Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăхтасан аванрах мар-ши?

11 марта 2015 г.

 

Çуркуннехи пăр ултавлă пулнине пурте аван пĕлетпĕр пулин те, пăр айĕнчен пулă тытма юратакансене çакă тепĕр чухне тытса чараймасть. Кайран вара инкек курса тăрасси те инçе мар. Шыва кĕрсе ÿкрĕн пулсан вара унăн чикки çук. Çакăн пирки аса илтереççĕ тата асăрхаттараççĕ Раççей МЧС-ĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕнчен.

Пулла каймах шутларăр пулсан вара çак правилăсене манма юрамасть. Пулă ещĕкне хăрах хул пуççи çинче тытса пырăр. Кирлĕ чухне ăна айккинелле ывăтма май пултăр. Пĕрлех 12 - 15 метр кантра илĕр. Пĕр вĕçне 400 - 500 грамм йывăрăшлă хатĕр кăкарăр, тепĕр вĕçĕнче çĕçĕ таврашĕ е çивĕч ытти япала пултăр. Шыва кĕрсе ÿкес пулсан пăр çине тухма май пултăр.

Пулла ÿсĕрле каймалла марри пирки ăнлантармалла та мар. Вăл вăхăтра сисĕмлĕх те, реакци те чакать.

Пĕр вырăнта йышлăн пулма та хăрушă. Пăр тăрăх чупма, сикме юрамасть. Хыççăн пулă тытнă пăр шăтăкĕсене паллă туса хăварăр.

Шыва кĕрсе ÿкрĕр пулсан вара сехĕрленсе ан ÿкĕр. Малтанах пур йывăр япаларан та хăтăлма тăрăшăр. Пăр хĕрри çине ерипен кăкăрпа выртма, кайран пĕр урана, унтан тепĕрне пăр çине кăларса хума тăрăшăр. Енчен те пăр чăтрĕ пулсан ерипен çыран хĕрринелле шума пултаратăр.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика