Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял çынни пулăшусăр юлмĕ

11 марта 2015 г.

 

Çак кунсенче пирĕн корреспондент Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕпе - ял хуçалăх министрĕпе Сергей Павловпа тĕл пулса республикăри тата районти агропромышленноç ыйтăвĕсем тавра калаçнă. Хаçатăн паянхи номерĕнче эпир унран илнĕ интервьюпа вулакансене паллаштарас терĕмĕр.

- Агропромышленноçа аталантарасси - тĕп тĕллевсенчен пĕри. 2014 çулта патшалăхăн ял хуçалăхне пулăшмалли программисемпе килĕшÿллĕн хыснаран 2,42 млрд тенкĕ куçарнă, вăл шутра федераци бюджетĕнчен - 1,61 млрд тенкĕ, республика хыснинчен 0,81 млрд тенкĕ уйăрнă, - каласа парать Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов. - Ял хуçалăхĕ кăçал та патшалăх пулăшăвĕсĕр юлмĕ, ку тĕллевсем валли 1121 млн тенкĕ пăхса хăварнă: выльăх-чĕрлĕх ĕрчетме - 61,1 млн тенкĕ, ÿсен-тăран çитĕнтерме - 172,4 млн тенкĕ, процент ставкисене субсидилеме - 888,3 млн тенкĕ.

Çакăнта правительствăн 2015 çулхи кăрлач уйăхĕн 27-мĕшĕнчи 53-мĕш Постановленийĕ çине пусăм туса хăварас килет. Унпа килĕшÿллĕн агропромышленноç комплексне кредит парасси енĕпе улшăнусем кĕртнĕ.

Муркаш районĕ вара 2014 çулта патшалăхран 93,7 млн тенкĕ пулăшу илнĕ, ку 2013 çулпа танлаштарсан - 94 процент.

- Сергей Владимирович, кредит илмесĕр пысăк ĕçе пурнăçлама йывăр. Пирĕн районта çăмăллатнă кредитпа нумаййăн усă курнă-и;

- "АПК аталанăвĕ" наци проекчĕ ĕçлеме пуçланăранпа кредит илме çăмăлланнине палăртмалла. 2006 çултанпа 2015 çул пуçламăшĕ тĕлне асăннă наци проектне тата ял хуçалăхне аталантарас тĕллевлĕ патшалăх программине пурнăçланă май Муркаш районĕнчи пĕчĕк калăпăшлă хуçалăхсене 952,1 млн тенкĕлĕх çăмăллатнă кредит панă,   2014 çулта вара - 61,8 млн тенкĕлĕх 308 кредит. Патшалăхăн çак пулăшăвĕ районта хуçалăх тытакан 5316 çынна тивнĕ.

- Фермер хуçалăхĕсене аталантарасси мĕнле пырать;

- Çĕршывра 2012 çулта йышăннă "Ĕçе пуçăнакан фермерсене 2012-2014 çулсенче пулăшасси", "Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекен çемье фермисене хресчен-фермер хуçалăхĕн никĕсĕ çинче аталантарасси" программăсем ял хуçалăхне çĕнĕ вăркăш кĕртрĕç. Çак тапхăрта ĕçе пуçăнакан 151 фермер тата выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекен 16 çемье патшалăх пулăшăвĕпе усă курма пултарчĕ. Программăсем хута кайни республикăра выльăх-чĕрлĕх продукцине туса илессине палăрмаллах ÿстерме, фермер хуçалăхĕсене ура çине тăма пулăшрĕ. Сăмах май, виçĕ çулта çемье фермине тума патшалăхран - 91 млн тенкĕ, фермер хуçалăхне йĕркелесе яма 159 млн тенкĕлĕх пулăшу илнĕ.

Муркаш районĕнче хресчен (фермер) хуçалăхне йĕркелеме тата аталантарма 8-ăн грант илчĕç. Кăçал фермер ĕçне пуçăнакансене, çемье фермине йĕркелекенсене пулăшас тĕллевпе 39 млн тенкĕ уйăрма палăртнă. Чăваш Ен бюджетĕнчен - 16,3 млн тенкĕ. Кăçал Муркашсем çак пулăшупа туллин усă курасса тата çак ĕçе хастар хутшăнасса шанас килет.

- "Республикăри ял хуçалăх таварĕсем туса илекенсем майлă самантпа усă курни тата потребитель рынокĕнче уйрăмах кирлĕ ял хуçалăх продукцийĕсен тата тирпейлесе хатĕрлекен продуктсен производствин калăпăшĕсене ÿстерме май паракан миллиардшар тенкĕлĕх инвестици проекчĕсене пурнăçлани савăнтарать," - терĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырура. Ку тĕлĕшпе Муркашсем пирки мĕн калама пулать;

- 2014 çулта Чăваш Республикинче пĕр вăхăтра 25 пин тонна ытла пурлăх йышăнма пултаракан çĕр улмипе пахча çимĕç упрамалли 10 хранилище тунă тата юсаса çĕнетнĕ. "АПК аталанăвĕ" нацпроект ĕçлеме пуçланăранпа 13 инвестици проекчĕ пурнăçланнине палăртмалла. Сăмахран, "Путь Ильича" хуçалăх 1000 пуç ĕне выльăх вырнаçмалăх çĕнĕ ферма туса лартрĕ. Хальлĕхе вĕсен пĕр пайне çеç хута янă, çитес вăхăтрах туллин ĕçлесе кайĕç. Чăннипех те, асăннă ял хуçалăх предприятийĕ выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарас енĕпе пысăк ĕç тăвать.    

- Сергей Владимирович, пурте пĕлетпĕр ĕнтĕ, шăвармасăр пахча çимĕç ÿсмест. Уй-хирте мелиораци мероприятийĕсене ирттерейĕпĕр-и;

- Чăваш Енре "Чăваш Республикинче 2013-2020 çулсенче ял хуçалăхне аталантарасси тата ял хуçалăх продукцийĕн, чĕр таварĕпе апат-çимĕç рынокне йĕркелесси" патшалăх программин "Чăваш Республикин ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрĕсенче мелиорацие аталантарасси" çум программа ăнăçлă ĕçлет.

2014 çулта тĕллевлĕ программăпа федераци тата республика бюджетĕнчен 53 млн тенкĕ уйăрнă, республикăри 23 хуçалăх мелиораци техники туянма пултарчĕ.   Çавăн пекех ял хуçалăх таварĕ туса илекенсем шăвармалли техника туяннă чухне 50 процент таран çăмăллăхпа усă курнă. Хуçалăхсенче вăй хуракансем çĕрсене шăварса тăни пахча çимĕç, çĕр улми тухăçне чылай ÿстерме май панине пĕлеççĕ. Çавăнпа шăваракан лаптăксене пысăклатса пыма тăрăшаççĕ. Патшалăх условисем туса парать, пирĕн хуçалăхсен вара вĕсемпе туллин усă курмалла.

- Ял хуçалăхне аталантарасси - çав тери кăткăс та йывăр ĕç. Муркаш районĕнче мĕнле йывăрлăхсем пур;

- Вăхăт малаллах шăвать. Акă çур аки те çитет. Ял хуçалăхĕнче ĕçлемелли техникăна хатĕррисен ретне лартмалла, сĕрмелли-çунтармалли материал, удобрени паянах туянмалла, ырана хăвармалла мар. Хальлĕхе районта пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене вăрлăхлăх 2467 тонна хатĕрленĕ. Ака вăхăтĕнче минерал удобрени çитменни те йывăрлăхсем кăларса тăратма пултарать, 34,7 тонна çеç кÿрсе килнĕ. Ÿсен-тăран çитĕнтерессине илсен - районта элита вăрлăх çитменни палăрать. Паха вăрлăхсăр пысăк тухăç илесси иккĕленÿллĕ.

"Халăх инвентаризацийĕн" пĕрремĕш тапхăрĕнче республикăра 1700 ытла хуçасăр е тухăçсăр усă куракан çĕр лаптăкне тупса палăртнă. Республика Пуçлăхĕ вĕсене кирлĕ пек çырса йĕркелеме тата çаврăнăша кĕртме каларĕ. Муркаш тăрăхĕнче унччен усă курман ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсен калăпăшĕ 779 гектарпа танлашать, вĕсене пусă çаврăнăшне кĕртме фермерсене явăçтармалла.

- Сĕт туса илекеншĕн чĕр тавара ăçта тата тупăшлă хакпа вырнаçтарасси - çивĕч ыйтусенчен пĕри. Ахальтен мар Чăваш Республикин Пуçлăхĕ сĕт туса илекенсен, ăна пуçтаракансен тата тирпейлекен организацисен - хăйсен хушшинче пĕр-пĕриншĕн усăллă вăрах вăхăтлăх хутшăнусем йĕркелемеллине палăртрĕ.

- Муркаш тăрăхĕнче сĕт пухакансем сĕте халăхран 17-18 тенкĕпе туянаççĕ.

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çырура килти хуçалăхсенчен паракан сĕт хакне тата пахалăхне патшалăх енчен йĕркелесе тăма хушрĕ. Ку ĕçе, паллах, патшалăх ветеринари службипе муниципалитетсене явăçтармасăр пурнăçлаймăн. Сĕт пуçтаракансемпе заводсем килти хуçалăхсен сĕчĕн пахалăхĕ вăйра тăракан норматив требованийĕсене тивĕçтермест теççĕ. Пахалăхне кура - хакĕ. Çавăнпа та тĕрĕслев пĕтĕмлетĕвне тĕпе хурса тÿлемелле. Республика Пуçлăхĕ сĕт пахалăхне шута илсе килти хуçалăхсемпе продукцишĕн татăлмалли йĕркене кăçалхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕччен хатĕрлеме хушрĕ.

- Юлашки вăхăтра яла таврăнакансен йышĕ ÿссе пыни палăрать. Çамрăксем тăван тăрăхрах пурăнма тĕв тунипе аслисем те кăмăллă. Çамрăксене вăй илсе кайма пулăшу тем пек кирлĕ...

- Тĕрĕс, патшалăх политики шăпах çамрăксене пулăшас тĕллевлĕ те. 2014 çулта районта пурăнса ĕçлекен çынсен, çамрăк çемьесен тата специалистсен пурнăçне лайăхлатма 11,08 млн тенкĕ уйăрнă. Вун сакăр ял çыннине социаллă тÿлевпе тивĕçтересси çинчен калакан свидетельство панă: 7 гражданина, çамрăк 11 çемьепе специалиста. Пĕтĕмĕшле вара 2003 çултан пуçласа федерацин "Ялăн 2013 çулчченхи социаллă аталанăвĕ" тата "Ял территорийĕсене 2014-2017 çулсенче тата 2020-мĕш çулччен тăнăçлă аталантарасси" тĕллевлĕ программăсенчи мероприятисене пурнăçлама республикăна федераци бюджетĕнчен 1520,25 млн тенкĕ килсе çитнĕ.

Çак тапхăрта ялти 4483 çемье хăйсене ята пурăнмалли кил-çуртлă пулса тăнă, çав шутра 1589 çамрăк çемье тата специалист.

- Федерацин "Патшалăхăн 2020 çулчченхи ял хуçалăхне аталантарасси" программине улшăнусем кĕртни пирки пĕлтĕмĕр. Мĕн кĕтмелле ял ĕçченĕсен;

- Малашлăх планĕсене Раççей Федерацийĕн Президенчĕн тата Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Çырăвĕсене тĕпе хурса палăртса пурнăçламалла.

Правительство агропромышленноçа укçа парса пулăшнипе пĕрлех уй-хир ĕçĕсене, инвестици проекчĕсене пурнăçланăран пулакан тăкака саплаштарма, ял хуçалăх рынокне йĕркелеме тăратнă пуçарусене каярахри тапхăра хăварма, ĕçченсене хамăр çĕршывра туса кăларакан техникăпа тивĕçтерме май паракан меслетсем хатĕрлеме палăртнă. АПК-на аталантарма федераци хыснинчен 50 млрд тенкĕ уйăрма пăхнă.

Чăнах та, Раççей Правительствин 2014 çулхи раштавăн 19-мĕшĕнчи Постановленийĕпе килĕшÿллĕн "Патшалăхăн 2020 çулчченхи ял хуçалăхне аталантарасси" программине улшăнусем кĕртнĕ. Федераци программине тата 5 çум программа хушнă.  

Пахча çимĕç ÿстерессине, çĕр улми вăрлăхне туса илессине, сĕт паракан шултра выльăха ĕрчетессине аталантарассипе тата ыт. те çыхăннă мероприятисем çинчен калакан çум программăсене пурнăçланă чухне тăкакланнин пĕр пайне тÿрремĕнех субсидилени - çĕнĕлĕх.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх 2015 çулта паха вăрлăх туса илессин центрĕсене тата ял хуçалăх кооперативĕсене пурлăхпа техника никĕсне туса хума, анлăлатма тата çĕнетме грант пулăшăвĕ парĕç.

Программа тĕллевĕсенчен пĕри - чикĕ леш енчи продукцие хамăрăннипе улăштарма çитес вăхăтрах майсем тупасси. Паян ÿсен-тăран çитĕнтерес тата выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес енĕпе ĕçлекен отрасльсен продукцийĕ потребитель рынокĕнче уйрăмах кирлĕ.

Çавăн пекех Патшалăх программипе килĕшÿллĕн кашни регион тĕлĕшпе ял хуçалăх продукцине туса илмеллин индексне палăртнă, 2015 çулта вăл - 105,2 процент. Муркаш районне илес пулсан, пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 29,0 пин тонна туса илмелле, çĕр улми - 37,3 пин тонна, выльăх-чĕрлĕх тата кайăк-кĕшĕк какайĕ - 3,9 пин тонна, сĕт - 9,6 пин тонна. Раççей Федерацийĕн Правительствин 2014 çулхи авăн уйăхĕн 30-мĕшĕнчи "Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен бюджечĕсене федераци бюджетĕнчен тивекен субсидисене йĕркелесси, парасси, пайласси çинчен" 999-мĕш номерлĕ Постановленийĕпе килĕшÿллĕн субсиди илекенсемпе Килĕшÿ тăваççĕ. Субсидипе усă курнине тÿрре кăлармасан, кăтартусене çĕнетсе лайăхлатмасан, субсидие бюджета каялла тавăрмалла пулать.

Пирĕншĕн ку - питĕ пысăк яваплăх. Планланине пурнăçламалла кăна мар, ăна ирттерсе пурнăçлама тăрăшмалла.

Сăн ÿкерчĕкре: ЧР ял хуçалăх министрĕ С. Павлов, районти Е. Андреев яч. хис. хуçалăх ертÿçи В. Семенов, ЧР Пуçлăхĕ М. Игнатьев, район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев.

 

 

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика