14 марта 2015 г.
Пĕтĕм Раççейри халăхăн диспансеризацине ирттерессин программи 2013 çулта ĕçлеме тытăнчĕ. Унпа килĕшÿллĕн 21 çултан аслăрах кирек хăш çыннăн та хăйĕн сывлăхне тĕрĕслеттерме, хăйĕн сывлăхĕ пирки пĕлме май пур. Çынсем çак тĕрĕслеве мĕнле хутшăнаççĕ; Профилактикăн пĕлтерĕшĕ мĕнре; Çак тата ытти ыйтусене ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин профилактика медицинин тĕп специалисчĕ Елена НАУМОВА хуравларĕ.
- 2014 çулта Чăваш Енре диспансеризаци витĕр 200 пин ытла çын тухмалла пулнăччĕ. Унăн пĕтĕмлетĕвĕ мĕнлерех?
- Пĕлтĕрхи пĕтĕмлетÿпе диспансеризаци витĕр 222141 çын тухнă, ку вăл планланин 99 проценчĕ. 1767 çын диспансеризацин пĕрремĕш тапхăрне хутшăннă, анчах та тĕрĕслеве вĕçне çити çитермен. Çавăнпа та вĕсем хăйсен сывлăхĕ пирки тулли информаци илмен паллах.
Республикипе вăраха кайнă чирсене 30129 тĕслĕх тупса палăртнă, тепĕр 23509 тĕслĕх - вĕсем пулма пултарассине. Усал шыçă пуррине пуçласа 567 çыннăнне тупса палăртнă (800 çыннăн - чир пулма пултарассине). 6207 çыннăнне чĕре тата юн тымарĕсен чирĕсене тупнă, сахăр диабечĕ - 400, куç чирĕсем - 1012, сывлав органĕсен чирĕсем - 837, апат ирĕлтерессипе çыхăннă чирсем - 3278 тата ыт. те. 100 пин ытла çыннăн инфекциллĕ мар вăраха каякан чирсем аталанма пултарнине те пĕлтĕмĕр.
- Хăш-пĕр çынсем хăйсен чир-чĕрĕ пирки пĕлессинчен те хăраççĕ вĕт-ха?
- Диспансеризаци тĕрĕслевĕ витĕр тухни пĕлтерĕшлĕ пулнине нумайăшĕ ăнланать (анкета тăрăх - 80 процент майлă). Вĕсенчен ытларахăшĕ - 40 çултан кĕçĕнреххисем. Çапла вара çамрăк ăру сывлăха упрас тесе ăна тĕрĕслесе тăмаллине, çакна май чирсем çинчен е вĕсем пулма пултарасси çинчен пĕлмелле тесе шутлать.
- Пĕлетпĕр ĕнтĕ, диспансеризацие ĕç вăхăтĕнчех тухмалла пулса тухать. Ĕç паракансем хăйсен специалисчĕсем ĕç вăхăтĕнчех ыйтса больницăна кайнине пур чухне те ăнланаççĕ-ши?
- Федераци саккунĕпе килĕ-шÿллĕн ĕç параканăн специалиста медосмотр е диспансеризаци тухма условисем туса памалла. Каярах çакă организацире больничнăй хучĕсене сахалрах илесси патне кăна илсе пырать-çке-ха. Ĕçченсем çирĕп сывлăхлă пулсан тăкак та сахалрах пулать. Çапла вара ĕç паракансен ăнланăвĕ пур. Çынсене майлă пулса медицина учрежденийĕсем те шăматкунпа вырсарникунсенче те ĕçлеççĕ.
- Кăçалхи диспансеризацин уйрăмлăхĕ мĕнре?
- Тĕп уйрăмлăх - вăл икĕ тапхăрпа иртни. Пĕрремĕш тапхăрĕ скрининг мелĕпе иртет, вăл пуриншĕн те пĕрешкел, иккĕмĕшĕ вара - çулсене тата арçын е хĕрарăм пулнине кура. Тепĕр уйрăмлăх - чирсем кăна мар, мĕнле чирпе чирлеме пултарассине те тупса палăртни. Çапла вара хушма консультацисем те, чирлеме пултаракансене сăнаса тăни те кĕрет.
Диспансеризаци тĕллевĕ - чирсене асăрхаттарасси. Çавăнпа та конкретлă терапевт участокĕсенче чăн-чăн профилактика ирттерни пулать вăл.
- Диспансеризаци пур чир-чĕре те тупса палăртма май парать-и?
- Диспансеризаци тĕрĕслевне кĕртнĕ анализсен йышне пирĕн çĕршывра çынсем вилнин тĕп сăлтавĕсене (пур вилĕмĕн 75 проценчĕ) шута илсе тунă. Кусем вĕсем - инфекциллĕ мар вăраха кайнă чирсем - чĕрепе юн тымарĕсен, усал шыçă, сывлав органĕсен чирĕсене тата ыттисене тупса палăртма май паракан анализсем. Ытти тĕрлĕ чире те тупса палăртаççĕ паллах.
Асăннă органсен чирĕсем çыннăн пурнăç йĕркипе çыхăннă. Çавăнпа та чирлеме пултаракансене тупса палăртасси пĕлтерĕшлĕ. Тен, сăмахран, хăшĕн чир паллисем çук, анчах та анализсем тата ытти тĕрлĕ тишкерÿ çав çыннăн пурнăçĕ тепĕр 10 çул кăна тăсăлма пултарассине кăтартса параççĕ. Çакă аслă ăрури çынсен 20 проценчĕшĕн (35-60 çултисем) питĕ пĕлтерĕшлĕ.
Хăш-пĕр çынна чире аталантарма парас мар тесен кăшт кăна информаци кирлĕ, теприне вара çакăнпа кăна вырăнтан тапратаймастăн. Çавăнпа та çынсене сывă пурнăç йĕркине тытма хистесси те диспансеризацин пĕр пайĕ пулса тăрать. Çапла май эпир кашни çын патне "шаккаса тухни" çĕршывра çынсен пурнăç тăршшĕне вăрăмлатма пулăшмаллах.
- Диспансеризаци çынсемшĕн тÿлевсĕр иртет. Çапла вĕт-ха?
- Çапла. Диспансеризаци РФ гражданĕсене тÿлевсĕр медицина пулăшăвĕ парассине шантарни пирки калакан патшалăх программин пĕр пайĕ пулса тăрать. Вăл обязательнăй медицина страхлассин база программипе пурнăçланать. Çапла май поликлиникăсенчи тĕрĕслев тÿлевсĕр иртет.
- "Условлă майпа сывлăхлă" тесе йышăннă çынсен йышĕнче чирлисен пайĕ пирки мĕн калама пултаратăр?
- Диспансеризаци пĕтĕмлетĕвĕпе пĕрремĕш ушкăна (сывлăхлă теме пулать вĕсене, вĕсен чирлес шикленÿ çук) 31,2 процентне кĕртнĕ. Иккĕмĕш ушкăнра 20 процент - вăраха кайма пултаракан чирпе чирлес хăрушлăх пысăккисем. Виççĕмĕш ушкăнра - 48,8 процент: вĕсен врач асăрхаса тăмалли тата сиплемелли вăраха кайнă чирсем пур.
- Диспансеризаци ирттернинчен Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви мĕнле результатсем кĕтет;
- Диспансеризацин эффективлăхĕ пулмалла паллах: чирлесси сахалланни, пуçласа тупса палăртнă чирсем ытларахăшĕ малтанхи тапхăртах тупса палăртнисем пулмалли, çын вилесси чакни, инвалидсем сахалрах пулни, сывлăх тĕлĕшпе пĕрремĕш ушкăнри çынсем нумайланни тата ытти те.
- Чăваш Енре профилактика медицинине аталантарма мĕнле утăмсем палăртса хунă?
- Профилактика медицинин тĕп задачисенчен пĕри - участок терапевчĕн, поликлиника ĕçне реструктуризаци тăвасси. Профилактика тата диспансер сăнавĕ врачăн пĕтĕмĕшле ĕçĕн 30-40 проценчĕпе танлашмалла. Результатсем тепĕр темиçе çултанах палăрма тытăнĕç. Çавăнпа та пуçăннă ĕçе вĕçне çити çитермелле, мĕншĕн тесен медицинăн тата патшалăхăн социаллă политикин тĕп тĕллевĕ - çыннăн пурнăç тăршшĕне вăрăмлатасси.
Муркаш районĕнчи
диспансеризаци пĕтĕмлетĕвĕ
2014 çулта Муркаш районĕнче диспансеризаци тĕрĕслевне планпа пăхса хунă 6105 çынран ытларах та явăçтарнă. Тĕрĕслеве 6160 çын хутшăннă: 3465 хĕрарăм тата 2695 арçын.
12 уйăхра диспансеризаци витĕр тухнисен инфекциллĕ мар, вăраха кайма пултаракан чирпе чирлеме пултарассине тупса палăртнă: тĕрĕс мар апатланнине пула - 88,2 проценчĕн (Чăваш Республикипе - 74,4 процент), гиперхолистеними тата дислипидеми пулнăран - 48,1 процентăн (37,1 процент), хусканусем сахал тунăран - 16,6 процентăн (25,5 процент), артери юн пусăмĕ пысăк пулнăран - 36,9 процентăн (31,1 процент), ытла самăр пулнăран - 15,2 процентăн (14,6 процент), пирус туртнине пула - 16,8 процентăн (13 процент), эрех ĕçнине пула - 5 процентăн (5,6 процент), гипергликемие пула - 13,1 процентăн (7 процент).
Диспансеризаци вăхăтĕнче 1080 тĕрлĕ чир тупса палăртнă. Шыçă чирĕсене çĕнĕрен 20 тупса палăртнă, сахăр диабетне - 16. Юн çаврăнăшĕпе çыхăннă чирсем 202 таран пулнă. Кĕлетке йывăрăшĕ кирлинчен ытларах, çын ытла та самăррин (ожирение) чирне 46 çыннăнне çирĕплетнĕ, нерв системипе çыхăннă чирсене - 21 çыннăнне. Апат ирĕлтерекен органсен чирĕсене те сахал мар тупса палăртнă - 154, шăкпа арлăх тытăмĕн чирĕсене 78 тупнă тата ыт. те.
Диспансеризаци пĕтĕмлетĕвĕпе çынсен сывлăхне кура вĕсене ятарлă ушкăнсене уйăраççĕ. Çапла вара 1-мĕш ушкăна 2098 çын (34 процент) кĕнĕ. Çак çынсен вăраха каякан инфекциллĕ мар чирсем çук, вĕсемпе чирлес хăрушлăх та хальлĕхе çук. 2-мĕш ушкăна 688 çын (11 процент) кĕнĕ. Вĕсен вăраха каякан инфекциллĕ мар чирсем çук, анчах та вĕсемпе чирлес хăрушлăх пур. 3-мĕш ушкăн чи пысăкки пулнă - 3374 (54,8 процент) çын. Вĕсене пурне те учета илнĕ, çак çынсене больницăра сăнаса, сиплесе тăмалла.