11 марта 2015 г.
Мăн Сĕнтĕр тăрăхĕнче пурăнакансем хĕлĕн юлашки сиввисенче савăнăçлă лару-тăрура черетлĕ çуркуннене кĕтсе илчĕç. Çанталăкĕ те çакна хак пачĕ тейĕн: тунти кунах çумăр пĕрĕхсе илчĕ, çивиттисенчен тумла шывĕ юхма пуçларĕ...
Кăçал çăварни иртерех пулнăран вăл хĕл ăсатăвĕпе тÿр килеймерĕ. Апла пулин те иртнĕ вырсарни кун, пуш уйăхĕн 8-мĕшĕнче, Мăн Сĕнтĕрти пасар лапамĕнче хĕл ăсатма тухнисем ырă йăла-йĕркене пăхăнса ăшă кăмăлпа пĕр-пĕрне çăварнипех саламларĕç.
- Çăварнире анне икерчĕ пĕçерсе çитерни паян та асра. Те уяв икерчи пулнăран, те анне алли ăсталăхпа палăрнăран паянчченех питĕ тутлă пек туйăнать вăл мана. Çак уявра халăх йышлăн савăнни çулсем иртсен те хăйĕн йĕркине çухатмарĕ, - терĕ ырă йăла-йĕркепе килĕшÿллине палăртса Мăн Сĕнтĕр райпо канашĕн председателĕ Л. Майкова. Ăна паянхи çамрăксем те манманнишĕн хăй хĕпĕртенине пĕлтерчĕ.
Пасар лапамĕ вара чăн-чăн уявпа тулчĕ. Уйрăм предпринимательсен хастарлăхĕ те, Мăн Сĕнтĕр райповĕн сутуçисемпе обществăлла апатлану предприятийĕсем те, килти хушма хуçалăхран суту-илĕве тухнисем те, вĕсем патĕнче черетре тăракансем те уяв илемне ÿстерчĕç кăна.
- Кунашкал савăнăçлă кунран епле пăрăнса юлас-ха. Халăх йышлă пуласса шанса эпир те хамăр алă ĕç ăсталăхне çынсене кăтартма, хамăр продукципе сутă тума тухрăмăр. Эсир куракан нускисемпе алсишсем, тĕрленĕ алшăллисемпе шултра ыхра - йăлтах хамăр хуçалăхран, - терĕ Çĕн Шоккăнри Роза Бочкаревăпа Мăн Сĕнтĕрти Татьяна Иванова.
Уява тухнисемпе паллашса çаврăннă хушăра кафе умĕнчи автомашина прицепĕ çинчи сцена çине уява ертсе пыракансем тухрĕç. Хĕл ăсатăвĕн уявне Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А. Лаптев уçрĕ, хăнана килнисемпе паллаштарчĕ.
- Вăхăт уттине чарма çук. Паян пĕрле пулса хĕл ăсататпăр. Ыран вара пĕр йышпах çур акине тухăпăр. Район иртнĕ çула ăнăçлă вĕçлени тата черетлĕ ял хуçалăх çулне мал туртăмлă пуçăнни умри ĕçсенче те эпир тăрăшуллă пуласса шантарать. Апла пулсан паян пирĕн уяр кунсен кашни сехечĕпе туллин усă курса çурхи ака-сухана хатĕрленмелле, - терĕ пухăннисене хĕл ăсатăвĕпе саламланă май район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев.
Уява килнисене çавăн пекех Шупашкарти Муркашсен ентешлĕхĕн ертÿçи А. Федотов, "Сувар" чăваш наци фончĕн президенчĕ В. Тяпкин, Катькас ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Г. Лебедев ырă сунса саламларĕç.
Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕнчи культура сферинче ĕçлекенсем уяв сценарине тĕплĕ хатĕрленĕрен çак кун пасар лапамĕнче кашнин сăнĕнче савăнăç шевли вылярĕ. Уява пынисене ялсенчен пынă çичĕ пултарулăх ушкăнĕ пĕри тепринпе ылмашăнса хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕ.
- Артистсен тăрăшулăхĕ пирĕн урасене те ташша йыхăрать. Епле чăтса тăрăн кунта! - савăнăçне пытармарĕç пасар лапамне пухăннисем пысăк йышпа ташша тухнă май.
Хĕл ăсатăвне хастар хутшăннисем вара киле парнесемпе таврăнчĕç. Пысăк-и вĕсем е пĕчĕк, анчах вĕсене хĕл ăсатăвĕн уявĕнче çĕнсе илни паха пулнине кашни коллективрах уçăмлă палăртрĕç. Эсир сăн ÿкерчĕкре куракан Москакассинчи "Шуçăм" ушкăн та, 24 килограмлă икĕ кире пуканне 50 хут çĕклесе çĕнтерÿçĕ пулса тăнă Максим Морозов та уяв илемне пуянлатрĕç. Ик куç тулли савăнăç хуçаланчĕ мартăн 8-мĕшĕнче Мăн Сĕнтĕрте.
А. БЕЛОВ.
Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.