21 марта 2015 г.
Мартăн 20-мĕшĕнче район администрацийĕн ларусен залĕнче депутатсен районти Пухăвĕн черетсĕр 42-мĕш ларăвĕ иртрĕ.
Депутатсем ларура "Муркаш районĕн 2014 çулхи бюджетне пурнăçлани çинчен", "Депутатсен районти Пухăвĕн 2013 çулхи декабрĕн 6-мĕшĕнчи С-30Ÿ7 номерлĕ "Муркаш районĕн 2014 çулхи тата планланă 2015-пе 2016 çулхи тапхăрти бюджечĕ çинчен" йышăнăвне улшăнусем кĕртесси çинчен", "Депутатсен районти Пухăвĕн 2014 çулхи сентябрĕн 18-мĕшĕнчи С-35Ÿ4 номерлĕ "Чăваш Республикинчи Муркаш районĕнче бюджет тĕлĕшĕнчи право хутшăнăвĕсене йĕркелемелли положение çирĕплетесси çинчен" йышăнăвне улшăнусемпе хушăмсем кĕртесси çинчен", "Муркаш районĕн муниципалитет пурлăхне шута илессин положенине тата Муркаш районĕн муниципалитет пурлăх реестрĕнчи информацие пĕлтермелли йĕркене çирĕплетесси çинчен", "Пурлăха тÿлевсĕр майпа Муркаш районĕн муниципалитет харпăрлăхĕнчен Очăкассинчи вырăнти тĕн организацийĕн харпăрлăхне парасси çинчен", "Муркаш районĕнчи ял тăрăхĕсен администрацийĕсен хăш-пĕр полномочийĕсене йышăнасси çинчен"ыйтусене сÿтсе явса тивĕçлĕ йышăнусем турĕç.
Юлашкинчен район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев тухса каларĕ.