Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Михаил Игнатьев: "Халăх шанăçĕ маншăн пысăк пĕлтерĕшлĕ"

21 марта 2015 г.

 

Мартăн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш патшалăх художество музейĕнче анлă пресс-конференци ирттерчĕ.

Пресс-конференцие федераци тата республика, районпа хула шайĕсенчи 50 ытла массăллă информаци хатĕрĕн представителĕ хутшăнчĕ. Михаил Игнатьев чи малтанах республика аталанăвĕпе паллаштарчĕ, тĕрлĕ самант çинче чарăнчĕ,   хыççăн журналистсен çирĕм икĕ ыйтăвĕ çине тулли хурав пачĕ.

Республика малашлăхĔ пысăк

- Хисеплĕ журналистсем, эсир Раççей, Чăваш Республика шайĕсенчи пĕтĕм ĕç-хĕле тĕрĕс хаклатăр. Кирлĕ информацие туллин тата вăхăтра ял-хула çыннисем патне çитеретĕр - çакă тĕп тĕллев. Тĕрлĕ указ, хушу, çавăн пекех ытти хыпар кая юлни хăйĕн пахалăхне, пĕлтерĕшне çухатать. Çавăнпа та эсир, журналистсем, патшалăх влаçĕпе, муниципалитет органĕсемпе тачă çыхăнура ĕçлетĕр, çавăн пекех тĕп пулăшуçăсем пулса тăратăр.

Пĕтĕмĕшле илсен вара мĕн пур йывăр лару-тăрăва пăхмасăр Чăваш Республики япăх мар аталанать. Çакăн тĕрĕслĕхне макроэкономика динамики та çирĕплетет, массăллă информаци хатĕрĕсенче те кун çути курнă ку кăтартусем.

Кашни кăтарту пĕр харăс ÿсĕмлĕ пулаймĕ, 2015 çулхи январь - февраль уйăхĕсенчи промышленноç производствин индексĕ, иртнĕ çулхи çак тапхăртипе пăхсан, 92,1 процентпа танлашрĕ. Продукци тирпейлекен производствăри индекс - 93,5 процент. Пĕтĕмĕшле йывăр лару-тăрăва пăхмасăр аталану пуласса шанса тăратăп.

Ĕç укçи шайĕ ÿсни те эпир малалла пынине тата пирĕн ĕçлес пултараслăха çирĕплетет. Организацисенче вăй хуракансен вăтам ĕç укçи калăпăшĕ çак тапхăрта 19 пин те 682 тенкĕпе танлашать е çакă иртнĕ çулти çак тапхăр шайĕпе пăхсан 103, 6 процент пулать.

Ачасем валли пулăшу вырăнлă пулĔ

Черетлĕ ырă хыпар: Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин Президентăн резерв фондĕнчен хушма пулăшу уйăрасси пирки хушу кăларчĕ. Раççей шайĕнчи 18,6 миллион тенкĕпе республикăри ача-пăча вĕренÿ тата сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсен çурчĕсене юсаса çĕнетĕпĕр. 7,5 миллион тенкĕ Шупашкарти 1 номерлĕ ача-пăча больници валли пулĕ. 5,336 миллион тенкĕ Улатăрти 9 номерлĕ шкул çуртне юсама кайĕ. 5,804 миллион тенкĕ - Пăрачкаври ача çурчĕ валли. Республикăри ача-пăча учрежденийĕсене Раççей шайĕнчен çакăн пек пулăшу уйăрни питĕ вырăнлă.

Паллах, патшалăх резервĕ кашни регионти кашни учреждени валли пĕр харăс çитеймĕ. Укçа-тенкĕне çапла майпа уйăрнă чухне вара вырăнсенче бюджет укçи-тенкипе епле усă курнине, пĕрлехи программăсене мĕнле хутшăннине те шута илеççĕ. Юлашки тăватă çулта асăннă фондран республика шайне 73 миллион çурă тенкĕ укçа уйăрнă.

Унтанпа Çулталăк иртрĔ

Раççейри ВМФ тĕп командующийĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн Балти флотĕнчи 201 номерлĕ "Р - 2" ракета катерне "Чувашия" ят панă. Çакна "Крымри çуркунне" пĕр çул тултарнипе те çыхăнтармалла. Чăваш делегацийĕ нумаях пулмасть Крыма ĕçлĕ çул çÿревпе çитсе килчĕ. Унти ертÿлĕхпе чылай проект вăя кĕртесси пирки сÿтсе яврăмăр, вăл шутра электротехника промышленноçĕн тата АПК ыйтăвĕсене те. Çавăн пекех вĕренÿпе культура сферисенче, çĕр хутшăнăвĕ енĕпе ĕçлемелли те сахал мар.    

Çак историлле пулăмшăн - Раççейпе Крым пĕр шухăшлă пулнишĕн - унта пурăнакансен савăнăçне, хăпартланăвне курса, туйса тăтăм. Крымра пурăнакан чăвашсемпе чылай калаçма, вĕсен пурнăçĕ пирки нумай пĕлме май килчĕ.

Кризиса парăнтарса                

Хальхи çăмăл мар лару-тăрура экономика тăнăçлăхне шайлаштарасси, финанс ăнăçлăхне тивĕçтересси, ку енĕпе обязательствăсене туллин пурнăçласси малти вырăна тухать. Çавна май Раççей, республикăпа район шайĕсенче 2015 - 2017 çулсем валли кризис мероприятийĕсен планне туса хатĕрленĕ тата ответлисене çирĕплетнĕ. Вăл 77 пунктран тăрать. Унпа килĕшÿллĕн экономикăри çăмăл мар лару-тăрура аталанăвăн тăнăçлăхне тивĕçтермелли мелсене палăртнă. Çаксене шута илсе бюджет обязательствисене пурнăçласси, ĕç укçипе, тĕрлĕ тÿлевпе вăхăтра та туллин тивĕçтересси мала тухмалла. Лару-тăру улшăннине кура хăш-пĕр тÿрлетÿ кĕртме тивет. Кризис мероприятийĕсен планĕ тĕп отрасльсене пырса тивмелле: промышленность, ял хуçалăхĕ, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх.

Çÿлерех асăннисене тĕпе илсен ял хуçалăх отраслĕ малашлăхлă отрасль шутланать. Çавна май продукци туса кăларассине тата сутассине ÿстерме те майсем пур.

Промышленность предприятийĕсемпе вара лару-тăру çăмăл мар. Вĕсене тавар туянакансем продукцишĕн тÿлеме пултарайманни иккĕлентерет, тавар вара складсенче выртать. Çавна шута илсе Раççей Федерацийĕн Промышленность министерстви çумĕнчи фонд программисене хутшăнма палăртатпăр. Ку çăмăллăхлă кредитсемпе, производствăна модернизацилессипе, диверсификаци туса ирттерессипе   çыхăннă, - терĕ Михаил Васильевич лару-тăрăва туллин çутатнă май.

 

Малалла М. Игнатьев журналистсен ыйтăвĕсене хуравларĕ.

- Михаил Васильевич, Мускавпа Чăваш Республики хушшинчи ĕçлĕ хутшăнăва эсир мĕнле хакланă пулăттăр, Чăваш Ен ертÿлĕхне унта хăй ыйтăвне епле татса пама май килет;

- Пирĕн ыйтăва Раççей шайĕнче тимлĕхсĕр хăвармаççĕ, хушусене те вăхăтра параççĕ. Эпир малтанхи пекех конкурс процедури витĕр тивĕçлĕ шайра тухма пултарса федераци программисене хутшăнатпăр. Малашне те ĕçлĕ çыхăну ăнăçлă пуласса шанатăп.

 

- Кăçалхи çураки çăмăл килмесси куçкĕрет. Хаксем ытлашши ÿснĕрен Ял хуçалăх министерствин информацийĕ тăрăх çак ĕç валли ытти çулхинчен 400 миллион тенкĕ ытларах укçа кирлĕ. Çавна май плансене туллин пурнăçлама май килĕ-и, кăçал çĕр улми, тыр-пул, аш, сĕт, пахча çимĕç иртнĕ çулхинчен ытларах туса илме палăртнă вĕт;

- Ял хуçалăх ĕçченĕсен ытлашшиех пăшăрханма кирлĕ мар. Иртнĕ çул вĕçĕнче кредит проценчĕсем те тăруках ÿссе кайрĕç. Анчах та федераци шайĕнче АПК отрасльне пысăк тимлĕх уйăрма палăртрĕç, кредит ставкисене 17 процент таран субсидилессине йышăнчĕç. Субсидие мĕн пур формăллă хуçалăхсем илме пултарĕç. Пĕтĕмĕшле илсен вара ял хуçалăх отрасльне пулăшасси, иртнĕ çулхипе танлаштарсан, самай пысăк пулмалла.

Раççей Федерацийĕн Правительстви Чăваш Республикин ял хуçалăх отрасльне аталантарма черетлĕ хушма пулăшу уйăрма йышăну кăларчĕ, çавна май федераци бюджетĕнчен 32 миллион тенкĕ килмелле. Ку укçа-тенкĕне хресчен (фермер) хуçалăхĕсем, вăл шутра предпринимательсем валли фермер хуçалăхне аталантарма ял хуçалăх çĕр лаптăкĕсем тĕлĕшпе документсем тунă тата фермер ĕçне пуçăнакансен çурт-йĕрне хăтлăх кĕртнĕ çĕрте усă курма палăртнă.    

Паянхи лару-тăрура ял хуçалăх отрасльне аталанма ăнăçлă майсем уçăлчĕç. Тĕш тырă, çĕр улми, сĕт, пахча çимĕç, аш туса илесси иртнĕ çулхинчен ытларах пулмалла. Раççей Федерацине тăратнă санкци çĕнĕ майсем уçрĕ. Ял хуçалăх малашлăхĕ пур.

- Республикăри ĕç рынокĕнчи шайлашулăха сыхласа хăварас тĕлĕшпе мĕнле мерăсем йышăннă;

- Ĕç паракансем ĕçлекенсене шалăва саккунпа килĕшÿллĕн тÿлеменни пăшăрхантарать, çавна май ĕç паракан налук тÿлессинчен пăрăнать. Паянхи кун аякра ĕçлекенсем тăван тăрăха каялла таврăнни Чăваш Республикин экономикине ырă витĕм кÿмелле.

Ĕçпе тивĕçтерекен служба банкĕсенче 14 пин ытла ваканси шутланать. Ĕç рынокĕнчи йывăрлăх 0,4 единицăпа танлашать, тепĕр майлă каласан ĕçсĕр пĕр çын пуçне 3 вакансие яхăн тивет. Уйрăмах продукци тирпейлекен организацисем ĕçлекенсем çителĕксĕр пулнипе йывăрлăх тÿсеççĕ. Курттăммăн тата ваккăн суту-илÿ организацийĕсенче, строительство сферинче ĕç вырăнĕсем пур. Аякран килнĕ çынсем валли ĕç вырăнĕ çук тесе каламастăп эпĕ. Çавăн пекех квалификацие улăштарса тепĕр ĕçе республика бюджечĕ шучĕпе те вĕренме майсем пур. Çыннăн ĕçлес кăмăлĕ пултăр.      

- Республика Пуçлăхĕ сывă пурнăç йĕркине пăхăнассинче ырă тĕслĕх кăтартать. Юлашки вăхăтра ку енĕпе мĕнле çĕнĕлĕх вăя кĕртрĕр тата эсир;

- Волейболла, футболла вылятăп, çуран чупатăп тата велосипедпа çÿретĕп. Вĕсемсĕр пуçне хоккейла выляма пуçларăм. Ку енĕпе те услови республикăра эпир ача чухнехи мар, йăлтах çĕнĕлле. Çитес вăхăтра вара татах та лайăхланмалла. Шупашкар хулинче тепĕр темиçе уйăхран 7,5 пин вырăнлă Пăр керменĕ хута каймалла, унтах тренировка ирттермелли вырăн та пулмалла. Çакă йăлтах - республика çыннисемшĕн. Вĕсен спортпа ытларах туслашма тăрăшмалла.

- Çитес вăхăтри пысăк спорт мероприятийĕсене республикăра ирттерни Чăваш Ене мĕн парать;

- Вĕсене хамăр территорире ирттерме ирĕк çĕнсе илесси тĕнчери пысăк хуласем хушшинчи хĕрÿ тупăшура пулчĕ. Хулана хăтлăх кĕртнисĕр тата инфраструктурăна аталантарнисĕр пуçне экономикăпа социаллă енсем çине те ырă витĕм кÿреççĕ çак мероприятисем. Вĕсене кунта ирттерни регион ятне çÿле çĕклеме май парать, спорт енĕпе кăна мар, экономика хутшăнăвне те çирĕплетет. Спорт ĕçне вара ытларах та ытларах çынна явăçтарма май парать. Çирĕп наци ÿстĕр тесен вара сывă пурнăç йĕркине пăхăнни кирлĕ.

- Литература çулталăкĕнче писательсен пĕрлĕхне пулăшу       пулĕ-и;

- Литература аталанăвĕ валли çулсеренех республика бюджетĕнче укçа-тенкĕ уйăратпăр. Ача-пăча хайлавĕсене чăваш чĕлхипе çыракан авторсем грант çĕнсе илме пултараççĕ. Финанспа экономика кризисĕсене пăхмасăр эпир çак ĕçсене туса ирттерме палăртатпăр. 2012 çултан пуçласа республикăри тата ытти регионти ача-пăчан чăвашла çырнă хайлавĕсен авторĕсене çĕнĕ хайлавсем çырма хавхалантарас тесе конкурс иртет. Ку тĕлĕшпе те тĕрлĕ грант уйăрма палăртнă.

- Юлашки çулсенче медицина пулăшăвĕн пахалăхĕ ÿсрĕ. Ялсенчи медицина пирки мĕн каланă пулăттăр;

- Республика сывлăх сыхлавĕ çине миллиардшар тенкĕ укçа уйăрчĕ, вăл шутра пысăк технологиллĕ çĕнĕ йышши оборудовани туянма та. Сывлăх сыхлавĕн системине аталантарассине малалла тăсатпăр. Анчах та çыннăн сывлăх шайĕ медицинăран 10 - 15 процент кăна килет, ытти вара сывă пурнăç йĕркине пăхăннипе çыхăннă, апла пулсан ытларах хамăртан килет - кунта миллиардшар тенкĕ кирлĕ мар.

Ялти медицина та пысăк тимлĕхре, модульлĕ 100 фельдшерпа акушер пунктне хута ярассин программи тивĕçлĕ шайра пурнăçланса пырать. Паянхи кун тĕлне 60 ФАП çынсен ыйтăвне туллин тивĕçтерет. Кăçал 40 ФАП хута ямалла.

Ялсенче медицина кадрĕ çителĕксĕррине палăртмалла. Миллиардшар тенкĕ хывнă учреждени те ятарлă специалист çук пулсан нимĕн те памасть. Çамрăк специалистсене ялсене ĕçлеме вырнаçтарас тесе "Земский доктор" программа малалла ĕçлет, 1 миллион тенкĕ хавхалану вăйра тăрать. 2012 - 2014 çулсенче çак программăна 239 врач кĕнĕ. Анчах та укçа-тенкĕ хавхаланăвĕпе кăна кадр ыйтăвне татса параймăн. Çамрăк специалист тăван тăрăха таврăнтăр тесен унра тăван ял тата унти çынсем патне юрату туйăмĕ çуратмалла.

- Кризис тапхăрĕ пынă май Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсен, нумай ачаллă çемьесен, тăлăх ачасен пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерессин социаллă программисене   вăя кĕртесси чакмĕ-и;

- Асăннă категорие пулăшасси 2015 çулта кăна мар, ун хыççăнхи çулсенче те малалла тăсăлĕ. Асăннă категорисене тĕрев пама республика бюджетĕнче укçа-тенкĕ пăхса хунă. Ку таранччен 5538 ветерана пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерме 5,27 миллиард тенкĕ уйăрнă. 2015 çулта ку тĕлĕшпе 190 ветеран валли 213,1 миллион тенкĕ тăкаклама палăртнă. Пирĕн тĕллев - вĕсене Аслă Çĕнтерÿ уявĕ тĕлне пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси.

Çулсерен пилĕк тата ытларах ачаллă çемье патшалăх пулăшăвне тивĕçет, çулсерен çакăн йышши 35 - 45 çемье хăтлă çурт-йĕре пурăнма куçать. Асăннă шайра кăçал нумай ачаллă 33 çемьен ыйтăвне тивĕçтерме палăртнă.  

2013 - 2014 çулсенче тăлăх ачасене хăтлă çурт-йĕрпе тивĕçтерес тĕлĕшпе пысăк ĕç туса ирттернĕ. Кăçал та республикăри 120 яхăн тăлăх ача çурт-йĕрлĕ пулĕ.

- Михаил Васильевич, эсир хăвăрăн кандидатурăна Чăваш Ен Пуçлăхне суйлама тăрататăр-и, çынсен шанăçне туятăр-и;

- Ку ыйту иртнĕ çулхи августри пресс-конференцире те пулнăччĕ. Ун чухне хурав пама тăхтарăм, вăхăт çитсен пĕлтерессине палăртрăм. Халĕ вара шăпах çав вăхăт çитрĕ тесе шухăшлатăп, эпĕ хамăн кандидатурăна тăратма килĕшетĕп. Çак шухăша ытти тĕл пулура та пĕлтертĕм. Суйлавччен вара вăхăт нумаях та юлмарĕ.

Эпĕ халăх шанăçне чăннипех те туятăп. Тăтăшах общественноçпа тĕл пулнă май çынсем те хама кандидата тăратма ыйтаççĕ. Республика территорийĕнче суйлав ирттересси пирки суйлав саккунĕсем, федераци саккунĕсем тата ытти саккун вăйра тăрать. Эпĕ - "Единая Россия" политика партийĕн членĕ.

Чăваш Енте регистрациленнĕ партисем хăйсен кандидачĕсене региона ертсе пыма кандидата тăратма ирĕклĕ. Республика Пуçлăхĕн тивĕçĕ вара суйлава уçă та тĕрĕс, корректлă та конкурентлă ирттересси пулса тăрать.

Пресс-конференцири ыйтусем тĕрлĕ сферăна хускатрĕç: Аслă Çĕнтерÿ 70 çул тултарнине, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх сферине, ипотека кредичĕн ставкине тата ыттине те.        

Хамран вара çакна палăртса хăваратăп. Пирĕншĕн, массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсемшĕн, "ыйту - хурав" мелĕпе йĕркеленĕ пресс-конференци кулленхи ĕçре питĕ вырăнлă. Республикăн пĕрремĕш çыннинчен чылай çĕнĕлĕх пирки пĕлме пултартăмăр. Социаллă программăсене вăя кĕртесси те, ытти ĕç те малалла аталанать республикăра. Федераци шайĕнчен те пулăшу пĕчĕк маррине пĕлтĕмĕр. Пирĕн тĕллев - республика ертÿлĕхĕнчен илнĕ пур енлĕ пуян та тулли информацие вулакан патне вăхăтра çитересси.

Р. Илларионова.    

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика