11 марта 2015 г.
Шăмат кун, мартăн 7-мĕшĕнче, çуркуннехи пĕрремĕш уяв умĕн, Муркаш салинчи "Сывлăх" физкультурăпа спорт комплексĕ умĕнче пысăк йыш пухăнчĕ. Çакăнти тĕп лаптăкра черетлĕ Хĕл ăсатăвĕн уявĕ иртрĕ. Ирĕн-каçăн çанталăк сивĕ тăчĕ-ха, апла пулин те уйрăмах çак кунхи янкăр хĕвелĕ çуркунне çитнине питĕ лайăх систерчĕ, чуна ытларах та çемçетрĕ. Тепĕр тесен çуркунне хăйĕн саккунлă правипе хуçаланма пуçларĕ вĕт паян. Çавна тĕпе хурса çак тапхăрта хĕле ăсатасси тата çуркуннене кĕтсе илесси пирĕн районта ырă йăлара ĕнтĕ.
Уява официаллă майпа район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев уçрĕ.
- Муркаш районĕн ĕçченĕсем нихăçан та кайрисен шутĕнче пулман, вĕсем - малтисен ретĕнче. Пĕрлехи тăрăшулăхпа ума лартнă тĕллевсене пурнăçлама тăрăшатпăр. Пирĕн ĕç-хĕл тивĕçлĕ шайра пулнине районăн 2014 çулхи экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕн пĕтĕмлетĕвĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин хакланă сăмахсем те çирĕплетеççĕ. Халĕ вара пирĕн умра татах та пысăкрах ĕç-хĕл - çур акине тĕплĕн хатĕрленесси. Эсир ĕçре те маттур, уявра та пит сатур, - терĕ Ростислав Николаевич уявпа саламласа, малашне татах та ытларах ĕçлеме хавхалантарса.
Савăнăçлă саманта тăснă май кунта пухăннисене район пуçлăхĕ Игорь Николаев тата Муркаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Сергей Ермолаев саламларĕç.
Юрă-ташă, шÿт-такмак - уявăн чăн-чăн палли тата илемĕ. Муркаш сали çак кун тĕрлĕ кĕвĕпе тулчĕ. Çапла вара ял тăрăхĕсенчи пултарулăх ушкăнĕсем пĕрин хыççăн тепри сцена çине тухрĕç. "Çуркунне çитрĕ. Чун юрлать" конкурсра хăйсен ăсталăхĕпе паллаштарчĕç. Кашниех маттур-çке, кичем пулма май çук - ĕçлеме те пултараççĕ, савăнма та пĕлеççĕ. Асăннă конкурсра Токшикри Культура çурчĕ çумĕнчи "Тăванлăх" ушкăн артисчĕсем çĕнтерчĕç.
Уйкас Янасал ял тăрăхĕнчи информаципе культурăн Ваçкассинчи центрĕ çумĕнче йĕркеленĕ художество пултарулăх ушкăнĕ тата Орининти Культура çурчĕ çумĕнчи "Шуракăш" ансамбль иккĕмĕш вырăнта пулма тивĕçрĕç.
Виççĕмĕш вырăнлă диплома Кашмашсемпе Ятмансем илме чыслă пулчĕç.
Хут купăсçăсене те тав тăвас килет уява илемлетме пулăшнăшăн, юрра-кĕвве чĕрĕлĕх сĕмĕ кĕртрĕç ăстаçăсем. Вĕсен хăйсен те уйрăм конкурс пулчĕ. Ку енĕпе Çатракасси ял тăрăхĕнчи Галина Трофимовăна çитекенни пулмарĕ, çавăнпа та сумлă жюри членĕсем ăна пĕрремĕш вырăн пама йышăнчĕç. Хыççăнхи сумлă вырăнсене Хорнуй ял тăрăхĕнчи Юрий Гордеевпа Çатракасси ял тăрăхĕнчи Игорь Майков пайларĕç.
Ача-пăча вара карусель тавра хĕвĕшрĕ, кашниех çил кăларса ярăнма пикенчĕ. Çавăн пекех ытти çулсенче пулман çĕнĕлĕх те чылай пулчĕ вĕсем валли. Шăпăрлансем пуйăс вакунĕсемпе, самолетпа ярăнма пултарчĕç.
Уяв, паллах, тутлă апат-çимĕçсĕр иртмест. Кунтах вĕри икерчĕпе, чейпе тата ытти техĕмлĕхпе сăйланма май килчĕ. Ырă кăмăллă та капăр тумлă сутуçăсем тĕрлĕ тавар сĕнчĕç туянакана.
Епле-ха тата хыçлă çунасем çинче тĕрлĕ эрешпе илемлетнĕ лашасемпе катаччи чупмасăр; Хĕл ăсатăвĕн уявĕ, паллах, вĕсемсĕр кичем те пулнă пулĕччĕ. Капăр лашасем пĕрин хыççăн тепри илемлĕн юртса пычĕç, кăмăл тăвакансене ярăнтарчĕç. Хăшĕ-пĕри вĕсене ÿкерчĕк çинче кăна курнă пулсан, кунта вара унăн илемлĕ çилхине тытса пăхма та пултарчĕ.
Уява лашасемпе илемлетессипе вара çулсеренех "Свобода" хуçалăх ĕçченĕсем тата янаварĕсем маттур. Кăçал та вĕсем пĕрремĕш вырăнтине палăртрĕ сумлă жюри. Иккĕмĕш вырăна Хорнуй ял тăрăхĕсем тухрĕç, виççĕмĕш вырăнта Орининсем пулчĕç. Çавăн пекех Шупашкартан килнĕ лашапа пони тавра та ача-пăча хĕвĕшрĕ.
Ял тăрăхĕсем хушшинчи тĕп библиотека ĕçченĕсем вара Литература çулталăкĕ пынине тепĕр хут аса илтерчĕç. Вĕсем уява килнисемпе викторина ирттерчĕç, ыйтусем кĕнекесем тата çыравçăсем тавра пулчĕç. Тĕрĕс хуравлакансене вара пылак çимĕçпе сăйларĕç.
Çапла тепĕр çулччен савăнăçлăн ăсатрăмăр хĕл кунĕсене.
Р. Илларионова.
сăн ÿкерчĕксенче - уяв саманчĕсем.