20 февраля 2013 г.
Районăмăр кунĕ ячĕпе ирттернĕ савăнăçлă пуху кăçал ытларах чухнехи пекех К. Иванов ячĕллĕ Чăваш академи драма театрĕнче иртрĕ. Палăртнă вăхăта иртнĕ эрне кун, нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕнче, пур ĕç коллективĕсен делегацийĕсем те пухăнса çитрĕç кунта. Халăх йышлă çÿремелли вырăнсенче йĕркеленĕ выставкăсем, Муркашпа Мăн Сĕнтĕр райповĕсем йĕркеленĕ суту-илÿпе кунти техĕмлĕ кукăль шăрши уяв чапне ÿстерчĕç кăна.
Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи кĕрленĕ 1944 çулхи нарăс уйăхĕнче çĕнĕ тытăмра пĕрремĕш утăм тунă Муркаш ен паян мал туртăмлă аталанса пырать. Кая хăвармасăр татса памалли ыйтусем те çук мар-ха. Анчах районăмăр 69 çул тултарнине халалласа ирттернĕ пухура район пуçлăхĕ И. Николаев тата район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев хăйсен сăмахĕсенче паянхи ÿсĕмсемпе пĕрлех умри тĕллевсем çинче те чылай чарăнса тăчĕç. Çакна кашниех малашлăх аталану валли çĕнĕ ĕмĕт-тĕллев çуратмалла тесе йышăнчĕ.
Савăнăçлă пухăва уçнă тата уява килнĕ хăнасемпе, кун йĕркипе паллаштарнă хыççăн Ростислав Николаевич пухăннисене район утса иртнĕ çул-йĕрпе, малта пыракан коллективсемпе паллаштарчĕ, Муркаш енĕн иртнĕ çулхи экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕн утăмĕсене пĕтĕмлетрĕ:
– Пирĕн тĕп тĕллев – районăн экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвне пур енлĕ те ÿсĕмлĕ тытса пырасси тата районта пурăнакансен пурнăçне тăтăш лайăхлатасси, федераллă тата республика саккунĕсене пăхăнакан эффективлă ĕçлекен системăна тытса пырасси. Çакă вăл паян 69 çул тултаракан районăн кулленхи ĕçĕ-хĕлĕ. Хамăр ĕçсене эпир иртнĕ çул РФ Президенчĕ Федераллă Пухăва тухнă, ЧР Пуçлăхĕ Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă çырусенче пăхнă йĕркесемпе районăн 2020 çулчченхи экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕн стратегийĕпе йĕркелесе пытăмăр. Пирĕн районăмăрăн промышленноçпа ял хуçалăх производствин экономика потенциалĕ пысăк. Коллективсен тăнăç аталанăвĕ çакăнта çĕнĕ ÿсĕмсем тума пултарасси пирки эпĕ иккĕленместĕп, – терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ хăйĕн сăмахне пуçланă май.
Уйрăм тытăмсенче район иртнĕ çул епле аталаннă-ха?
Ял хуçалăхĕ
Районти çĕр ĕçченĕсем, тĕпрен илсен, ял хуçалăх продукцине туса илессипе специализациленнĕрен, пĕлтĕр ял хуçалăх продукцине пĕтĕмпе 1 миллиард та 902 миллион тенкĕлĕх туса илнĕ. Çак виçере ял хуçалăх предприятийĕсен тÿпи 29,8 процент çеç. Пĕтĕм категориллĕ хуçалăхсем тăрăх пăхсан ял хуçалăх продукцине туса илнин индексĕ 99 процентпа танлашать.
Иртнĕ кĕр кунĕсенчи çанталăк условийĕсем тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене пысăк тухăçпа пуçтарса илме памарĕç. Çĕр ĕçченĕсем районĕпе гектар пуçне вăтамран 20,2 центнер тырă пуçтарса илсе çĕнĕ çăкăра кĕлете пĕтĕмĕшле 23,8 пин тонна кĕртсе хучĕç. Унчченхи çулпа танлаштарсан çак кăтарту 31 процент (10,6 пин тонна) сахалланнă.
Çĕр улми туса илесси те виçĕм çулхинчен 13,8 процент сахалрах пулчĕ. Районăн вăтам тухăçĕ гектар пуçне 144 центнерпа танлашрĕ. 2012 çулта пахча çимĕç туса илессипе «ВаСем» чикĕллĕ яваплăхлă обществăпа А. Толстовăн хресчен (фермер) хуçалăхĕ тĕллевлĕ ĕçлени гектар пуçне 362,6 центнер тухăç илсе районăн пĕтĕмĕшле кăтартăвне 9,9 пин тоннăна çитерме май пачĕ. Çаксенчен тĕслĕх илмелли, вĕренмелли паян кашнийĕнех пурри курăнать.
Ял хуçалăх производствин пĕтĕмĕшле калăпăшĕнче выльăх-чĕрлĕх отраслĕн тÿпи 56 процент. Çулталăк хушшинче пур харпăрлăх формиллĕ хуçалăхсем пĕтĕмпе 5 пин тонна аш-какай (2011 çулхин 97,2 проценчĕ), 41 пин тонна сĕт (99,5 процент) туса илнĕ. Производство калăпăшĕ чакнин тĕп сăлтавĕсем: мăйракаллă шултра выльăх йышĕ сахалланни (7,8 процент), ĕнесен хисепĕ чакни (11,2 процент). Иртнĕ çул районти ял хуçалăхĕнче пулса иртнĕ пĕлтерĕшлĕ пулăм вăл – «Путь Ильича» агрофирмăра тĕнче стандарчĕсене пăхăнакан сĕт производствин технологийĕсемпе тивĕçтернĕ çĕнĕ комплексăн сумалли 500 ĕне вырнаçмалли тытăмĕ хута кайни.
Мăйракаллă шултра выльăхсен кĕтĕвĕ пĕчĕкленнипе пĕрлех ĕнесен хисепĕ те чакнипе пĕтĕмĕшле сĕт сăвасси 2 процент сахалланчĕ. Çав вăхăтрах пĕр ĕне пуçне сĕт сăвасси унчченхи çулхинчен вăтамран 6 процент ÿссе 3716 килогрампа танлашрĕ.
Пĕлтĕр районĕпе 72,4 миллион штук çăмарта илнĕ пулсан, «Моргаушская» чăх-чĕп фабрикин тÿпи 65,5 миллион штук (90,5 процент). Фабрика çулсерен производствăна ÿстернине палăртмасăр иртме çук.
Ĕçри ăнăçусем кашниех хăй вырăнĕнче тĕллевлĕ те квалификациллĕ вăй хунипе çыхăннă. 2012 çулхи ÿсĕмлĕ ĕçре те çакăн тÿпи пысăк. Иртнĕ çулхи ĕçсене тишкернĕ май паян эпир уйрăмах ăнăçуллисене ятранах асăнма тивĕç. Вĕсем: Чкалов яч. хис. хуçалăхри Б. Никитин комбайнер, Суворов яч. хис. хуçалăхри А. Архипов водительпе ĕнесене машинăпа сăвакан оператор В. Печкова, «ВаСем» чикĕллĕ яваплăхлă обществăри Н. Петров механизатор т. ыт. те.
2012 çул историе ял тăрăхĕсене илсе килнĕ реформăсемпе, ял пурнăçĕн оптимизмла аталану никĕсĕ хывăннипе асра юлчĕ. Ĕçри ăнăçусем кашниех хăй вырăнĕнче тĕллевлĕ те квалификациллĕ вăй хунипе çыхăннă.
Промышленность
Тимлени харама каймарĕ: промышленность производствине ÿстерме пăхнă задачăна район пĕлтĕр палăртнинчен ирттерсе пурнăçларĕ. Туса кăларнă таварсен, харпăр хăйĕн вăйĕсемпе пурнăçланă ĕçсемпе услугăсен калăпăшĕн индексĕ иртнĕ çул 131,1 процентпа танлашрĕ. Паянхи хаксемпе пăхсан эпир иртнĕ çул 1 миллиард та 756 миллион тенкĕлĕх промышленность таварĕсем туса кăларнă.
Тăнăç аталанакан предприятисенче рынок хутшăнăвĕсенчи лару-тăрăва лайăх пĕлекен, производствăпа ĕçĕн ăста йĕркелÿçисем ĕçлени пысăк пĕлтерĕшлĕ. Акă «Çеçпĕл» хупă акционерлă общество (ертÿçи В. Бакшаев) продукци туса кăларас калăпăша пĕлтĕр 1 миллиард та 655 миллион тенкĕне çитерчĕ. Çак предприятире пĕрремĕш çул мар производство мастерĕнче ĕçлекен И. Архипов, производство бригадирĕ О. Пушкин, В. Шолков мастер, В. Васильев газоэлектросварщик ыттисемшĕн ырă тĕслĕхпе палăрчĕç.
Муркашри кирпĕч заводĕнче иртнĕ çул производствăна 2,1 хут ÿстерме мехел çитернине те ырламалла кăна. Кунта виçĕм çулхинчен 1,7 хут ытларах (11,5 млн штук) кирпĕч туса кăларнă. Ку вăл 78,4 млн тенкĕпе танлашать. Заводра ĕçлекен Н. Андреева, А. Арсентьев, Э. Васильева, Т. Шарапова т. ыт. те ĕç ăнăçăвĕшĕн куллен çанă тавăрса ĕçленипе çыхăннă çакă.
«Сундырь-Хлеб», «Моргауши-Хлеб» чикĕллĕ яваплăхлă обществăсем хăйсен производствине тăтăш ÿстерсе, ассортиментне пуянлатса пыни суту-илÿ учрежденийĕсенче курăнать. Р. Чебенов ертсе пыракан «Моргаушимежрайгаз» филиал пĕлтĕр хăйĕн ĕç калăпăшне 14,9 процент ÿстерни (34,3 млн тенкĕ) асăннă предприятин вăй-халне курăмлă кăтартать.
Промышленность производствин ÿсĕмлĕ динамикипе пĕрлех асăннă предприятисен малашне хăйсен умне продукци конкурентлăхне ÿстерме тĕнчери пахалăх стандарчĕсене пурнăçа кĕртес тĕллеве лартмалла.
Суту-илÿ
Районти халăха суту-илÿ ыйтăвĕпе тивĕçтерес ĕç тăнăç шайра пурнăçланса пырать. 2012 çулта пĕчĕк предпринимательство йышне кĕмен организацисенче ваккăн тавар сутас ĕç калăпăшĕ 994,5 миллион тенкĕпе танлашрĕ. Ку вăл виçĕм çулхинчен 9,6 процент пысăкрах. Пĕтĕм калăпăшăн ытларах çаврăнăшне Муркаш тата Мăн Сĕнтĕр райповĕсен потребкоопераци предприятийĕсем йĕркелерĕç. Çак структурăсенче паян пурнăçран юлмасăр аталанассишĕн суту-илÿ сечĕн улшăну процесĕсем пыраççĕ, традициллĕ мар ĕç-хĕл тĕсĕсем вăй илеççĕ, кооператорсемпе ял хуçалăх секторĕ хушшинчи хутшăну ял хуçалăх продукцине туянассипе, тирпейлессипе тата сутассипе çирĕпленсе пырать.
Строительство
Строительство ĕçĕнче инвестици активлăхĕ ÿсрĕ. 2012 çулта çак тĕллевпе район 619,6 миллион тенкĕ явăçтарнă. Паян уйрăмах ырă сăмахсене «Моргаушская» МСО (ертÿçи В. Семенов) строителĕсем тивĕçлĕ. Пĕлтĕр вĕсем 24-шар хваттерлĕ икĕ çурта ĕçе кĕртрĕç. Республикăри «Ялсен 2013 çулчченхи социаллă аталанăвĕ» тĕллевлĕ программăпа 11 çамрăк çемьепе çамрăк специалистсене пурăнмалли çурт-йĕр тума е туянма социаллă тÿлевсем 6,8 млн тенкĕлĕх тата 6 гражданина 2,9 млн тенкĕлĕх свидетельствăсем панă.
«Пурăнмалли çурт-йĕр» тĕллевлĕ программăн «Çамрăк çемьесене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси» подпрограммине пурнăçа кĕртсе районта 12 çамрăк çемье тĕлĕшпе 5,8 млн тенкĕ социаллă тÿлевсем уйăрнă.
Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕсемпе тăлăх арăмĕсене пурăнмалли çурт-йĕре лайăхлатмалли йĕрке те тĕллевлĕ пурнăçа кĕрсе пычĕ.
2012 çулта çул-йĕр тăвассипе тата пăхса тăрассипе 49,3 млн тенкĕлĕх ĕç пурнăçланă. Вăл шутра 36,2 млн тенки – республика бюджетĕнчен уйăрнă укçа-тенкĕ.
ЧР Президенчĕн 2009 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнчи «Чăваш Республикинчи çĕнĕ урамсене васкавлă электрификацилесси» Указне пурнăçа кĕртессипе ĕçсем пур енлĕ пыраççĕ. Çĕнĕ урамсене электричество çути кĕртме 53 проект хатĕрленĕ: 21 çĕрте строительство ĕçĕсем пыраççĕ, 32 объектра «Чувашэнерго» хăйĕн ĕçне пурнăçлать.
Вĕрентÿ
Пахалăхлă вĕрентÿпе çын чунне аталантарасси – «Вĕрентÿ» наци проектне реализацилемелли тĕп çул-йĕр. Шкул ачине чунпа нравственность воспитанине парасси учительрен пуçланать. Паян учительсем хăйсен педагогика ăсталăхне уйрăм пĕлÿсемпе пуянлатни нихăçанхинчен те ытларах кирлĕ. Районăн вĕрентÿ тытăмĕнче çак саманта 584 педагог вăй хурать.
Районти вĕрентÿ тытăмне модернизацилессипе комплекслă ĕçсене реализацилес тĕллевпе района федераллă бюджетран 8,4 млн тенкĕ субсиди уйăрнă. Вăл шутран спорт оборудованийĕ туянма – 1,4 млн тенкĕ, капиталлă юсав валли – 7 млн тенкĕ. Район бюджетĕнчен уйăрнă укçа-тенкĕ виçи 1,8 млн тенкĕпе танлашнă.
Сывлăх
Республикăра информаци технологийĕсене унификацилес тата стандартизацилес принципсем çинче сывлăха сыхлас ĕç учрежденийĕсене пĕрлештерсе пĕрлехи медицина системи туса хурас ĕç пырать.
«Земство тухтăрĕ» федераллă программа ĕçленипе пĕлтĕр района 7 çамрăк специалист килнĕ. Çакă район больницине врач кадрĕсемпе туллин тивĕçтерме май панă. Ку ĕçпе кăçал та ĕçлемеллисем пур-ха, район больници «Земство тухтăрĕ» федераллă программăпа тепĕр 2 врач йышăнма пăхать. Тĕп енсен шутĕнче 2013 – 2015 çулсенче «Сывлăх» наци проектне малалла аталантарасси.
ЧР Пуçлăхĕн М. Игнатьевăн Указне пурнăçласа çитес икĕ çул хушшинче районти Тойкилтĕ, Шомик, Шуркасси ялĕсенче фельдшерпа акушер пункчĕсене ĕçе кĕртме пăхнă.
Физкультура, спорт
Районта физкультурăпа спорт пĕлтерĕшне анлăлатас, спорт шкулĕсен сечĕсене сарас, çамрăксем валли хăйсем пурăнакан вырăнтах сывлăха çирĕплетмелли спорт клубĕсем уçас ĕç çине пысăк тимлĕх уйăратпăр.
2012 çулта районта массăллă разрядлă 2,7 пин,1-мĕш разрядлă 5 спортсмен, Раççей спорт мастерне пĕрре хатĕрленĕ. Тĕрлĕ спорт секцийĕсене 11 пин çын çÿрет. Ку вăл районти 6 – 60 çулсенчи çынсен 32 проценчĕ. Районăн пĕрлештернĕ командисем пĕлтĕр Раççейри тата республика шайĕнчи 45 ăмăртăва хутшăннă.
Культура
Иртнĕ çул культура сферинче ирттернĕ ĕçсем ял культурине сыхласа хăварас тата аталантарас, çак ĕçе ял çыннисене активлă явăçтарас тĕллевпе иртрĕç. Кунти приоритетлă ĕç вăл – пурлăхпа техника базине пуянлатасси. Ял тăрăхĕсен комплекслă строительство конкурсне хутшăнса пĕлтĕр Катькасри Культура çуртĕнче 1,4 млн тенкĕлĕх капиталлă юсав ĕçĕсем ирттерме май килчĕ. Çак йĕркепех Мăн Сĕнтĕрте юсавпа строительство ĕçĕсем пуçланчĕç.
Халăх пултарулăхне аталантарас тĕллевпе ирттернĕ смотр-конкурса хутшăннă художество пултарулăх коллективĕсенчен 13-шĕ халăх ятне тивĕçрĕ.
А. БЕЛОВ хатĕрленĕ.