21 марта 2015 г.
Муркашра В. Иванов министр пулчĕ
Мартăн 17-мĕшĕнче пирĕн районта ĕçлĕ визитпа Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов (сăн ÿкерчĕкре тĕл пулури калаçу вăхăтĕнче) пулчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕпе Ростислав Тимофеевпа тата район администрацийĕн вĕренÿ, çамрăксен политикин тата физкультурăпа спорт пайĕн пуçлăхĕпе Зоя Дипломатовăпа тĕл пулса вĕсем районти вĕренÿ тытăмĕн аталанăвĕнчи хăш-пĕр ыйтусене сÿтсе яврĕç.
Хыççăн В. Ивановпа районти ертÿçĕсем шкулсен тата ача сачĕсен ертÿçисемпе йĕркеленĕ тĕл пулăва хутшăнчĕç. Калаçу тĕрлĕ енлĕ те уçă пулчĕ. Педагогсен ĕç укçи, 9 тата 10 классенчи профиль вĕренĕвĕн пахалăхне ÿстересси, кадрсен ăсталăх шайĕ - çак ыйтусем çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрчĕç. Çитес вĕренÿ çулĕнчен пĕтĕмĕшле вĕренĕвĕн тĕп сыпăкĕ федераци патшалăх вĕренÿ стандарчĕсем çине куçма пуçлать. Çавна май тухса тăракан ыйтусемпе задачĕсем те калаçура пысăк вырăн йышăнчĕç. Хушма пĕлÿ парассипе çыхăннă самантсем те, шкултан вĕренсе тухнă хыççăн ачасем малалла вĕренме каясси пирки тапратнă сăмах та тĕл пулура вырăн тупрĕç. Хальхи вăхăтра пурнăçланакан проектсене вĕçне çитересси ответлă ĕç пулнине палăртса В. Иванов экономикăри çăмăл мар лару-тăрура та вĕсене куçран вĕçертмелле маррине каларĕ. Вĕренÿ тытăмĕнче пулса иртекен ĕçсем те, Чăваш Ен Пуçлăхĕн ĕçĕ-хĕлĕ пекех, çынсемшĕн, чи малтанах ашшĕ-амăшĕшĕн, уçă пулмаллине аса илтерчĕ.
Вĕренÿ тата çамрăксен политикин ыйтăвĕсем питĕ анлине шута илсе калаçу та анлă пулчĕ, анчах та уйрăм ачан интересĕсене мала хурасси кирек хăш ыйтура та «хĕрлĕ йĕрпе» иртрĕ.
Н. Николаева.