20 февраля 2013 г.
«Чăваш Республикинче ялта пурăнакансене медицинăпа санитарин пĕрремĕш пулăшăвне парассине лайăхлатмалли хушма мерăсем çинчен» Указа республика пуçлăхĕ М. Игнатьев пĕлтĕр ноябрĕн 2-мĕшĕнче алă пуснăччĕ. Унпа килĕшÿллĕн 2013–1015 çулсенче республикăра модульлĕ 100 фельдшерпа акушер пунктне хута ямалла.
В. Данилов, Муркашри район тĕп больницин тĕп врачĕ:
– Районта паянхи куна 37 фельдшерпа акушер пункчĕ. Вĕсене юсаса тытса тăрасси районти тĕп больница тивĕçĕ тесе çирĕплетнĕ. Юлашки çулсенче Оринин, Çатракасси, Йÿçкасси тата Чуманкасси ял тăрăхĕсем комплекслă компактлă строительство ĕçĕсем туса ирттермелли пилот проекчĕсене пурнăçлама ăнăçлă хутшăнма пултарнăран çав ял тăрăхĕсенчи фельдшерпа акушер пункчĕсене юсама май килчĕ.
Республика пуçлăхĕ çакăн пек Указ кăларни вара ялта пурăнакансемшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ. Указа пурнăçа кĕртме республикăра ятарлă программа хатĕрленĕ. Унпа килĕшÿллĕн фельдшерпа акушерăн модульлĕ пункчĕсене тăвас ĕç кăçал апрель уйăхĕнче тытăнмалла. Çак çулах республикипе пурĕ 20 çĕнĕ ФАП хута яма палăртнă.
Эпир те программăна кĕме пултартăмăр. Пирĕн районта çакăн пек фельдшерпа акушер пункчĕсем пурĕ виççĕ тума палăртнă. Кăçал – Шомикра, çитес çулта – Мăн Шаптакра, 2015 çулта – Шуркассинче. Шомикра, сăмахран, ку таранччен фельдшерпа акушер пункчĕ пулман. Ялта вара çын нумай пурăнать – 600-ре яхăн. Катькасри пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисне çÿреме çулĕ те çывăх мар. Çĕнĕ ФАП туни кашнинех тивĕçтермелле.
Фельдшерпа акушерăн çĕнĕ пункчĕсем ятарласа вĕсем валли çирĕплетнĕ санитарипе гигиена правилисене тивĕçтермелле. Кашни ФАП-а çут çанталăк газĕпе хутса ăшăтмалла. Шыв кĕртмелле, таса мар шывăн юхса тухмалла. Çаксене пĕтĕмех тăватпăр, паллах. Кунсăр пуçне ФАП-ра фельдшерăн йышăну пÿлĕмĕ (смотровой пÿлĕм-пе пĕрле), прививкăсем тумалли пÿлĕмпе пĕрлештернĕ процедура пÿлĕмĕ, кĕтсе лармалли ятарлă вырăн, медицина персоналĕ валли уйăрнă пÿлĕм, эмел упрамалли, çурта тирпей кĕртмелли хатĕрсен уйрăм пÿлĕмĕсем тата ытти хăш-пĕр пÿлĕмсем те пулмалла.