Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Профилактика кунĕ

20 февраля 2013 г.

 

Районта профилактика кунĕсене вырăна тухса ирттерни ял тăрăхĕсемшĕн те, унта пурăнакансемшĕн те пĕлтерĕшлĕ. Кунпа пĕрлех – участковăйсемшĕн те пысăк пулăшу. Мĕншĕн тесен вĕсем çине пянхи кун пысăк тиев лекет: пĕр участковăй ытларах чух икĕ ял тăрăхне пăхса тăрать.

Иртнĕ эрнере профилактика кунĕ Катькас ял тăрăхĕнче пулчĕ. Ку ял тăрăхĕнче те кая юлмасăр татса памалли çивĕч ыйтусем сахал марри палăрчĕ.

Полицейскисемпе пĕрле районти йĕркелĕхе тытса тăма пулăшакан ытти субъектсем те профилактика ĕçне тĕрлĕ енлĕн ирттерчĕç. Йывăр лару-тăруллă çемьесене, опекăри ачасен çемйисене çитсе унти условисемпе интересленчĕç, тирпей-илеме мĕнле тытса тăнине, учетри çынсене тĕрĕслерĕç – йĕркелĕхе ытти енлĕн пăсассинчен асăрхаттарассипе Катькас ял тăрăхĕнче кун каçа тимлерĕç. Йĕркене пăснă 15 тĕслĕх тупса палăртрĕç.

Шатракассинчи пĕр çемьене мĕнле пурăнаççĕ-ши тесе кĕтĕмĕр. Кил хуçи ĕне шăварма тесе пире хирĕç шăпах тулли витресемпе тухатчĕ. Пушă витреллĕ хĕрарăма курсан телей пулмасть теççĕ те, кунта вара – арçын, çитменнине икĕ тулли витрепе. Ăçтан пулмĕ-ха телейĕ; Шала кĕтĕмĕр те – «чи телейлĕ» çынсем кунта пуçтарăннă иккен. «Çветтуй Валентин кунне паллă тăватпăр. Ман тата çуралнă кун. Имею право. Тем более эпĕ вĕсен ĕнине пăхма килсе – пăруламалла унăн», – çапла каласа хучĕ самаях ÿсĕрĕлнĕ хĕрарăм.

Кунта вăл ывăлĕпех килнĕ. Ывăлĕ те хĕрĕнкĕ. Тепĕр икĕ арçын хăйсене кăшт лăпкăрах тытрĕ. Кÿршĕсем çуралнă кун паллă тума пуçтарăннă. Ку пÿртре вара вĕсене кашнинчех çăкăр-тăварпа кĕтсе илнĕн туйăнчĕ, атту çын патне кайса ĕçкĕ туса ларăн-им; Кунта пурăнакан хĕрарăм та эрехне тиркекенни мар иккен. Ачисем шкултан таврăниччен эрех ĕçсе вырăн çине тÿнсе каймалăх та пулатчĕ унăн: «хăнасем» аптекăран туяннă виçĕ кĕленче спирт илсе килнĕ, шывпа хутăштарса ĕçнине каларĕç. Çапла вара ĕне пăруламалли пирки те пуçра шухăшĕ пулас çукчĕ-ха. «Муркаша кредит тÿлеме кайсан çичĕ-сакăр кĕленче илсе килнĕ, манăн татах пур», – тесе кÿршĕ хĕрарăмĕ ыттисенчен кайран киле тухса утрĕ.

Юрать-ха икĕ ача амăшĕ маларах вĕри апат пĕçерсе ĕлкĕрнĕ. Тепĕр кăшт ытларах ĕçнĕ пулсан ăна нимĕн те кирлĕ пулмĕччĕ.

Катькасри çемьере вара лару-тăру ытла та хăрушă: кăмаки ишĕлсе анма тытăннă – ăна хутма май çук, апат пĕçерсе çиме электричество плитипе усă кураççĕ, пÿлĕме пĕртен-пĕр электрорадиатор ăшăтать. Çемьере виçĕ ача, пĕри шкул çулне те çитмен-ха – çуркунне виççĕ тултармаллине каларĕç. Пĕчĕк ача темиçе хут кĕпе-йĕм, калпак тăхăннă. Пÿртре вара нÿрĕ, сивĕ, тирпей тени сахалрах, вырăн çинче ÿсĕр кукаçи... Хĕрарăм кĕçĕннишĕн кăна ача-пăча пособине илсе тăрать. Аслисемшĕн документсем хатĕрлесе паман-мĕн. Пропискăпа та ыйтусем тухса тăчĕç. Кĕçĕннишĕн амăш капиталне тивĕçнĕскере йĕркеллĕ пÿрт тупса туянма сĕнтĕмĕр.

Тепĕр киле – ачасене опекăна илнĕ çемьене çитсен вара пачах хирĕçле, куçа савăнтаракан, кăмăла хăпартакан ÿкерчĕк куртăмăр. Пÿртре ăшă, тирпейлĕ, ачасем валли пур услови те туса панă. Танлаштару патне инçе каймалла мар – пĕр ял тăрăхĕнчех.

Катькас тăрăхĕнче вырнаçнă шкулсенче, ача-пăча садĕнче те профилактика ушкăнĕсем калаçусем ирттерчĕç, полици чĕнмелли кнопкăсем, видеосăнав камерисем ĕçленине тĕрĕслерĕç. Кусем пĕтĕмпех йĕркеллĕ-ха, анчах та Шатракассинчи шкулта ачасем аслисене сывлăх сунманни йĕркесĕрлĕхе чăнах та чи малтанхи тапхăрта тупса палăртнипе танах пулчĕ пулĕ, шухăша ячĕ. Шомикри шкулта вара иртсе каякан пĕр арçын ачаран чрезвычайлă лару-тăрура (ятарлă тĕслĕх илсе кăтартрĕç) харпăр хăйне мĕнле тытмаллине ыйтрĕç. Маттур – пĕтĕмпех тĕрĕс хуравларĕ.

Çапла маттур ачасем ытларах пулсан пуласлăх та çирĕп алăра пулмалла та. Хальлĕхе вара Катькас ял тăрăхĕнче тимлĕх уйăрмалли ыйту сахал мар. Акă пĕр çемье пуçне профилактика кунĕн пĕтĕмлетĕвне чĕнсех «тăн пама» шутланă. Çак çемье пирки каланă чух вырăнти депутатсем вĕсен килĕнче хирĕçÿсем час-часах тухнине пĕлтерчĕç, харкашусем хыççăн арăмĕпе пĕр ачи килтен тухса кайни те пĕрре мар пулнă. Тепĕр уйăхран çак арçынна ял тăрăхĕнче профилактика канашĕнче тепĕр хут итлеме йышăнчĕç.

Карамалькассинче акă çул тума палăртнă, анчах хальлĕхе ял урамне тирпейлесе çитермен-ха. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г. Лебедев çынсемпе пуху туса калаçнине пĕлтерчĕ, ял тăрăхĕн шайĕнче ялсем хушшинче тирпей-илем енĕпе ятарлă конкурс ирттересси пирки те каларĕ. Ял урамĕсенче чупса çÿрекен йытăсене пĕтересси пирки те пĕтĕмлетÿ вăхăтĕнче тĕплĕ калаçу пулчĕ. Шкул ачисене автобуспа турттарас ĕçе те пăхса тухма сĕнчĕç вырăнти депутатсем: çул-йĕр çинче хăрушлăх тухасси пысăк. Тепĕр ыйту ял тăрăхĕнче коллективлă дачăсем пуррипе çыхăннă. Кунта вăрăлла ĕçсем тата ытти йĕркесĕрлĕх пулма пултарни куç кĕрет. Çавăнпах полицейскисем ял тăрăхĕн коллективлă садсен директорĕсемпе тачă çыхăнура пулмаллине те аса илтерчĕç.

Н. Николаева.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика