Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халь анчах туй тунă пекчĕ: 50 çул иртсе те кайрĕ

14 марта 2015 г.

 

- Общежитинче питĕ сивĕччĕ. 5 курсра аслă ывăл çуралсан, тем пысăкăш чăматан туянтăмăр. Ачана унта çывăрттараттăмăр. Вăл пукан çинчен анса ан ÿктĕр тесе, унăн алăкне кравать çумне çыхса хураттăмăр,- аса илеççĕ паян Çурлатринче пурăнакан Пушкинсем хăйсем пĕрлешнĕ вăхăтри малтанхи çулсене.

Унтанпа вара 50 çул ним сисĕнмесĕр иртсе кайрĕ. Студент чухнехи çитмен пурнăç та, пурнăçри йывăрлăхсем те вĕсен телейне татаймарĕç. Нумаях пулмасть Раиса Павловнăпа Иосиф Иванович хăйсен ылтăн туйне паллă турĕç. Çав ятпа вĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - пай пуçлăхĕ Л. Тарасова, ЗАГС пайĕн пуçлăхĕ Е. Иванова, Муркаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ С. Ермолаев ăшшăн саламларĕç.

- Эсир район вăйлă та тĕреклĕ пултăр тесе тăрăшнă. Сирĕн пек ĕçчен те маттур çынсем пулнăран ĕнтĕ пирĕн район умри тĕллевсене пурнăçласа пырать, республикăра та ырă ятлисен шутĕнче, - терĕ Лилия Юрьевна. Мăшăра район администрацийĕн Тав çырăвне тата асăнмалăх парне пачĕ.

Пушкинсем 50 çул каяллахи пек хăйсем пĕр-пĕрне юратнине алă пусса çирĕплетрĕç: хальхинче ЗАГС пайĕн ылтăн туйсен альбомĕ çине. Çапла майпа хăйсем тата нумай çул пĕр-пĕрне ăнланса пурăнма хатĕрри çинчен пĕлтерчĕç. ЗАГС пайĕн ертÿçи Е. Иванова Пушкинсем çамрăк мăшăрсемшĕн ырă тĕслĕх пулнине палăртрĕ.

Муркаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ С. Ермолаев вара Пушкинсем ĕçчен те активлă çемье пулни çинчен каларĕ.

...Ял хуçалăх институчĕн студенчĕсем 3 курсра паллашрĕç те çулталăкран пĕрлешрĕç. Тепĕр çултан вара ача çуралчĕ Пушкинсен. Иосиф Пушкин - механика факультечĕн студенчĕччĕ. Етĕрне районĕн хĕрĕ вара зоотехника вĕренетчĕ. Паянхи пекех астăвать-ха Раиса Павловна ачине юлташ хĕрĕсене парса хăварса экзамен тытма кайнине те.

Вĕренсе тухсан, Пушкинсене иккĕшне ик енне уйăрчĕ шăпа: Иосиф Иванович тăван Муркаш районне килчĕ ĕçлеме. Мăшăрне вара тăван районне зоотехник пулса ĕçлеме направлени пачĕç. Çав вăхăтрах ферма заведующийĕнче те ĕçлетчĕ вăл.

Тепĕр çултан вара Раиса Павловна Муркаш районĕнче ĕçлеме пуçларĕ: "Свобода" хуçалăхпа "Знамя труда" (халĕ Е.А. Андреев яч. хис. хуç.) хуçалăхăн зоотехник-селекционерĕ пулса тăчĕ вăл. 1967 çултан пуçласа 13 çул районта тĕп зоотехник пулса ĕçлерĕ. Тăрăшса ĕçленĕшĕн "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ зоотехникĕ" хисеплĕ ят пачĕç ăна.

- Ĕçлес тесех ĕçлеттĕмĕр çав çамрăк чухне, - ăшшăн пăхать мăшăрĕ çине Иосиф Иванович.

Студент чухнех хăй вăл комбайнерта та, слесарьте те, механизаторта та ĕçленĕ.

- Практикăна хытă тимлĕх уйăратчĕç вĕреннĕ чух, - аса илет вăл паян студент чухнехи вăхăта.

Ял хуçалăх институчĕ кăларнă чи малтанхи инженерсенчен пĕри пулчĕ вăл.

Çав практика ăна питĕ пулăшрĕ кайран, ĕçлеме пуçласан. Алла диплом илнĕ хыççăн Муркашри "Сельхозтехникăра" 9 çул инженерта вăй хучĕ.

И. Пушкин 1976-1978 çулсенче парти райкомĕн инструкторĕнче ĕçлерĕ. Ун хыççăн тепĕр 5 çул Е. Андреев яч. хис. хуçалăхра инженер-механик пулчĕ. 1994 çултан пуçласа предпринимательство ĕçне кÿлĕнчĕ.

- Канадăри меслетпе ангарсем туса лартрăмăр ун чух. Ют çĕршыв делегацийĕ те пĕрре кăна мар килчĕ пирĕн пата, - аса илет Иосиф Иванович бизнес ĕçне пуçарса янă вăхăта.

- Пушкинсен кăлпассийĕ, - тетчĕç ун чух районта пурăнакансем магазинта вĕсем туса кăларнă кăлпассине туяннă май.

Паян вĕсем туса кăларнă продукцие ытти районсенчи магазинсенче те сутаççĕ.

- Паян ывăлсем ĕçлеççĕ ку енĕпе. Эпĕ вĕсене пулăшса пыратăп, - тет Иосиф Иванович.

- Пире аттепе анне ĕçе вĕрентсе ÿстерчĕç, - тет ывăлĕ Володя.

Пĕрлешсессĕнех, темшĕн (хăй çемьере пĕртен-пĕр хĕр пулнăран-ши) Раиса Павловна мăшăрне çапла каларĕ:

- Ман йăлтах ывăлсем пулччăр, - терĕ.

Турă илтнĕ вăхăт пулать, теççĕ-и-ха. Хăй ыйтнă пекех пулчĕ. 3 ывăл çитĕнтернĕ Пушкинсем. Паян вĕсен 5 мăнук. Апла пулин те 77 çулхи Иосиф Ивановичпа унран 2 çул кĕçĕн Раиса Павловнăна кам ун чухлĕ çул патăр; Çамрăк чухнехи пекех вăр-вар, куçран куçа пăхса кăна тăраççĕ.

- Пирĕн иксĕмĕрĕн те характерсем "ылтăнах" мар. Анчах мăшăр çине нихçан та алă çĕклемен, - тет Иосиф Иванович.

- Ĕçрен тепĕр чух темле йывăр кăмăлпа килни те пулнă. Анчах та çывăх çынсем çине çилле кăларман, - килĕшет мăшăрĕпе Раиса Павловна та.

Унтан çапла хушса хурать:

- Мĕнле пулсан та пĕр-пĕрне ăнланни, каçарма пĕлни кирлĕ.

Çемьере телей пултăр тесен, Иосиф Иванович шухăшĕпе, эрехпе иртĕхмелле мар, спортпа туслă пулмалла.

Çамрăксемшĕн пил вырăннех пулĕ çак сăмахсем.

Л. Павлова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика