14 марта 2015 г.
Иртнĕ кунсенче районта урни чирĕллĕ тилĕсен икĕ тĕслĕхне тупса палăртрăмăр. Пĕрремĕшĕнче - Ярапайкасси ял тăрăхĕнчи Милютакассинче, иккĕмĕшĕнче - Ильинка ял тăрăхĕнчи Васильевка выççăлккинче. Иккĕшĕнче те чирпе аптăранă тилĕсем ялсем çывăхне пырса тухнă. Çавна май районта пурăнакансемпе асăрхаттару калаçăвĕ ирттерес терĕмĕр.
Урни чирĕ халĕ тупса палăртнă çĕнĕлĕх мар. Анчах унăн хăрушлăхĕ çынсенчен пысăк асăрханулăх ыйтать. Чăваш Республикинче иртнĕ çулсенче кăна урни чирне вун-вун хутчен регистрацилерĕç. Паллă ĕнтĕ, вĕсенчен ытларахăшĕнче чир тилĕсенче, хуçасăр йытăсемпе кушаксенче пулни палăрчĕ.
Хаçат вулакансем час-часах çапла ыйтаççĕ: "Мĕнпе çавнашкалах хăрушă-ха урни чирĕ;" Асăннă хăрушлăх пирки халăха çителĕклĕ ăнлантармантан çакăн пек ыйту çуралать те.
Урни чирĕ - йывăррăн иртекен хăрушă инфекци. Вăл ирĕкре çÿрекен тискер чĕр чунсемпе пĕрлех килти хушма хуçалăхри е обществăлла секторти выльăх-чĕрлĕхе те, çынна та ерме пултарать. Чирĕн тĕп вăхăчĕ - хĕллехи-çуркуннехи тапхăр. Паян шăпах çав вăхăт çитрĕ. Урни чирĕнчен инкубаци тапхăрĕнче çеç çăлăнса юлма май пулни çак чирĕн хăрушлăхĕ уйрăмах пысăкки пирки калать. Официаллă статистикăран Раççейре юлашки çулсенче чĕр чунсем хушшинче урни чирĕ сарăлас хăрушлăх пĕртте чакманни курăнать.
Çут çанталăкра асăннă чире анлă сараканĕсем, тĕпрен илсен, тискер чĕр чунсем шутланаççĕ. Чи малтанах - тилĕсем тата енот-йытăсем. Анчах çакă ытти чĕр чун унпа чирлемест тенине пĕлтермест. Çавăнпа та çулсем çинче вилĕ выртакан тата сывă мар чĕр чунсене асăрхасан вĕсене харпăр хăй тĕллĕн пуçтармалла тата пулăшмалла мар. Ку вăл сирĕн сывлăхшăн питех те пысăк хăрушлăхпа çыхăннине ан манăр.
Урни чирне саракансем хушшинче ирĕкре çÿрекен хуçасăр йытăсемпе кушаксем те нумай. Асăннă чир тепĕр чĕр чуна е çынна ересси вĕсем хăйсем хушшинче тачă çыхăнăва кĕрсен, чирлĕ чĕр чун теприне çыртнинчен е унăн сĕлеки суран вырăнĕсене лекнинчен пуçланать.
Йытăсен тĕслĕхĕнче специалистсем чирĕн икĕ формине палăртаççĕ: йытă хăйне чарусăр тытни тата лăпкă пулни. Йытă чарусăр пулнин хăйĕн виçĕ тапхăрне палăртмалла. Малтанхи вăхăтра лăпкă йытă сăлтавсăрах хăюлланать. Апат çиеслĕхĕ килĕшÿсĕрленет, тепĕр чух вăл пĕчĕк чулсене, йывăç япаласене кăшлать-çăтать, улăм çиет. Йытă час-час шыв ĕçесшĕн, анчах ăна ĕçме йывăр. Сĕлеки юхма пуçлать. Çапла 1 - 3 кун пурăнсан йытă уйрăмах хаярланать. Вăл кĕтмен-туман çĕртен выльăх-чĕрлĕхе, çынсене тапăнма пултарать. Виççĕмĕш тапхăрта унăн паралич паллисем (пыр, чĕлхе, урасен параличĕ) пуçланаççĕ. Çакăн хыççăн йытă тăруках вилет.
Кушаксем пирки калас пулсан та ку чирпе чирленисем хаяр та активлă пулнипе палăраççĕ. Чăх-чĕп пасарĕнче килте усрама туяннă йĕкехÿресем, арлансем (хомяки), шăшисем урни чирĕ сарас тĕлĕшпе уйрăм хăрушлăх кăларса тăратаççĕ.
Çынсен урни чирĕнчен асăрханас, çак хăрушлăхран пăрăнса иртес тесен мĕн пĕлмелле-ха;
Ялта пурăнакансен килĕсенчи йытăсемпе кушаксене вăхăтра регистрацилесе прививка тăвассине асра тытмалла. Районти выльăх чирĕсемпе кĕрешекен станци специалисчĕсем йытă-кушаксемсĕр пуçне мăйракаллă шултра выльăха та, качака-сурăхсемпе лашасене те урни чирĕнчен вакцинăлаççĕ. Вăхăтра вакцинăлани - хăрушă чир сарăлассине чарма пулăшакан тĕп чăрмав.
Ял тăрăхĕсен администрацийĕсен хăйсен ялĕсенче хуçасăр йытăсемпе кушаксем ирĕкре чупса çÿренине чарма тивĕçлĕ мерăсем йышăнмалла. Кунпа пĕрлех йытă-кушак хуçисен те вĕсене тытас йĕркене çирĕп пăхăнмалла. Йытăсемпе кушаксем çынсене е ытти чĕр чуна çыртнă тĕслĕхсем пирки пĕр тăхтаса тăмасăр ветеринари специалисчĕсене, сывлăх хуралçисене пĕлтермелле. Иккĕлентерекен чĕр чунсене харпăр хăйĕн вĕлерме юрамасть. Вĕсем тĕлĕшпе хуçисен яваплăха ÿстермелле: чĕр чунсене 10 талăк сăнчăрта тăратса е уйрăм пÿлĕмре тытса чир паллисем пуррипе çуккине сăнамалла. Хăйсене йытă-кушак çыртнă çынсен вара пĕр тăхтаса тăмасăр медицина учрежденине кайса сывлăхĕ тĕлĕшпе профилактика ĕçĕсем ирттермелле.
Чăваш Республикин чĕр чун тĕнчин йышне тата вĕсем пурăнакан вырăна сыхлакан, тĕрĕслекен тата йĕркелесе пыракан патшалăх служби çапла пĕлтерет: "Раççейри сунар ресурсĕсене сыхласси тата сунара тухасси çинчен" федераци саккунĕн 48 статйипе килĕшÿллĕн урни чирĕнчен тата вăл сарăласран асăрханас, республика территорийĕнче тилĕсемпе кашкăрсен йышне йĕркелес тĕллевпе нарăсăн 16-мĕшĕнчен пуçласа ака уйăхĕн 16-мĕшĕччен вĕсене шута илмесĕр тытса пама ирĕк панă. Анчах çакна валли сунар хуçалăхĕнчен ятарлă ирĕк илмелле. Ăна пĕтĕмлетсе шутлав ĕçне йĕркелĕç.
Н. ТРИФОНОВ,
районти выльăх чирĕсемпе кĕрешекен станцири выльăх тухтăрĕ.
Редакцирен: Районти тĕп больницăри врач-эпидемиолог Г. Соколова ăнлантар-нă тăрăх сывлăх хуралçисемшĕн те ку чир - çивĕч ыйту. Çавăнпа та ирĕкри йытă-кушакпа асăрхануллă пулмалла. Статистика çирĕплетнĕ тăрăх ку чире пула нумай çын пурнăçран уйрăлать. Çак инкекрен пăрăнса иртес пулсан йытă-кушак çыртнă çыннăн вăхăтра вакцинăланмалла. Маларахри çулсенче 40 укол тунă пулсан паян урни чирĕнчен сыхланмалли тулли курс - 6 укол тата врачăн тăтăш тĕрĕслевĕ. Енчен те сире урни чирĕнчен вакцинăланă йытă çыртрĕ пулсан, кун пек чух пысăк хăрушлăхах çук. Апла пулсан йытă хуçисен вĕсене вăхăтра вакцинăлаттармалла.