ тапхăрпа пулать: мартăн 21-мĕшĕнчен пуçласа - йывăр лару-тăрури ачасем валли, мартăн 28-мĕшĕнчен - муниципалитет районсенчи тата республикăн пĕчĕк хулисенчи вĕренекенсем валли, апрелĕн 4-мĕшĕнчен пуçласа - Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хулисенчи вĕренекенсем валли.
Муркашри халăха социаллă пулăшу паракан центр паянтан тытăнса заявкăсем йышăнма пуçларĕ. Социаллă пулăшу кирлĕ ачасем валли путевка туянма тивĕçлĕ документсем тăратса ашшĕ-амăшĕ путевка хакĕн 5 процентне кăна тÿлет. Саккунпа пăхса хунă хăш-пĕр категорисен лагерьте тÿлевсĕр канма май пур. Тĕплĕнрех район администрацийĕн çуртĕнче 122-мĕш пÿлĕмре вырнаçнă асăннă центрта ыйтса пĕлмелле. Телефон номерĕ: 8(83541)62-3-38.