Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрлехи тимлĕхе ÿстерер

11 марта 2015 г.

 

Çурхи ейÿ - çулленех пулакан çут çанталăк пулăмĕ. Акă çанталăк ăшăтĕ те юр шывланĕ, унăн йывăрăшĕ ÿсĕ, çырмасене ытларах шыв анĕ. Çак тапхăрăн хăйĕн хăрушлăхĕ пуррине шута илсе паян эпир хаçат тĕпелне район администрацийĕн ятарлă программăсен пайĕн ертÿçине Геннадий ЛЮБИМОВА чĕнтĕмĕр.

- Асăннă тапхăр пĕрлешÿллĕ хуçалăхсемпе производство объекчĕсенчи тата килти хушма хуçалăхсенчи çурт-йĕрсемшĕн пысăк йывăрлăх кăларса тăратать: йĕпе юр йывăрăшĕпе вĕсем ишĕлес хăрушлăх ÿсет. Çавăнпа та паян пурин те - килте-и е производство объекчĕсенче - çурт-йĕр çивиттийĕсем çинчен пухăннă юра вăхăтра илсе пăрахассипе ĕçлемелле.

Çурхи шыв çырмасене ансан унти плотинасемпе пĕвесемшĕн те пысăк хăрушлăх тухса тăрать. Вĕсем татса каясран, ишĕлесрен сыхланасси ял тăрăхĕсемпе вырăнсенчи ял хуçалăх предприятийĕсен пĕрлехи яваплăхĕ пулмалла. Çакна палăртатăп, район территорийĕнче тĕрлĕ çулта тунă шыв плотини нумай. Чи пысăкки - Турай плотини. Ун хыççăн - Анатри Панклири плотина. Иртнĕ çулсенче уйрăм çын харпăрлăхне илнĕ ял пĕвисем те паян пысăк тимлĕх ыйтаççĕ.

Юр ирĕлнĕ май пĕрлешÿллĕ кооперативсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче çур акине хатĕрленсе янтăланă сĕрмелли-çунтармалли материалсем, минераллă удобренисемпе ытти им-çам упранакан складсем тĕлĕшпе яваплăха çÿллĕ шайра тытмалла. Шыв плотинисем таврашĕнчи пекех яваплă специалистсен кунти лару-тăрупа та тăтăш интересленсе тăмалла.

Çÿлерех каланине шута илсе район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев "2015 çулхи çурхи ейĕве район территорийĕнче йĕркеллĕ ирттерсе ярасси çинчен" хушу кăларчĕ. Ăна пурнăçлама районта ятарлă комисси йĕркеленĕ. Комисси председателĕ - район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - капиталлă строительствăпа обществăлла инфраструктура аталанăвĕ пайĕн ертÿçи В. Никитин. Çав йышăну çумнех çурхи шыв-шура йĕркеллĕ ирттерсе ярассипе районта пурнăçламалли ĕçсен планне çирĕплетнĕ.

Çурхи шыв-шура йĕркеллĕ ирттерсе ярассипе кашнин яваплăха ÿстересчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика